Комсомольски районӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ӗҫлекенсем кӗҫнерникун Йӗпреҫ районӗнчи хӑш-пӗр хуҫалӑх ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ.
Каҫал тӑрӑхӗнчисене райадминистрацин ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн пуҫлӑхӗ Ильдус Минетуллин ертсе пынипе ҫитнӗ ушкӑн Йӗпреҫ районӗнчи ҫулталӑкра кашни ӗнерен 6,5—8 пин тонна сӗт суса илекен хуҫалӑхсен ӗҫ вӑрттӑнлӑхӗпе паллашнӑ. Тӗслӗх вырӑнне йӗпреҫсем хӑнасене «Асаново» (ертӳҫи Александр Бахтеров), «Слава» (Михаил Буслаев), «Заря» (Владимир Макаров), «Рассвет» (Михаил Афанасьев), «Труд» (Ремис Шарафутдинов) хуҫалӑхсене кӑтартнӑ.
Пӗр-пӗрин опычӗпе паллашмалли мероприятие йӗркелени икӗ еншӗн те усӑллине пӗтӗмлетнӗ май малашне те туслӑ ҫыхӑнӑва татмалла маррине палӑртнӑ.
Паян Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн хушӑвӗпе ҫутҫанталӑк министрне ҫирӗплетнӗ: пуҫлӑх портфельне Александр Коршунова тыттарнӑ. Унччен Александр Петровича ҫак тивӗҫе пурнӑҫлама шаннӑччӗ.
Аса илтеретпӗр, А. Коршунова министр тилхепине унччен ҫав пукана йышӑннӑ Сергей Павлов Вӑрнар тӑрӑхӗнчен республикӑн Патшалӑх Канашне суйланнӑ хыҫҫӑн вӑхӑтлӑха шаннӑччӗ. Александр Коршунова министр тивӗҫне пурнӑҫлаттарассине Михаил Игнатьев Элтепер авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ.
Александр Коршунов маларах агрохими службин «Чувашский» патшалӑхӑн центрне ертсе пынӑччӗ. Федерацин патшалӑх хысна учрежденийӗ шутланакан ҫав центр пуҫлӑхне лариччен вӑл республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче ӗҫленӗччӗ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсене сесси вӑхӑтӗнчи тавлашуллӑ самантсенче калаҫнине итлеме питех те кӑмӑллӑ. Ӗнерхи сессире те вӗсем пӗри тепринчен ытларах тӗлӗнтернӗ. REGNUM информаци агентствин корреспонденчӗ вӗсен сӑмахне илсе кӑтартнипе паллашар-ха.
Килес ҫулхи хыснана сӳтсе явнӑ чух «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ Олег Таланов регионти пӗтӗмӗшле продукт 4 процент ӳсмелли ҫинче чарӑнса тӑнӑ май «Тӗрӗссипе, эпир ӗҫлетпӗр. Ӗҫ укҫи илекенсем укҫа ӗҫлесе илекенсене ӑнланмаҫҫӗ пулӗ. Кунта ларакан депутатсенчен самайӑшӗ паян эпир калаҫакан тупӑш пайне ӳстерессине хутшӑнаҫҫӗ», — тесе касса татнӑ.
Шупашкарти 5-мӗш гимнази (вӑл элитӑллӑ шкул шутланать) директорӗ Инна Исаева шухӑшлавӗ те хӑйне евӗр. «Хамӑн ӗҫ вырӑнне часрах таврӑнса промышленниксемпе бизнесӑн тупӑш пайне тӳрре кӑларас тесе хыснана эпӗ ырлатӑп паллах», — тенӗ ачасене пӗлӳ паракан ҫак ҫын.
Урамра юр хырнӑ-и? Шуса ӳкмелле пӑрлак-и? Эппин, Шупашкар хула администрацине ҫӑхав ҫырӑр. «Халӑх тӗрӗслевӗ» ятарлӑ сайт уҫнӑ. Унта ҫӑхавсене йышӑнаҫҫӗ.
Ҫӑхав ҫырни ахаль юлмӗ. Ӑна хуравлаҫҫех. Ӗҫ тӑвакан тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ӗҫченӗсем ӑна ӗҫлемелли 10 кунра хуравлӗҫ.
Шуҫлак вырӑна, юр хырман ҫӗртине сӑн ӳкерсе ҫыру ҫумне ҫирӗплетме пулать. Ку таранччен 1000 ытла ҫӑхав килнӗ. Вӗсен 7 проценчӗ ҫулсене хырманнипе, пӑрлӑ ҫулсене хӑйӑрпа тӑвар хутӑшне сапманнипе ҫыхӑннӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Канашри пӗр пуҫлӑха костюм хывса ҫӳп-ҫап тиеме хушнӑ. Унта вӑл ӗнер пулнӑ.
Промышленность хулинчи ҫивӗч ыйтусенчен пӗри — ҫӳп-ҫап турттарманни. Тиесе каяҫҫӗ-ха ӑна, анчах вӑхӑтра мар тата ӗҫе тӗплӗн пурнӑҫламаҫҫӗ. «Юрать, хал хӗл те. Ҫулла чӑтмалла мар шӑршӑ тӑрать. Ҫӳп-ҫапа темиҫе уйӑх ӗнтӗ турттарса кайман», — элекленӗ Элтепере канашсем.
Ҫӳп-ҫап турттаракан компани «Чистый город» (чӑв. Таса хула) муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗ парӑма кӗрсе кайнипе сӑлтавланӑ. Ҫынсем те тӗрлӗрен: пӗрисем тӳлеҫҫӗ, теприсем — ҫук.
Йӑлари каяша турттаракан предприяти пуҫлӑхне Михаил Игнатьев костюм хывса ҫӳп-ҫап тиеме хушнӑ. Канаш хула администрацийӗн пуҫлӑхне Владислав Софронова та сӑмах хытах лекнӗ. Икӗ эрнере йӗркене кӗртмесен ӑна Элтепер отставкӑна ярассипе хӑратнӑ.
Етӗрне район администрацине Андрей Софронов ертсе пырӗ. Ахӑртнех, вӑл. Ятарлӑ комисси ырланӑ кандидатурӑна ҫывӑх вӑхӑтра вырӑнти Депутатсен пухӑвӗнче пӑхса тухӗҫ.
Аса илтеретпӗр, Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин иртнӗ уйӑхра ӗҫрен кайнӑ, ку тивӗҫе вӑхӑтлӑха Владимир Семенов пурнӑҫлама тытӑннӑ. Пуҫлӑх пулмалли ҫынна палӑртакан комиссие ЧР Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумне — Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхне Лариса Арсентьевана, ЧР Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫин ҫумне — Патшалӑх строительстви, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх, Регламент тата депутат этики енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫине Николай Малова; чӑваш парламенчӗн тепӗр депутатне, Чӑвашпотребсоюз канашӗн ертӳҫине Валерий Павлова; Чӑваш Республикин муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан директорне Станислав Николаева кӗртнӗччӗ.
Виҫӗмкун комисси Андрей Софронов кандидатурине ырланӑ. «Правда ПФО» пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫын асӑннӑ районта социаллӑ пулӑшу кӳрессипе ӗҫленӗ, маларах вӑл газ участокӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.
Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр министрӗ пулнӑ Владимир Доброхотова республикӑн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулма шаннӑ. Хушӑва ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ.
«Дорэкс» акционерсен уҫӑ обществин пуҫлӑхӗ пулнӑ Владимир Доброхотова транспорт ведомствине ертсе пыма иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗнче шаннӑччӗ. Министр пуканне тивӗҫнӗ ҫав ҫын «Дорэкса» ертсе пыма тытӑниччен тӳре-шарара ӗҫлесе пӑхнӑ. Вӑл Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе ҫумӗнче тимленӗ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче ку должноҫе Михаил Резникова лартрӗҫ.
Ӗнертенпе Владимир Анатольевич республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче тӑрӑшма тытӑннӑ. Унта вӑл Сергей Артамонов министра ҫум должноҫӗнче пулӑшӗ.
Чӑваш Енри тухтӑр Мускав облаҫӗнче пысӑк пукана йышӑннӑ. Дмитрий Марков халӗ Мускав облаҫӗнчи сывлӑх сыхлавӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлать.
Унччен ку пукана Нина Суслонова йышӑннӑ. Вӑл унччен ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ пулнӑ. Халӗ вӑл Мускав облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн канашҫи пулӗ.
Дмитрий Марков вара унччен Нина Суслоновӑн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Мускав облаҫне кайиччен вӑл Шупашкарти сывлӑх сыхлавӗн управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Дмитрий Марков — ЧР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ.
Шупашкарта суд унччен ЧР спорт министрӗн ҫумӗ пулнӑ Борис Атамановӑн аппеляцине пӑхса тухнӑ. Аса илтерер: кӑҫал ҫулла чиновник руль умне ӳсӗрле ларнине кура ӑна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Борис Атаманов тытса чарнӑ чухне хӑй айӑплӑ маррине пӗлтернӗ.
Анчах суд унӑн сӑмахӗсемпе килӗшмен. Унччен Атаманова 100 пин тенкӗлех штрафланӑ тата водитель правине туртса илнӗ. Экс-чиновник кунпа килӗшмесер суда аппеляци панӑ.
Суд ҫӑхава ҫур сехетре пӑхса тухнӑ. Суд Борис Атаманов майлӑ пулман. Экс-чиновник судья приговор вуласса кӗтмен – залран тухса утнӑ.
Ҫӗркаҫ Шупашкарти аэропортра чарӑнмалли полосаран самолет тухса кайнӑ. Пӑтӑрмахӗ «Победа» авиакомпанин самолечӗпе пулса иртнӗ. Бортри 184 ҫынтан, телее, пӗри те шар курман.
Самолет полосаран тухса кайнинче диспетчерсен е летчиксен айӑпӗ ҫук. Уншӑн ҫанталӑк айӑплӑ теме пулать — ӗнер ҫумӑр ҫунӑ хыҫҫӑн ҫул-йӗр калама ҫук пӑрланса ларчӗ. Ҫапах та паян Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ ку пӑтӑрмаха республикӑн транспорт министрӗпе Михаил Резниковпа сӳтсе явнӑ чух аэропорт ӗҫлесе ҫитерейменнине палӑртнӑ. Вӑхӑтра реагентпа сапнӑ пулсан кӑлтӑк сиксе тухмӗччӗ.
«ЮТэйр» компанин кӑштахран Шупашкара ҫитмелли самолетне вара Хусана янӑ — Шупашкара килекен пассажирсене ҫапла вара кӳршӗлле регионта антарнӑ.
Пӑтӑрмаха тӗрӗслеме ятарлӑ комисси йӗркеленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александр Янташ, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильева Галина Сергеевна, балет артистки ҫуралнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |