Улатӑрти Виктория Владимирова Чӑваш Енри ачасен правине хӳтӗлес ӗмӗтпе ҫунатланнӑ. Анчах кӑштахран вӑл хӑй шухӑшне улӑштарнӑ. Ҫавна май ку должность валли кандидатсене ҫӗнӗрен шырӗҫ.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, ку хыпара кӑларӑма республикӑн Патшалӑх Канашӗнчи ҫӑлкуҫсем хыпарланӑ.
Ачасен правине хӳтӗлес текенсен хӑйсен шухӑшне ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗччен пӗлтермелле. Кун пек документа Альбина Егорова спикер алӑ пуснӑ иккен.
Ача-пӑча омбудсменӗн пуканӗ кӑҫалхи ака уйӑхӗнче пушаннӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Виктория Владимирова ку яваплӑха илме килӗшнӗ. Анчах унӑн юридици пӗлӗвӗ пулман, мухтанмалӑх ӗҫлемен тесе тиркекенсем те тупӑннӑ. Апла пулин те хӗрарӑм ҫулне пӳлес темен, ЧР парламенчӗн депутачӗсен пысӑк йышӗ (коммунистсемсӗр пуҫне) ҫав кандидатурӑна ырланӑ.
Владимирова хӑйӗн хучӗсене каялла илни унӑн кандидатурине Мускав ырламаннипе ҫыхӑнма пултарнӑ тесе шухӑшлакансем те пур.
Улатӑрта пурӑннӑ 29 ҫулти арҫыннӑн пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлнӑ. Ҫӑлавпа шырав слжбин ӗҫченӗсем унӑн виллине Улатӑр юханшывӗ тӗпӗнчен кӑларнӑ.
Ку инкек ӗнер, вырсарникун, пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 29-ти арҫын юханшыв урлӑ ишсе каҫма тӑнӑ. Унпа пӗрле тусӗ те пулнӑ.
Арҫын ӳсӗр пулнӑ. Шел те, вӑл тепӗр ҫыран хӗррине ҫитеймен, вӑйӗ пӗтсе ҫитнӗ.
Палӑртмалла: кӑҫал Чӑваш Енре 10 ҫын путса вилнӗ.
Чӑваш Енре хальхи вӑхӑтра шыва кӗмелли вӑхӑт пуҫланман. Тӗрӗссипе, пляжсене официаллӑ майпа уҫман. Апла пулин те пляжсене шыва кӗме хатӗрлеҫҫӗ.
Ӗнерхи кун тӗлне илсен Чӑваш Ен Гражданла хӳтӗлев ӗҫӗсен тата чрезвычайлӑ лару-тӑру комитечӗн шыравпа ҫӑлав служби республикӑри 13 пляжа хатӗрлесе ҫитернӗ. Вӗсем – Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Ҫӗмӗрлере, Сӗнтӗрвӑрринче, Куславккара, Етӗрнере, Улатӑрта тата Улатӑр районӗнче.
Пӗлтӗр ялсенче шыва кӗме 108 вырӑн хатӗрленӗ. Кӑҫал вӗсене 68 пӗвепе кӳлӗ тата юханшывсем хӗрринче хатӗрлӗҫ.
Шел те, путакансем халех пур. Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, тӗслӗхрен, Йӗпреҫ районӗнчи 63-ри арҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл ялти пӗвере пулӑ тытнӑ чух шыва кӗме шухӑшлани инкекпе вӗҫленнӗ. Атӑлта вара 15-ри ача путса вилнӗ.
Чӑваш Енри тӗпчевҫӗсем Улатӑр хулинчи 30 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Ӑна хыпар вӑрттӑн илмелли техника хатӗрне саккуна пӑсса сутнӑшӑн явап тыттарасшӑн.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2019 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вӑл Вӑрнар поселокӗнче Муркаш районӗнчи 45 ҫулти арҫынна пӗчӗк видеокамера тыттарнӑ. Вӑхӑтлӑха. Уншӑн вӑл 25 пин тенкӗ ыйтнӑ.
Пӗчӗк видеокамерӑна тӳме айне пытарса ҫав арҫын теори экзаменне кайнӑ. Вӑл водитель правине илме вӗреннӗ. Анчах ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн ӗҫченӗсем камерӑна асӑрханӑ та туртса илнӗ. Вӑрттӑн хатӗрпе усӑ курнӑшӑн Муркаш район арҫыннине суд пуҫиле ӗҫпе явап тыттарса 15 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре 3395 ҫын ҫӗнӗ кӑшӑлвирус инфекцийӗпе чирленӗ. 1625 ҫын сывалнӑ, 16 ҫын вилнӗ.
Улатӑр районӗнче 51 (паянхи кун тӗлне тата тепӗр 4 ҫын хутшӑннӑ) ҫын чирленӗ; Улатӑрта – 106 (+3 ); Элӗк районӗнче – 34 ( 0 ); Патӑрьел районӗнче – 112 ( 0); Вӑрнар районӗнче – 43 ( 0 ); Йӗпреҫ районӗнче – 63 ( +2 ); Канаш районӗнче – 96 ( 0); Канаш хулинче – 113 ( 0 ); Куславкка районӗнче 26 ( 0 ); Комсомольски районӗнче – 120 (0); Красноармейски районӗнче – 16 ( 0 ); Хӗрлӗ Чутай районӗнче – 101 ( +12 ); Сӗнтӗрвӑрри районӗнче – 50 ( +1 ); Муркаш районӗнче – 125 ( +2 ); Пӑрачкав районӗнче – 92 ( 0 ); Вӑрмар районӗнче – 95 ( 0 ); Ҫӗрпӳ районӗнче – 74 ( +6 ); Шупашкар районӗнче – 157 (+5); Шӑмӑршӑ районӗнче – 91 ( +2 ); Ҫӗмӗрле районӗнче – 61 ( 0 ); Ҫӗмӗрле хулинче – 139 (0); Етӗрне районӗнче – 208 ( +8 ); Елчӗк районӗнче – 51 ( +1); Тӑвай районӗнче – 86 ( +0); Ҫӗнӗ Шупашкарта – 148 ( +6 ); Шупашкарта – 1137 (+32.
Чӑваш Енре ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 4,5 пине яхӑн ача ҫут тӗнчене килнӗ. Вӗсенчен 82-шӗ йӗкӗреш ҫуралнӑ.
Йӗкӗрешсем ытларах – Шупашкарта. Кунта 52-ӗн вӗсем. Элӗк, Вӑрнар, Куславкка, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче кӑҫал икшер йӗкӗреш ҫут тӗнчене килнӗ. Улатӑрта, Ҫӗнӗ Шупашкарта – 4, Канашра 6 йӗкӗреш ҫуралнӑ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫут тӗнчене килнӗ 4454 ачаран 2280-шӗ – арҫын ача, 2174-шӗ хӗрача.
Улатӑр районӗнче пурӗ 59 ҫын, ҫав шутра 33 тухтӑр, кӑшӑлвируспа чирленӗ. Апла пулин те хальлӗхе унта Етӗрне районӗнчи пек ҫирӗп мерӑсем йышӑнмӗҫ, вируспа кӗрешес ӗҫе вӑйлатнипех ҫырлахӗҫ.
Аса илтерер: асӑннӑ районти 44 ҫулти медсестра (унӑн кӑшӑлвирус диагнозне тухтӑрсем ҫирӗплетнӗ ӗнтӗ) пурнӑҫран уйрӑлнӑччӗ. Ӳпки икӗ енчен шыҫнӑскере малтан вырӑнта сиплеме пӑхнӑ, каяран Шупашкара илсе килме тӑрсан хӗрарӑм ҫул ҫинче вилсе кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Хӗрарӑмӑн ытти чир пулнӑ: гипертони, чӗре чирӗ, сахӑр диабечӗ. Ҫитменнине, вӑл самӑр пулнӑ.
Ӗнер Улатӑр районӗнӗнче кӑшӑлвируспа ӗҫлекен оперштабӑн ӗҫ ушкӑнӗ (йышра Алла Салаева вице-премьер, сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов пулнӑ) лару ирттернӗ.
Улатӑрти ача ҫуратмалли уйрӑмра ковид центрӗ туса хунине те хыпарланӑччӗ.
Республикӑра тепӗр ҫын кӑшӑлвируспа вилнӗ. Вӑл – Улатӑрти медсестра. Унӑн анализӗ вирус пуррине ҫирӗплетнӗ.
44 ҫулти хӗрарӑма Улатӑрти пульницӑн инфекци уйрӑмне ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче вырттарнӑ. Унӑн ун чухне ӳпки икӗ енчен те шыҫнӑ пулнӑ. Кунсӑр пуҫне хӗрарӑмӑн ытти чир пулнӑ: гипертони, чӗре чирӗ, сахӑр диабечӗ. Ҫитменнине, вӑл самӑр пулнипе аптӑранӑ.
Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче сывлӑхе тата хавшанӑ, сывлама йывӑрланнӑ. Ҫавӑнпа ӑна Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине куҫарма шутланӑ. Анчах ҫитеймен – хӗрарӑм ҫул ҫинче вилсе кайнӑ.
Ӗнерхи кун тӗлне Чӑваш Енре 2472 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 765-шӗ сывалнӑ. Паянхи кун тӗлне каварлӑ инфекцие пула 12 ҫын вилнӗ.
Улатӑрти ача ҫуратмалли уйрӑма хупма йышӑннӑ. Анчах вӑхӑтлӑха. Кӑшӑлвирус лару-тӑрӑвӗ лайӑхлансанах ӑна каллех уҫӗҫ. Ҫапла пӗлтернӗ Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче. Ача ҫуратмалли уйрӑмра ковид центрӗ пулӗ.
Улатӑрти пульницӑн ача ҫуратмалли уйрӑмӗнче эрнесерен 3-4 хӗрарӑм ҫеҫ ҫӑмӑлланать иккен. Ҫав вӑхӑтрах кӑшӑлвиурспа чирлекенсем йышлӑ. Хӗрарӑмсен консультацине хупмӗҫ. Йывӑр хӗрарӑмсене вӑл унчченхиллех йышӑнӗ. Ача кӗтекенсене васкавлӑ пулӑшу кирлӗ пулсан хирурги уйрӑмӗнче йышӑнӗҫ. Унта вӗсем валли икӗ койка-вырӑн пӑхса хӑварнӑ. Гинекологи чирӗпе аптӑракансене валли те унтах йышӑнӗҫ. Вӗсем валли 4 койка-вырӑн пур.
Ача ҫуратакансене Ҫӗмӗрлене пульницӑн транспорчӗпе илсе кайӗҫ.
Улатӑр хулинче 1911 ҫулта туса лартнӑ ҫурта юсама пуҫланӑ. Унта хулари училище вырнаҫнӑ. Ӗҫсемпе Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паллашнӑ.
Ҫурта юсама пӗлтӗр пуҫланӑ. Строительсеп сӳтмеллине сӳтнӗ, чулран тунӑ хушма ҫуртӑн хучӗсене ҫӗнетнӗ. Кайран ҫуртӑн никӗсне ҫирӗплетме палӑртнӑ.
Олег Николаев малашнехи ӗҫсен планне хатӗрлеме хушнӑ. Ҫав шутра ҫурта хӗлле ӑшӑтма хатӗрлесе ҫитересси те пулмалла. «Ӗҫсен уҫӑмлӑ графикне кӗтетӗп сирӗнтен. Унта шалти инженери инфраструктурине туса пӗтерессине, хӗллехи вӑхӑтра ӑшӑ пама хатӗрлессине кӗртмелле», – тенӗ Олег Николаев яваплисене.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.