Куславкка район администрацине 2012-мӗш ҫултанпа ертсе пынӑ Валентин Колумб текех пуҫлӑх мар. Ҫак должноҫрен вӑл юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче кайнӑ. Унччен йышӑннӑ ҫемҫе пуканран хӑтарма ыйтса вӑл хӑй ҫырнӑ-мӗн. Районти Депутатсен пухӑвӗ тунтикун иртнӗ черетсӗр ларура Валентин Колумбӑн заявленине тивӗҫтернӗ.
Район администрацине вӑхӑтлӑха ертсе пыма райадминистрацин пуҫлӑхӗн ҫумне — строительство, ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн пайӗн пуҫлӑхне Иван Рожкова шаннӑ. Куславккасен ертӳҫине те республика шайӗнче йӗркеленӗ комисси конкурс ирттерсе палӑртӗ, кайран кандидата районти депутатсем ҫирӗплетӗҫ.
Маларах Улатӑр хула администрацийӗ пуҫлӑхӗ Александр Седов тата Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин пуҫлӑх пуканне пушатнӑччӗ.
Иртнӗ эрне вӗҫӗнче Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ Андрей Тимофеев полковник отставкӑна кайнӑ. Ӗҫрен вӑл юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнчех кайнӑ. Министерствӑри тӳре-шара тата унта тӑрӑшакансем лайӑх кану сунма юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пуҫтарӑннӑ.
Сергей Неяскин министр хӑйӗн ҫумне тӑрӑшулӑхшӑн тав тунӑ май асӑнмалӑх парне тыттарнӑ. Андрей Тимофеев та ӗҫтешӗсен ячӗпе ӑшӑ сӑмахсем каланӑ.
Полици тытӑмӗнче Андрей Тимофеев 1985 ҫулхи кӑрлачра ӗҫлеме тытӑннӑ. Министр ҫумӗн пуканне службӑра ҫирӗм ҫул тӑнӑ хыҫҫӑн йышӑннӑ. 2011-мӗш ҫултанпа министр ҫумӗ пулнипе пӗрлех ШӖМӗн полици пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Маларах Андрей Тимофеева «Ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» иккӗмӗш степеньлӗ орден медалӗпе чысланӑ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрне ҫирӗплетнӗ. Михаил Игнатьев Элтепер ку пукана Владимир Михайлова шаннӑ.
32 ҫулти Владимир Юрьевич харӑсах темиҫе предприятие ертсе пынӑ. Вӑл «РегинИнвест», «МВМ Групп» тулли мар яваплӑ обществӑсен гендиректорӗ шутланнӑ, унсӑр пуҫне — «За Россию» (чӑв. Раҫҫейшӗн) халӑх фрончӗн регионти уйрӑмӗн учредителӗ. Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «МВМ Групп» ҫӗр чавассипе Чӑваш Енре кӑна мар, ытти регионта та тимлет. Регион ертӳҫипе тӗлпулнӑ чух Владимир Михайлов хӑйсен предприятийӗ аван ӗҫлесе пыни тата ытти ҫитӗнӳ пирки каласа кӑтартнӑ. «Кадрсене хаклатпӑр. Пӗри кайса тепри килни пирӗн патра ҫук», — ӗнентернӗ вӑл Элтепере.
«Ҫамрӑксене эпир шаннӑ, шанатпӑр малашне те шанӑпӑр!» — тенӗ ҫӗнӗ министра ырӑ сунса Михаил Игнатьев Элтепер.
Стройминӑн унчченхи ертӳҫине Олег Маркова авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ӗҫрен хӑтарнӑччӗ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ӗҫлӗх службине ертсе пынӑ Сергей Викторова сӗтев илнӗ тесе айӑплӗҫ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пуҫлӑх 2015 ҫулхи ҫурла тата раштав уйӑхӗсенче вӑл Шупашкарта тата Мускавра коммерци организацийӗсен икӗ ертӳҫинчен тӑватӑ хутчен сӗтев илнӗ. Компьютер программипе тивӗҫтерекенскерсенчен тӳре-шара кӗсйине 244 пин тенкӗ кӗнӗ. Укҫана вӗсем хӑйсен продукцине вырнаҫтарма тӳре-шара пулӑштӑр тесе тыттарнӑ.
Пуҫиле ӗҫе Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем пуҫарнӑ, кайран РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ малалла тӑснӑ.
Аса илтеретпӗр, ӗҫ биографине С. Викторов 1997 ҫулта Патӑрьел районӗнчи налук инспекцийӗнче пуҫланӑ. 2005 ҫулта ӑна Патӑрьел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне лартнӑ. Кайран темиҫе ҫул район администрацийӗнче ӗҫленӗ.
Чӑваш Енӗн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствинче унччен те ҫум должноҫӗнче пулнисене малтанхиллех ҫемҫе пукан йышӑнма ирӗк панӑ.
Аса илтеретпӗр, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнченпе республикӑри Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен комитетне Юстици министерствипе пӗрлештернӗччӗ. Кун пирки хушӑва регион Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑччӗ.
Ҫӗнӗрен йӗркеленӗ ведомствӑра министр ҫумӗсене ҫирӗплетнӗ. Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗнче тӑрӑшнӑ Ольга Казаринӑна тата Юстици министерствинче ҫум пулнӑ Алексей Вязова реорганизациленӗ органта унчченхи шайри должноҫсемех лекнӗ.
Юстици министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлама маларах асӑннӑ комитета ертсе пынӑ Наталья Тимофеевана шаннӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев РФ Правительство ҫуртӗнче Раҫҫейри регионсене аталантарассипе ӗҫлекен Правительство комиссийӗн кулленхи ларӑвне хутшӑннӑ. Унта вӑл федералсене ӗҫлӗ сӗнӳ панӑ.
Ларӑва Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин ертӳҫин ҫумӗ Дмитрий Козак йӗркелесе ертсе пынӑ. Кӑҫалтанпа ӗҫлекен комисси ларӑвӗнче регионсенчи бюджет ыйтӑвӗсем ҫинчен сӑмах пуҫарнӑ, хыснан тупӑш пайне ӳстерессипе ҫыхӑннӑ самантсем пирки сӳтсе явнӑ. Федераци хыснинчен субъектсене бюджета шайлаштарма укҫа уйӑрни пирки те чарӑнса тӑнӑ.
Ларӑва хутшӑннӑ пирӗн регион Элтеперӗ Михаил Игнатьев федералсене тупӑшран илекен налукпа ҫыхӑннӑ федераци саккунне лайӑхлатас шутпа сӗнӳ панӑ.
Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Седов юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен пуҫлӑх пуканне йышӑнма пӑрахнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Хула администрацийӗн ертӳҫин лавне туртакана ҫирӗплетме паян комисси йӗркеленӗ. Йыша республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсене: либерал-демократсен партийӗн пайташне Сергей Белобаева тата «Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савучӗн» пуҫлӑхне, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» пайташне Юрий Кислова, ЧР Президент Администрацийӗн Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумне Юрий Садовникова, Социаллӑ тата культура программисен фончӗн ертӳҫине Михаил Федотова кӗртнӗ.
Улатӑр хула администрацине хальлӗхе Татьяна Ежова, унччен вӑл пуҫлӑх ҫумӗнче тӑрӑшнӑ, ертсе пырать.
Маларах эпир Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртмалли комисси пайташӗсене ҫирӗплетнине пӗлтернӗччӗ.
Республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Ведомствӑра иккӗмӗш пукан йышӑннӑ Анатолий Яковлева ӗҫрен хӑтарнӑ.
Анатолий Петровича министр ҫумӗнчен кӑларасси пирки республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин паян 735-мӗш номерлӗ хушу кӑларнӑ. Сӑлтавне те кӑтартнӑ: министр ҫумӗ урӑх ӗҫе куҫать.
1964-мӗш ҫулта ҫуралнӑ Анатолий Яковлев 1979-1983-мӗш ҫулсенче Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман техникумӗнче, кайран Уралти вӑрман техникин институтӗнче вӗреннӗ. Ӗҫ биографине вӑл Вологда ҫӗрӗ ҫинчи лесничествӑсенчен пӗринчи вӑрманҫӑран тытӑннӑ. Чӑваш Енре те тӗрлӗ вӑрман хуҫалӑхӗнче тӑрӑшнӑ, ҫав шутра Сӑнавлӑ вӑрман хуҫалӑхне ертсе пынӑ. 2011 ҫулта ӑна министр ҫумӗн пуканне шанса панӑ.
Шалти ӗҫсен органӗсенче ӗҫлекенсене малашне тава тивӗҫлӗ ятсем пама тытӑнӗҫ. РФ ШӖМӗн регионти ведомствине ертсе пыракан Сергей Неяскин Министрсен Кабинечӗ ларӑвӗнче «Чӑваш Республикинчи шалти ӗҫсен органӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята йышӑнма сӗнсе каланине маларах эпир пӗлтернӗччӗ. Министр сӗнӗвне Чӑваш Енӗн Элтеперӗ ҫумӗнчи Общество канашӗ ырласа йышӑннӑччӗ.
Юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче иртнӗ Чӑваш Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче хисеплӗ ҫак ята пама килӗшнӗ. «О внесении изменений в Закон Чувашской Республики «О государственных наградах Чувашской Республики» (чӑв. «Чӑваш Республикинчи патшалӑх наградисем ҫинчен» Чӑваш Республикин саккуне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен») 56-мӗш номерлӗ саккуна республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ.
Чӑваш Ен Правительстви ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева уйӑхсерен тӳлекен преми виҫине ӳстерме йышӑннӑ. Ку йышӑнӑва ЧР Министрсен Кабинечӗн пайташӗсем ҫирӗплетнӗ.
Министрсен Кабинечӗ патшалӑх тытӑмӗнче ӗҫлекенсене уйӑхсерен паракан преми виҫине ӳстермелли пирки йышӑннӑ. Оклад пурин те унчченхи пекех юлнӑ.
Элтеперӗн те оклачӗ ӳсмен. Ку 56626 тенкӗпе танлашать. Уйӑхсерен паракна преми коэффициенчӗ вара хӑпарнӑ: 2,25-рен 2,46-а ҫитнӗ. Ҫапла майпа Михаил Игнатьевӑн премийӗ 139 пин тенке ҫитнӗ. Унччен вӑл 127 пин тенкӗ пулнӑ. Ҫапла майпа Элтепере уйӑхсерен 195 пин тенкӗ шалу илет.
Сӑмах май, кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта тӳре-шаран вӑтам ӗҫ укҫи 33 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александр Янташ, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильева Галина Сергеевна, балет артистки ҫуралнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |