Ветеринарсене хулара пулсан йытӑ-кушак сиплевҫисем пек кӑна йышӑнма пулать. Ялта вара вӗсем тепӗр чухне тухтӑртан паха: ӗне пӑруламалла-и, сысна чирлет-и, ытти выльӑх амакпа аптӑрать-и — хушма хуҫалӑх тытакан тӳрех ветеринар патне васкать.
Канаш районӗнчи Вӑтакас Кипечри выльӑх-чӗрлӗх тухтӑрӗсем нумаях пулмасть ҫӗнӗ ҫурта ӗҫлеме куҫнӑ. Ҫак ятпа вырӑнтисем хаваслӑ та шавлӑ мероприятиех ирттернӗ. Ветучасток алӑкне тӗрлӗ тӗслӗ шарпа илемлетнӗ, хӗрлӗ хӑйӑва касма районтисем килсе ҫитнӗ.
Канаш районӗнче пурӗ 16 ветучасток, вӗсенчен пӗри — Вӑтакас Кипечре. Выльӑх-чӗрлӗхе сиплекенсене ӗҫлеме хӑтлӑ пултӑр тесе вырӑнти ял тӑрӑхӗнче вырӑн уйӑрса панӑ. 1997 ҫултанпа ӗҫлекен ветучасток Ӑвӑспӳрт Кипеч ял тӑрӑхӗнчи ялсене те пӑхса тӑрать.
Виҫӗмкун Канаш хулинче пӗр пуҫлӑха темиҫе пуҫлӑх саламланӑ. Ҫав кун унта Раҫҫей Федерацийӗн Налук службин районсем хушшинчи 4-мӗш инспекцийӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхӗ ӗҫе кӳлӗннӗ.
Налукҫӑсен ертӳҫине коллективпа кӑна мар, асӑннӑ ведомство налук пухакан территорисенчи муниципалитетсен: Канаш хулин (администраци ертӳҫи — Владислав Софронов), Канаш районӗн (ертӳҫи — Владимир Степанов), Тӑвай районӗн (ертӳҫи — Владимир Ванерке) пуҫлӑхӗсемпе те паллаштарнӑ.
Районсем хушшинчи 4-мӗш инспекцие Надежда Поликарпова ертсе пыма тытӑннӑ. Ҫӗнӗ ӗҫ коллективӗнчи пӗрремӗш ӗҫ кунӗпе ӑна ФНСӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Марина Петрова та саламланӑ. Тӳре-шара Канаш тӑрӑхӗнчи тӗп налукҫӑна чечек ҫыххи тыттарнӑ, ӑшӑ сӑмахсем каланӑ.
Чӑваш Енӗн культура, наци тата архив ӗҫӗсен министрӗ Константин Яковлев Вӑрнар районӗнче пулнӑ. Министр муниципалитетри культура учрежденийӗсемпе паллашнӑ тата вӗсенче ӗҫлекенсемпе курса калаҫнӑ. Министрпа вырӑнти тӳре-шара: район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев тата культура пайӗн пуҫлӑхӗ Ирина Алексеева — ҫӳренӗ.
Министр паллашӑва Ҫӗрпел ял тӑрӑхӗнчен пуҫланӑ. Вӑл унти Культура ҫуртӗнче, Хорнсорти клубра тата вулавӑшра пулнӑ. Юлашкинчен асӑннинче культурӑпа сывлӑх центрӗ тума пуҫланӑ, анчах ӗҫе вӗҫне ҫитермен. Константин Геннадиевич ял тӑрӑхӗнче лайӑх Культура ҫуртӗнче пуррине, унтах ӗҫлеме май пуррине палӑртнӑ. Ҫӗрпелти культура центрне те министр ырланӑ.
Хорнсорти вӗҫлемен объекта тӑвассине министр республика ертӳҫисемпе сӳтсе явма шантарнӑ.
Ӗнер пирӗн республикӑра тата тепӗр фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Хӑвӑрт мелпе ҫӗкленекен ҫак ҫурта Шӑмӑршӑ районӗнчи Чӑваш Патирек ялӗнче уҫнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин та хутшӑннӑ. Ҫӗнӗ ФАП уҫнине пысӑк шайри тӳре-шара ырланӑ, медицина пулӑшӑвӗ илме ҫынсене ҫывӑх пултӑр тесен республика правительстви ҫине тӑнине палӑртнӑ.
Аса илтеретпӗр, хӑвӑрт ҫӗкленекен ФАПсене юлашки 2,5 ҫулта Чӑваш Енре 100 пункт уҫнӑ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ ятарлӑ хушу та кӑларнӑччӗ. 2018 ҫул тӗлне тата тепӗр аллӑ хута ямалла, вӗсенчен 24-шне кӑҫал ӗҫлеттерсе яма палӑртнӑ. Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра 525 фельдшерпа акушер пункчӗ ӗҫлет. Чӑваш Патирекри тухтӑр ҫурчӗ 450-а яхӑн ҫынна пӑхса тӑрӗ.
Муркаш районӗнчи тӳре-шара ҫынсен ыйтӑвне пӑхса тухма васкаманнишӗн прокуратура куҫӗ тӗлне лекнӗ. Ҫӑхавпа пакунлисем патне асӑннӑ районти пӗр ҫын ҫитнӗ. Хӑйӗн ыйтӑвне тӳре-шара хуравласса кӗтсе ывӑннипе ҫакскер надзор органне хӳтӗлеме ыйтнӑ.
Чӑн та, «О порядке рассмотрения обращения граждан в Российской Федерации» (чӑв. Раҫҫей Федерацийӗнче ҫынсен ыйтӑвне пӑхса тухассин йӗрки ҫинчен) федераци саккунӗн 12-мӗш статйинче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, патшалӑх органӗсен е должноҫри ҫынсен граждансем ыйтса ҫырнине 30 кунта хуравламалла. Муркаш район прокуратурин тӗрӗслевӗ палӑртнӑ тӑрӑх, маларах асӑннӑ тӗслӗхри ҫын ҫырупа кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче район администрацине кайнӑ. Анчах ӑна авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче кӑна хуравланӑ.
Кӑлтӑкшӑн райадминистраци пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарса 5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Ку ыйтупа ҫулталӑк калаҫманччӗ. Халӗ каллех ҫӗкленӗ. Сӑмах — Шупашкарти Ехрем купса бульварӗнче вырнаҫнӑ ҫурт пирки.
Ку ыйтупа хула администрацийӗн эрнекун иртнӗ канашлура калаҫнӑ. Унта ҫурта ҫӗнетмеллине палӑртнӑ, 3 проект эскизӗ сӗннӗ. Проектра кӑтартнӑ тӑрӑх, объект калӑпӑшӗ пысӑкланмалла.
Анчах хула администрацийӗ нихӑш проектне те йышӑнман, мӗншӗн тесен ӑна пурнӑҫа кӗртмешкӗн машинсем чарӑнмалли вырӑн ҫитмест. Ҫитменнине, ҫурт ҫӳллӗ пулни хулан истори пайӗпе килӗшсе тӑмасть.
Алексей Ладыков ҫитес эрне вӗҫӗччен проект паспортне кӑтартма ыйтнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗнетнӗ ҫуртра Шупашкар хулин музейӗ вырнаҫӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӑкалӑх ялӗнчи 1963 ҫулта хута янӑ икӗ хутлӑ баракра куҫӗ япӑх куракан ашшӗпе унӑн 39 ҫулти сусӑр хӗрӗ пурӑнаҫҫӗ. Вӗсен нушаллӑ пурнӑҫне «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» Алина Изман журналист ҫырса кӑтартнӑ.
«Ҫурт тӑрринчен шыв аннине пула подъезд стенисем ҫав тери тӗссӗр, йывӑҫ картлашкасемпе утма хӑрамалла, йӑлтах ҫӗрнӗ, юхӑннӑ. Пуҫ ҫине мӗн те пулин йӑтӑнса анасран чун юлмарӗ», — тесе пуҫланӑ Журавлевсем патне епле пырса кӗнине. Журавлевсене пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтерес тӗлӗшпе 2012 ҫултах суд пуҫланнӑ. «Эпир нумая хапсӑнмастпӑр: сӗтелпе кравать вырнаҫмалӑх пӳлӗм, туалетпа ванна ҫеҫ пултӑрччӗ», — тенӗ те ҫамрӑк хӗрарӑм судья умӗнчех йӗрсе янӑ. Анчах ыйтӑва паянта та тивӗҫтермен.
«Ирҫе Ҫармӑсра, Ҫӑкалӑхра общежити пур. Сӗнтӗмӗр — хирӗҫлерӗҫ. Условисем тивӗҫтермеҫҫӗ тӗк Хурамалти ватӑсен ҫурчӗ те вӗсене йышӑнма хатӗр, анчах хӑйсем ниҫта та каясшӑн мар», — ӑнлантарнӑ Ирҫе Ҫармӑс ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Леонид Кураков.
Нумаях пулмасть Етӗрне районӗнчи Урпаш шкулӗнче вӗреннӗ Ксюша Максимова районти ӑмӑртӑва хутшӑннӑ чухне комӑна кӗрсе ӳкни, вӑл 10 уйӑх выртнӑ хыҫҫӑн вилни пирки пӗлтернӗччӗ.
РФ спорт министрӗ Виталий Мутко ачасем вӑй-хал культурин урокӗнче час-часах вилнин сӑлтавне уҫӑмлатма хушнӑ. Юлашки темиҫе уйӑхра кунашкал тӗслӗх тӑтӑшах пулнӑ-мӗн. Ксюша Максимова та, ав, спорт ӑмӑртӑвӗнче хӑйне япӑх туйнӑ, кайран комӑра выртнӑ.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 15-мӗшӗччен Раҫҫейре вӑй-хал культурин урокӗнче 9 ача вилнӗ: Пушкӑртстанра, Кемӗр тата Владимир облаҫӗнче, Мускав ҫывӑхӗнче. Чылай тӗслӗхре тухтӑрсен йӑнӑшӗ пур: вӗсем урока каймашкӑн ача мӗнле ушкӑна кӗнине тӗрӗс мар палӑртнӑ. Е ашшӗ-амӑшӗ ачин чир-чӗрӗ пирки пӗлтермест.
Мутко ку тӗлӗшпе нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тишкерӳ тума хушу панӑ.
Ҫак кунсенче тӗнче тетелӗсенчи хаҫатсенчен пӗринче, «Правда ПФО» ятлинче, республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министрне Татьяна Казакована унчченхи пуканран хӑтарнӑ хыҫҫӑн ку ыйтӑва хытах сӳтсе явма тытӑнчӗҫ.
Хӑшӗсен шучӗпе культура министрне Константин Яковлева та ҫывӑх вӑхӑтра ӗҫрен хӑтараҫҫӗ имӗш, Ҫӗнӗ ҫула должноҫе ҫухатма пултарать-мӗн. Хӑйсен шухӑшне палӑртакансенчен теприсем паян пирӗн республикӑра профессионалсем хисепре мар тесе каласшӑнни сисӗнет.
Мана вара, ахаль ҫынна, ҫакӑнта пӗр япала куҫа тӑрӑнчӗ. Малтан Константин Яковлева хӗрсех хурлатчӗҫ, халӗ вара, маларах асӑннӑ комментари тӑрӑх, вӑл профессионалсен шутӗнче пек курӑнать. Унтан ҫав авторах ҫапла хушса хунӑ: «Эпир, культура ӗҫченӗсем, юлашки ҫулта Чӑваш Енӗн культурине аркатнине тата пӗтернине, профессионалсене хӗрсех пӗтернине чуна ыраттарса сӑнатпӑр». Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра министерствӑсенчи тата асӑннӑ ведомствӑна пӑхӑнакан учрежденисенчи пысӑк должноҫсене «совеҫе пӗлмесӗр хӑйсен интересне тата хапсӑнчӑклӑхне мала хуракансем» йышӑнаҫҫӗ.
Раштавӑн 7-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне 7-мӗш класра вӗренекен Глеб Статкевич йышӑнӑва кайнӑччӗ. Шупашкарти 5-мӗш гимназире (ку вӗренӳ учрежденине чӑваш парламенчӗн депутачӗ Инна Исаева ертсе пырать) ӑс пухаканскер Чӑваш Енре кӗҫех уҫӑлакан ача-пӑча технопаркӗпе кӑсӑкланнӑ май Михаил Игнатьевпа тӗл пулма ӗмӗтленнӗ-мӗн. Республика ертӳҫи шкул ачине инновацилле вӗренӳ лапамӗ кӑҫалах хута каяссине, вӑл Шупашкарти ача-пӑча тата ҫамрӑксен керменӗ ҫумӗнче уҫӑлассине, унта 5-11-мӗш классене ҫӳрекенсем вӗренессине пӗлтернӗ.
Ҫак тӗлпулӑва тӗрлӗрен йышӑнакан тупӑннӑ. Тӗслӗхрен, Александр Белов журналист хӑйӗн блогӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, министрсене Игнатьев 30 ҫултисене лартать, хӑйӗн канашҫисене – 27-рисене, ӗҫлӗ тӗлпулусене ҫиччӗмӗш класс ачисемпе ирттерет. Ҫивӗч шӑллӑ журналист йӗкӗлтешнӗ тӑрӑх, Элтепер ача пахчине ҫӳрекенсемпе те курнӑҫма пуҫлӗ. Игнатьев ӑна инвестици илсе килессинчи пысӑк ӳсӗмсем ҫинчен каласа кӑтартӗ, ача пахчине ҫӳрекенни республика ертӳҫине шалти татса паман ыйтусем пирки пӑшӑрханса пӗлтерӗ: унӑн ушкӑнӗнчи Вася ют теттесене туртса илет, Маша йӗкӗлтесе ҫӳрет тата маннӑ пӑттине ҫиесшӗн мар.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александр Янташ, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильева Галина Сергеевна, балет артистки ҫуралнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |