Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -25.0 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Пулӑҫ анса кайнӑ тесе... Вӑл вара килте ларнӑ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Софья Савнеш 30.11.2020 19:39 | 278 хут пӑхнӑ
Республикӑра
Ҫӑлав служби тунӑ сӑн
Ҫӑлав служби тунӑ сӑн

Иртнӗ шӑматкун икӗ арҫын пулӑран таврӑннӑ чухне пӑр ҫинче бур, алса выртнине асӑрханӑ. Инҫех мар пӑр катӑлнӑ, вӗсем унта ҫын кӗрсе ӳкнӗ тесе шутланӑ та ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ.

Ку Улатӑр хули ҫывӑхӗнче Алатырка юханшывӗнче пулнӑ. Тепӗр кунхине ҫӑлавҫӑсем вырӑна кайма тухнӑ, анчах «отбой» панӑ. ШӖМ ӗҫченӗсем ҫынсенчен ҫав бур камӑн пулнине ыйтса пӗлнӗ. Кун хыҫҫӑн хуҫи патне кайнӑ. Лешӗ килте чип-чиперех, чӗрех ларать. Хайхи пулӑҫ пӑр айне анса кайсан хӑй тӗллӗнех тухнӑ-мӗн, япалисене ҫавӑнтах хӑварса килелле ҫул тытнӑ.

Ку пулӑма паян ЧР Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура сӳтсе явнӑ.

#ҫӑлавҫӑсем, #пулӑҫсем, #Улатӑр, #ШӖМ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Пулӑҫ виллине ҫуркунне ҫеҫ тупайӗҫ
2020, 01, 09
Заповедникра пулӑ тытнӑ
2020, 01, 24
Чутах пулӑҫ путса вилмен
2020, 03, 11
Пулла кайсан ҫухалнӑ пиччӗшӗ ӳсӗр пулнӑ
2020, 05, 19
Елчӗк район арҫыннине машина ҫапса хӑварнӑ
2020, 07, 17

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org