Чӑваш Енре виртуаллӑ концерт залӗсем уҫӑлӗҫ. Пурӗ иккӗ. Вӗсене уҫма «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн укҫа уйӑрӗҫ.
Виртуаллӑ концерт залӗсем уҫас кӑмӑллисен заявкисем ҫӗршывӗн 68 субъектӗнчен пурӗ 257 пухӑннӑ. Конкурсра ҫӗнтернисем — 80 учреждени. Вӗсем ҫӗршывӑн 44 регионӗнчен. Виртуаллӑ концерт залӗсем 80 хулара уҫӑлӗҫ.
Пирӗн республикӑран конкурсра Улатӑрти тата Куславккари ача-пӑча ӳнер шкулӗсем. Вӗсенче виртуаллӑ концерт залӗсем уҫӑлӗҫ. Вӗсене валли республикӑна федераци хыснинчен 2 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Укҫа техника тата технологи оборудованийӗ туянма кайӗ. Виртуаллӑ концерт залӗсенче Раҫҫейри коллективсен тата солистсен концерчӗсене онлайн та, унччен ҫырса илнисене те кӑтартӗҫ.
Чӑваш Енри усламҫа ултавҫӑсем шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварнӑ. Хайхискер тимӗр бетон плитасем илме шутланӑ. Анчах ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет.
Улатӑр хулинче пурӑнакан арҫын ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче тӗнче тетелӗнчи сайт урлӑ 13 тимӗр бетон плита саккас панӑ. Ҫав кун 11 сехетре вӑл 65 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах усламҫӑ, фирма ертӳҫи, тавара кӗтсе илеймен.
Кӑштахран плитасем сутнине кӑтартакан пӗлтерӳ те ҫухалнӑ, сайт хупӑннӑ. Ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнлансан усламҫӑ полицие кайса заявлени ҫырнӑ.
Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Улатӑрта пурӑнакан 61 ҫулти тата Шупашкарта кун кунлакан 62-ри икӗ арҫынна пӑши вӗлернӗшӗн суд тунӑ. Преступлени вӑхӑтӗнче пулна хатӗр-хӗтӗре, ҫав вӑхӑтра трактора та, патшалӑх валли туртса илнӗ.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак арҫынсем кӑҫал нарӑсан 4-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнчен 3 ҫухрӑм ҫурӑ аякрах тракторпа пӑшие йӗрленӗ та персе вӗлернӗ. Унтан вӗсем чӗрчуна пайланӑ, ашне пытарнӑ, ӑна тепӗр кун илсе тухма палӑртнӑ. Анчах хайхискерсене вӑрмантан тухнӑ чухне тытса чарнӑ. Арҫынсем хӑйсен айӑпне йышӑнман. Анчах вӗсен тумӗ ҫинче юн йӗрӗсем, пӑши ҫӑмӗ пулнӑ. Пӗрин ҫумӗнче ирӗклӗн усӑ курма юраман патрон тупнӑ.
Суд арҫынсене тӗрмене хупмасӑр айапланӑ: пӗрне – 3 ҫул та 2 уйӑхлӑха, теприне 3 ҫул та 8 уйӑхлӑха. Кунсӑр пуҫне вӗсене 2 ҫул сунара тухма юрамасть.
Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Боголюбов унти ҫемҫе пукана текех йышӑнмассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Юрий Боголюбов администрацинчи яваплӑ тивӗҫрен хӑтарма ыйтса ыйту ҫырнӑччӗ. Унӑн заявленине вырӑнти депутатсем ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пӑхса тухнӑччӗ. Тепӗр кунне депутатсем тепӗр хутчен ларӑва пухӑннӑ. Унта пуҫлӑх тилхепине хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн экономика тата финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумне – экономика пайӗн пуҫлӑхне Елена Васягинӑна вӑхӑтлӑха тыттарнӑччӗ.
Ӗнер вара хулара Депутатсен пухӑвӗн черетлӗ хутчен ларӑва пухӑннӑ. Унта администраци пуҫлӑхӗ пулма «Алатырьторгсервис» муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗн ертӳҫине Владимир Степанова суйланӑ.
Чӑваш Енӗн тӗрлӗ тӑрӑхӗнче тӗпленнӗ 1о ҫемьене «Юратушӑн тата шанчӑклӑхшӑн» орденпа чысланӑ.
Сумлӑ йыша Пӑрачкав районӗнчи Василий Степановичпа Римма Александровна Авраменкосем, Шупашкарти Владимир Андреевичпа Валентина Ивановна Балановсем, Красноармейски районӗнчи Юрий Егоровичпа Римма Гурьевна Дубровсем, Патӑрьел районӗнчи Николай Алексеевичпа Светлана Васильевна Исаевсем, Куславкка районӗнчи Виталий Васильевичпа Антонина Ивановна Майоровсем, Улатӑрти Григорий Константиновичпа Мария Гавриловна Маторкинсем, Ҫӗнӗ Шупашкарти Владимир Константиновичпа Александра Ивановна Кулеминсем, Ҫӗрпӳ районӗнчи Виталий Андреевичпа Елена Михайловна Павловсем, Елчӗк районӗнчи Иван Ивановичпа Зинаида Петровна Портновсем, Шупашкар районӗнчи Евгений Николаевичпа Людмила Александровна Хорасевсем лекнӗ.
Улатӑр хулинче пурӑнакансем ҫак кунсенче урамра тӗлӗнмелле машина ҫӳренине асӑрханӑ. «Тимӗр урхамах» ҫине «Отлов ведьм» (чӑв. «Тухатӑмшсене тытмалли»), «Служба охотников за ведьмами» (чӑв. «Тухатмӑшсене тытакансен служби» тесе ҫырнӑ. Машинӑн малти бамперӗ ҫине шӑлсем ӳкернӗ, алӑкӗ ҫине шӑпӑр утланнӑ хӗрарӑма сӑнланӑ.
Ку машина улатӑрсен мар, вӑл таҫтан килнӗ. Номерсене пӑхас тӑк, пирӗн пата вӑл Самар тӑрӑхӗнчен ҫитнӗ. Тухатмӑшсене Самар тӑрӑхӗнче тытмалли служба тесе палӑртнӑ. Эппин, машина чӑхах та ҫав регионтан килнӗ.
Улатӑр ҫыннисем хӑйне евӗр машинӑна килӗштернӗ, ун патне тӑрса сӑн та ӳкерӗннӗ.
Ишӗлекен ҫурт-йӗрте пурӑнакансене хӑтлӑ хваттере куҫарӗҫ. Сӑмах япӑх тесе 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗччен йышӑннисем пирки пырать. Республика программине 2019-2025 ҫулсенче пурнӑҫлама пӑхса хӑварнӑ. Асӑннӑ ӗҫлӗ хутӑн пӗрремӗш тапхӑрӗпе килӗшӳллӗн нумай хваттерлӗ 10 ҫуртра пурӑнакан 181 ҫынна 2019-2020 ҫулсенче хӑтлӑ хваттерсене куҫармалла.
Чӑваш Енӗн Стройминӗ паян пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑна 96,15 миллион тенкӗ килмелле. Кун пирки Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха реформӑламалли фондпа пирӗн республика хушшинче ятарлӑ килӗшӗве алӑ пуснӑ.
Ишӗлекен ҫурт-йӗртен куҫармалли программӑна 8 муниципалитет хутшӑнать: Элӗк, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар районӗсем, Улатӑр, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисем. Программӑпа килӗшӳллӗн 287 ҫуртра пурӑнакан 753 ҫынна куҫармалла. Ун валли 371,3 млн тенкӗ кирлӗ пулӗ.
Чӑваш Енри икӗ хулан ҫӗнӗ статус пулӗ. Ку постановление республикӑри влаҫ органӗсен порталӗнче пичетленӗ. Ӑна ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Иван Моторин ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Постановлени официаллӑ майпа пичетленнӗ хыҫҫӑн 10 кунран вӑя кӗрет.
Ҫӗнӗ статуса Улатӑр тата Етӗрне хулисем тивӗҫӗҫ. Вӗсем малашне Чӑваш Ен историйӗпе культуришӗн пӗлтерӗшлӗ хуласем пулӗҫ.
Палӑртмалла: Улатӑр хули – 1552, Етӗрне хули 1590 ҫулта йӗркеленнӗ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура шӑрӑх ҫанталӑк республикӑри уй-хире шар кӑтартни пирки калаҫнӑ. Чылай ҫӗрте ҫӗр типсе кайнӑ, нӳрӗк ҫитмест.
Кун пирки ЧР ял хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Денис Паспеков каласа кӑтартнӑ. Патӑрьелти метеорологи станцийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑпрара нӳрӗк ҫук. 4 метеостанцире – Патӑрьелте, Улатӑрта, Шупашкарта тата Пӑрачкавра – типӗ те вӗри ҫил пулнине палӑртнӑ. «Эпир районсене пулма пултаракан тӑкака шутлама, инкеклӗ лару-тӑру режимне йӑшӑнмалли пирки шухӑшлама сӗнтӗмӗр», - тенӗ Денис Паспеков.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ку ыйту патне ҫитес эрнере те таврӑнассине пӗлтернӗ.
Улатӑр хулинче масар ҫунни пирки пӗлтернӗччӗ. Унта каллех ҫак пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, чылай вилтӑпри ҫуннӑ.
Пушар паян, ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, 20 сехет ҫурӑра тухнӑ. Унччен ҫӗнӗ масар ҫуннӑ пулнӑ, хальхинче вара кивӗ ҫӑва ҫинче ҫулӑм алхаснӑ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫитнӗ. Вӗсем ҫулӑма сӳнтернӗ.
Ҫакна та каласа хӑвармалла: Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер Улатӑр хулинчи Тельман урамӗнче пушар пулнӑ. Сӑмах май, хула масарӗ шӑпах ҫак урамра вырнаҫнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гордеев Денис Викторович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |