«Чӑвашӗнне туян!» ҫакнашкал сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе чылай лавккара усӑ курма тытӑнчӗҫ. Сентресем ҫинче Чӑвашра туса кӑларнӑ продцукци нумай-и? Ҫакна тӳре-шара тӗрӗсленӗ.
ЧР Ял хуҫалӑх министерствин специалисчӗсем тата Шупашкар хула администрацийӗ пасарсемпе лавккасене ҫитнӗ, вырӑнти тавара мӗнлерех сутнипе кӑсӑкланнӑ.
Сергей Артамонов министр ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи пасара пӗрремӗш ҫитнӗ. Кунта вырӑнти производительсем ытларах сутаҫҫӗ. Чиновниксем павильонсене пӑхса ҫаврӑннӑ мар сутуҫӑсемпе, туянакансемпе калаҫнӑ. Туянакансене мӗн пӑшӑрхантарать? Ку пасарта пулӑпа аш-какай сутмаҫҫӗ-мӗн. Тӳре-шара ку ҫитменлӗхе пӗтерме шантарнӑ.
Тӗп урамсенчи лавккасемпе гипермаркетсенче те вырӑнти продукцие сутаҫҫӗ. Вӗсене рекламӑлаҫҫӗ те, ятарлӑ вывескӑсем ҫакнӑ.
Тӳре-шара сӗткоматсене тата аталантарасшӑн. Ведомство специалисчӗсем акӑ мӗнле пӗтӗмлетӳ тунӑ: чӑваш таварне ытларах сутмалла, вӗсене посредниксемсӗр сентресем ҫине ҫитермелле. Ҫапла вӗсен хакӗ те йӳнӗрех пулӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи тулли праваллӑ элчи Михаил Бабич тата Китай Халӑх Республикин Патшалӑх Канашӗн членӗ Ян Цзечи ертсе пынипе Чӗмпӗрте регионсем тата КНРти Янцзы шывӗн Ҫӳлти тата Вӑтам юхӑмӗсен регионӗсем «Атӑл-Янцзы» форматпа ирттерекен ларӑва хутшӑннӑ.
Республика Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тарӑх, Ян Цзечи Атӑлҫи округӗнчи регионсемпе Китай провинцийӗсем килӗштерсе ӗҫлесси вӑй илет, ӗҫ кӑтартӑвӗ те курӑмлӑ. Чӑваш Ен Янцзы тӑрӑхӗнчи регионсемпе ӗҫлӗ ҫыхӑну тытни ҫинчен Михаил Игнатьев каласа панӑ. «Эпир икӗ халӑх ҫывӑхланмалли, икӗ еншӗн те тупӑшлӑ экономика ҫыхӑнӑвӗсене аталантармалли условисем йӗркелес тӗллевпе ҫине тӑрса ӗҫлетпӗр», — тенӗ вӑл.
Китайри Аньхой провинцийӗн кӗпӗрнаттӑрӗн ҫумӗ Лю Ли тата пирӗн республика ертӳҫи Михаил Игнатьев килӗштерсе ӗҫлесси пирки алӑ пуснӑ.
Канаш хула администрацийӗ унти ишӗлекен ҫуртсенчен пӗринче пурӑннӑ ҫынна ҫӗнӗ хваттере куҫарнӑ. Анчах хаваслӑн кӗрсе саркаланса пурӑнас вырӑнне ҫав этемӗн кӑмӑл хуҫмалли тупӑннӑ. Ҫӗн пӳрт ӗҫкипе рехетленмелле тейӗн, анчах хваттере газ кӗртмен пулнӑ.
Хӑйӗн правине пӑснӑ тесе шухӑшланипе ҫӗнӗ хваттер хуҫи вырӑнти прокуратурӑна ҫул тытнӑ. Надзор органӗ этем ахаль пӑшӑрханса ҫӳременнипе килӗшнӗ, Канаш хула администрацийӗн ӗҫе вӗҫне ҫитермеллине палӑртнӑ. Прокуратурӑран пулӑшу ыйтнӑ ҫын газ яма укҫа тӳлесе тӑкакланнине хула хыснинчен шыраса илмелле тӑвас тесе судах тавӑҫпа ҫитнӗ. Тӳре ыйтӑва тивӗҫтернӗ — газ кӗртсе тӑкакланнине шыраса илмелле тунӑ. Суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймен-ха.
Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫӗнче вырнаҫнӑ «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) акционерсен обществинчи лару-тӑру унта ӗҫлекенсене хытах пӑшӑрхантарнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче республикӑн Арбитраж сучӗ хапрӑка панкрута кӑларма ыйтса ҫырнӑ предприятисен тавӑҫне пӑхса тухӗ. Паянхи кун унта ӗҫлекенсене пӗрин хыҫҫӑн теприне тепӗр икӗ уйӑхран, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен, штата чакарнине кура хӑтарасси пирки хутсем тыттараҫҫӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче «Чӑваш бройлерӗн» акцийӗсене сутлӑха кӑлармалла. Кун пирки Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Республика паянхи куна хапрӑкӑн 49 процент акцине тытса тӑрать.
Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи лащ таяпасем ялти чиркӗве туса пӗтерме укҫа пухассишӗн черетлӗ хутчен ыркӑмӑллӑх концерчӗ ирттернине теприсем, тен, пӗлеҫҫӗ те пулӗ. 2009 ҫулта ҫӗклеме тытӑннӑскер валли нимелле укҫа пухас тесе юрӑҫсене явӑҫтарса ыркӑмӑллӑх концертне хастарсем хальхипе виҫҫӗмӗш хут ирттернӗ. Концерта тӗрлӗ тӳре-шара таранах пухӑннӑ. Ҫав шутра Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин, республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов пулнӑ.
Ку хутӗнче концерта Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ирттернӗ. Елчӗксем чӑвашла калаҫма кӑмӑлланине пӗлетпӗр-ха. Анчах ку хутӗнче вӗсем концерт Оперӑпа балет театрӗнче иртессине вырӑсла кӑна ҫырнӑ. Ҫакна Шупашкарта пурӑнакан Эктор Алос-и-Фонт социолингвист асӑрханӑ, кӑлтӑк пирки Фейсбукри хӑйӗн страницинче ҫырса хунӑ.
Анонсӗнче, шел те, йӑнӑшӗ татах тӗл пулать...
Улатӑр районӗнче Наци ӗҫӗсемпе ӗҫлекен канашӑн ларӑвӗ иртнӗ. Унта тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшакансем пуҫтарӑннӑ. Наци ӗҫӗсем енӗпе туса пыракан кулленхи тӑрмашу пирки пӗр енчен пачах расна отрасль туйӑнакан вырӑнта тимлекенсем отчет тума туса пама тивнӗ. Сӑмахран, вӑл тӑрӑхри «Алатырские вести» хаҫат журналисчӗн Е.С. Фирсован. Вӑл районта пурӑнакан тӗрлӗ халӑх культурине, йӑла-йӗркине ҫутатакан мероприятисем пирки хаҫатра мӗн чухлӗ тата мӗн ҫырнине каласа кӑтартнӑ.
РФ Шалти ӗҫсен министерствин Улатӑрти муниципалитет хушшинчи уйрӑмӗнче тӑрӑшакан С.А. Кирюхин тӗрлӗ халӑх ҫыннисем хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухасран туса ирттернӗ ӗҫсем пирки отчет тунӑ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Романов, вӑл маларах асӑннӑ канаш ертӳҫи шутланать, экстремизмла чӗнӳсемшӗн епле явап тыттарнине шкулсене тухса ӑнлантарма сӗннӗ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакансене урам тӑрӑх ирӗклӗн ҫӳрекен качакасем кӑмӑлсӑрлантарнине унччен те илтме тӳр килнӗччӗ.
Мӑйракаллӑ ҫак янавара усракансем ку выльӑхӑн сӗчӗ усӑллине ӗнентереҫҫӗ. Ҫак выльӑхӑн юр-варне туянакан та ку шухӑшпа килӗшет: ӗне сӗтӗнчен тата унран хатӗрленӗ ҫимӗҫрен хаклӑрах пулин те хаваспах туянаҫҫӗ.
Сиплӗ ҫимӗҫ паракан ҫак выльӑха урама ирӗклӗ кӑларса янине кура урамри йывӑҫа кӑшлать, ҫурт-йӗр умне лартса ӳстерекен чечеке таптать, урапасене пырса мӑйракипе тӗкет, сӑрӑна чӗрмелет.
«Пирӗн хисеплӗ депутатсем, пурне те кӑшлакан качакасен ыйтӑвне поселокра хӑҫан та пулин татса парӗҫ-и?» — тесе ҫырнӑ «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Общественный совет поселка Кугеси» ушкӑнра Алексей Петрунин ятлӑ ҫын. Районти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Александр Андреев ку ыйтӑва Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗпе пӗрле татса пама пулнӑ.
Чӑваш Енри Гостехнадзора 13 ҫул ытла ертсе пынӑ Владимир Димитриева ҫак уйӑхӑн 13-мӗшӗнче вӑл должноҫрен хӑтарнине эпир пӗлтернӗччӗ. Михаил Игнатьев Элтепер хушӑвӗнче Владимир Димитриев урӑх ӗҫе куҫассине те асӑнса хӑварнӑччӗ. Унтан та ытларах — Владимир Димитриев Шупашкар район администрацине куҫать тесе калакансем те ҫийӗнчех тупӑнчӗҫ.
Чӑн та, сӑмах юмах шайӗнче пулмарӗ, чӑнлӑха ҫаврӑнчӗ. Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче Депутатсен районти пухӑвӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта Владимир Димитриева район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама шаннӑ. Унччен ҫак пукана йышӑннӑ Зоя Маслова малтанхи ӗҫ вырӑнӗнчех юлнӑ: вӑл район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнипе ҫырлахӗ.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов 60 ҫулхи юбилейне ӗнер Шупашкарти «Мега Гэлакси» кану центрӗнче уявланӑ.
Ҫак ҫынна пӗлекенсем ӑна тӗрлӗрен хакланине илтме тивет. Бетонщикра, шкул учителӗнче те, республикӑн Аслӑ Канашӗнче те, Чӑваш Енӗн культура министрӗнче те, пичет министрӗнче те, социаллӑ политика министрӗнче те, ЧР Президент Администрацийӗн ертӳҫинче те тата ытти вырӑнта тӑрӑшнӑ ҫак ҫыннӑн юбилейӗнче чӑваш парламенчӗн паянхи депутачӗсенчен хӑшӗсем, хӑш-пӗр ҫыравҫӑ (уяв хӑни пулнӑ Александр Белов Фейсбукри хӑйӗн страницинче вырнаҫтарни тӑрӑх хакласан, Сергей Павлов тата Геннадий Максимов писательсем, Валерий Туркай поэт), ЧР Журналистсен союзӗн ертӳҫи Валерий Комиссаров тата ытти ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пулнӑ.
«Пенсие тухма ӗҫпе ҫыхӑннӑ справкӑсене пухнӑ чух Петр Краснов ача пахчинче хуралҫӑра тӑрӑшнине те асӑнса хӑварнӑ» — тесе пӗлтерет маларах асӑннӑ Александр Белов журналист.
Чӑваш Енри Гостехнадзора чылай ҫул Владимир Димитриев ертсе пычӗ. Владимир Павлович Шупашкар районӗнчен пулнине, хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Сарапакасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленине астӑвакансем астӑваҫҫӗ, пӗлекенсем пӗлеҫҫӗ пулӗ.
Ӗнер вара республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӑна ӗҫрен хӑтарма йышӑннӑ. Мӗн сӑлтавпа капла тӑвас тенине те ӗҫлӗ хутра асӑнса хӑварнӑ: ку утӑм Владимир Димитриев урӑх ӗҫе куҫнипе сӑлтавланӑ.
Паян Михаил Игнатьев Элтепер тепӗр хушу кӑларнӑ. 236-мӗш номерлӗскерте маларах асӑннӑ инспекцие кам ертсе пырассине палӑртнӑ. Ку ҫын — Евгений Еландаев. Хальхи вӑхӑтра вӑл Гостехнадзорта пуҫлӑхӑн ҫумӗнче тӑрӑшать. Паянтан Евгений Викторовича пуҫлӑх тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама шаннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |