Улатӑр хула администрацийӗнче пӗр уйӑха яхӑн ӗнтӗ пуҫлӑх ҫук. Ертӳҫӗ тилхепине хальхи вӑхӑтра Елена Ермолаева вӑхӑтлӑха пурнӑҫласа пырать. Унчченхи пуҫлӑх Д.В. Трифонов ҫемҫе пукана ирнӗ уйӑхӑн 29-мӗшӗнче пушатнӑ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, хула администрацийӗ валли пуҫлӑха суйламалли конкурс комиссине республика шайӗнче ҫирӗплетнӗ. Республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян вырнаҫтарнӑ.
Республикӑри социаллӑ учрежденисене те реорганизацилеҫҫӗ текен сӑмах унччен тухнӑччӗ-ха. Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствине пӑхӑнакан ҫав учрежденисене пӗрлештерме тытӑннӑ.
Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ йышӑнура палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, Улатӑрти халӑхӑн социаллӑ Ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра тата унти Ҫул ҫитменнисен реабилитаци центрне пӗр ҫӗре пӗрлештерме йышӑннӑ. Асӑннӑ хысна учрежденийӗсем малашне пӗр организаци пулса тӑрӗҫ.
Респбликӑна "Мистр Сидр" ӗҫмене официаллӑ майпа кӳрсе килмен пулсан та йӗрке хуралҫисем 800 ытла суту-илӳ вырӑнне тӗрӗсленӗ.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче Шупашкарта, Улатӑрта, Ҫӗмӗрлере ҫак ӗҫмене сутнине тупса палӑртнӑ. Ӑна туртса илнӗ, экспертизӑна янӑ.
Аса илтерер: Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫынсем сидр ӗҫсе вилнӗ. Ытти регионта та кунашкал тӗслӗхсем пулнӑ. Улатӑрта 19-ти каччӑ сидрпа наркӑмӑшланнӑ тесе пӗлтернӗччӗ. Телее, диагноз ҫирӗпленмен, унӑн тахҫанхи чирӗ хайӗн пирки аса илтернӗ-мӗн.
Улатӑрти лесничествӑра тухнӑ пушара специалистсем 3 сехетрен сӳнтернӗ. Ҫулӑм 0,2 гектар ҫинче алхаснӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 12 сехет те 53 минутра видиомониторинг пулӑшнипе вӑрманта пушар тухнине асӑрханӑ. Ҫулӑм вӑрман ҫулӗ хӗрринче сарӑлма пуҫланӑ. Ҫавна май пушар мӗншӗн тухнине малтанлӑха пӗлтернӗ: пирус туртнине пула.
16 сехет те 5 минутра ҫулӑма сӳнтернӗ.
Вӑрнар районӗн прокурорӗн пуканне ҫӗнӗ ҫынна шанса панӑ. Ку должноҫе юстици канашҫи Сергей Парамонов йышӑннӑ.
Сергей Александрович 1981 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 2003 ҫулта Шупашкарти коопераци институтне пӗтерсен прокуратура органӗсенче, Улатӑрта, следовательте ӗҫленӗ. Унтан аслӑ следователь, аслӑ пулӑшуҫӑ, Улатӑрти районсен хушшинчи прокурорӑн ҫумӗ пулнӑ. 2018 ҫултан пуҫласа ку таранччен Пӑрачкав районӗн прокурорӗ пулнӑ.
Чӑваш Енре пӗр ҫын сидрпа наркӑмӑшланни пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл - Улатӑртан, 19 ҫулта.
Телее, химипе токсикологи экспертизи палартнӑ тӑрӑх, каччӑ сидрпа наркӑмӑшланман. Унӑн унчченхи чирӗ йывӑрланнӑ-мӗн. Халӗ ӑна Шупашкара илсе килнӗ, профиль уйрӑма куҫарса сиплеме хатӗрленеҫҫӗ.
Аса илтерер: Чӗмпӗр облаҫӗнче 18 ҫын "Мистр Сидр" ӗҫмепе наркӑмӑшланнӑ. Ун пек тӗслӗхсем Удмурт Республикинче, Чулхула облаҫӗнче те пулнӑ. Сидра Самар облаҫӗнче туса кӑларни паллӑ.
Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫынсем «Мистер Сидр» ӗҫсе наркӑмашланса вилни пирки ӗнер хыпарланӑччӗ.
Хальхи статитистика кӑтартнӑ тӑрӑх, Чӗмпӗр облаҫӗнче 51 ҫын наркӑмӑшланнӑ, вӗсенчен 24-шӗ вилнӗ. Ытти регионта та сидрпа наркӑмашланнӑ тӗслӗхсене шута илнӗ. Чӑваш Енре 1 ҫын хӑйне япӑх туйнӑ. Вӑл – Улатӑр хулинчен, 19 ҫулта. Ӑна медпулӑшу параҫҫӗ.
Самар облаҫӗнче – 7, Удмурт Республикинче 2 ҫын (пӗри 20 ҫулта) вилнӗ. Чулхула облаҫӗнче 2 ҫын наркӑмӑшланса пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Ӗнер республикӑра чи лайӑх педагогсене палӑртнӑ. Вӗсене 11 номинацире чысланӑ.
Кӑҫал «Чӑваш Енри учитель» ята Шупашкарти 4-мӗш лицейра ачасене историпе обществознани предмечӗсене вӗрентекен Михаил Зыков тивӗҫнӗ. Хӑй вӑл Шӑмӑршӑри шкултан вӗренсе тухсан И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра диплом илнӗ. Лицейра 2018 ҫултанпа ӗҫлет.
«Ҫулталӑкри воспитатель» ята Куславккари «Звездочка» ача пахчин вӑй-хал культурин инструкторӗ тивӗҫнӗ. «Чи лайӑх класс ертӳҫи» - Улатӑрти 6-мӗш гимнази вӗрентекенӗ Елена Ахметова. «Чи лайӑх педагог-психолог» номинацире Ҫӗмӗрлери 1-мӗш шкулти Елена Яшпугалова ҫӗнтернӗ.
«Чи лайӑх социаллӑ педагог» - Шупашкарти 65-мӗш шкулти Екатерина Панькова. Шупашкарти пуҫламӑш шкулти Марина Борисова чи лайӑх дефектолог пулнӑ.
«Тӑван чӗлхепе литературин чи лайӑх вӗрентекенӗ» номинацире Шупашкар районӗнчи Мӑнал шкулӗн педагогӗ Анжела Московцева мала тухнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Улатӑрти технологи колледжӗн студенчӗ Никита Холуев тата 9-мӗш шкулти 10-мӗш класс вӗренекенӗ Александр Князькин путакан ачана ҫӑлнӑ.
Пӗчӗк арҫын ача ҫыранран инҫе ишсе кӗрсе шыв ҫӑтса тултарнӑ та тӑнне ҫухатма пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра Александрпа Никита киле кайма хатӗрленнӗ, анчах темшӗн 5 минутлӑха тытӑнса тӑнӑ. Ҫакӑ путакан ачан телейӗ пулнӑ та. Каччӑсем ӑна ҫӑлма васканӑ. Ҫамрӑксем пӗчӗк ача патне ҫитиччен вӑл тӑнне ҫухатнӑ, путма тытӑннӑ.
Александрпа Никита пӗчӗкскере ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Часах ачан ашшӗ чупса пынӑ. Арҫын ача тӳрех тӑна кӗмен, вӑйран кайнӑ. Ҫапах ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман.
"Раҫҫей 1" телеканалпа пыракан "Песни от всей души" кӑларӑма пирӗн ентеш Евгений Суханов хутшӑнӗ. Ӑна эфирта ыран, ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, 18 сехетре курма май пулӗ.
Сӑмах май, кӑларӑма хутшӑнкансем пысӑк сӗтел хушшине пухӑнаҫҫӗ, пултарулӑхӗ, ӗмӗчӗсем пирки калаҫаҫҫӗ. Ҫав хушӑрах вӗсем халӑх юррисене тата хитсене шӑрантараҫҫӗ.
Палӑртмалла: Евгений Суханов - Улатӑр хулинчен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.08.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дмитриев Митрофан Дмитриевич, чӑваш тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Альбина Юрату, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |