Чӑваш Енри икӗ хула — Куславккапа Ҫӗмӗрле — Раҫҫейри пӗчӗк хуласене хӑтлӑлатма V конкурсра ҫӗнтернӗ. Вӗсем хӑйсен проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме федераци грантне тивӗҫӗҫ. Икӗ хула валли 120 ытла миллион тенкӗ уйӑрӗҫ!
Куславккара Культурӑпа кану тӗп паркне уҫӗҫ. Вӑл «Геометрика» ятлӑ пулӗ. Паркӑн тӗп шухӑшне Николай Лобачевский ячӗпе ҫыхӑннӑ. Кану вырӑнӗн кашни лапамӗ аслӑ математик кун-ҫулне, унӑн ӗҫ-хӗлне уҫса парӗ.
Ҫӗмӗрлере хулари тӗп парк вырӑнӗнче Пионер организацине йӗркеленӗренпе 50 ҫул ҫитнине халалласа парк тӑвӗҫ. Унта кӳлӗ, фонтан пулӗ, амфитеатр тӑвӗҫ.
Проектсене 2022 ҫулта пурнӑҫа кӗртмелле.