Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑваш Енри вӑрман хуҫалӑхӗсене видеокамерӑсемпе тивӗҫтерӗҫ. Ҫапла йышӑнӑва республикӑн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче кӑларни пирки паян пӗлтернӗ. Видеомониторинг тытӑмӗсемпе Улатӑрти, Шупашкарти тата Йӗпреҫри вӑрман хуҫалӑхӗсене тивӗҫтерӗҫ. Видеотытӑм хакӗ 1,1 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Видеомониторинг вӑрманта пушар тухнине хӑвӑрт, пушар анлӑ сарӑличчен палӑртма май парӗ. Вӑрман хуҫӑлӑхӗсене видеомониторингпа тивӗҫтерни «Экологи» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пулса пырать. Вӑрман хуҫалӑхӗсене валеҫме йышӑннӑ видеотытӑм пӗр вырӑнта тӑраканни мар. Ятарлӑ хатӗр пӗр вырӑнтан тепӗр ҫӗре ҫӳресе вӑрмана ҫӳлтен ӳкерӗ, ҫав информацие яваплисем патне ҫитерӗ. Апла пулсан, ҫулӑмпа кая юлмасӑр кӗрешме тытӑнма май парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |