Нумай пулмасть Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ «Ирӗклӗх» пӗрлӗхе Раҫҫей тулашӗнче тулли праваллӑ элчелӗхсем туса хума майсем ҫукки пирки хуравларӗ. Хӑйсен хуравӗнче тӳре-шара правительство усламҫӑсене май ҫитнӗ таран ют патшалӑхсемпе ҫыхӑну тытма пулӑшни пирки ҫырса пӗлтернӗ. Хамӑр тӑрӑхра кӑларакан тавара Раҫҫей тулашӗнче сарма пулӑшма правительство укҫа-тенкӗ те сахал мар уйӑрать имӗш.
Тулли праваллӑ элчелӗхе уҫма ытлашшиех нимех те чармасть иккен. Федераллӑ саккун унашкал ирӗк парать: е республикӑн хӑйӗн уҫмалла, е Раҫҫей Федерацийӗ уҫнӑ элчелӗхре хӑйсен элчине тытмалла. Ҫавах та элчелӗх уҫма чи малтанах Раҫҫейӗн ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствипе килӗшсе татӑлмалла иккен. Тата элчелӗхе тытса тӑма республикӑран укҫа уйӑрса тӑма тивӗ иккен. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Раҫҫейӗн ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерстви хальхи вӑхӑтра ҫавах та Раҫҫейри регионсене аталантарма, ҫыхӑну йӗркелеме пулӑшакан тулашри элчелӗхсене ҫителӗклӗ хатӗрлесе ҫитернӗ тесе шутлать. Ҫакна шута илсе тата укҫа-тенкӗ сахал пулнипе Чӑваш Республики тулашра элчелӗхсем уҫма килӗшмен.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Пыл сӑпасӗ. Ҫак куна халалласа Муркаш районӗнче ҫулсерен пысӑк уяв ирттереҫҫӗ.
«Здоровье — на крыльях пчелы» (чӑв. Пыл хурчӗн ҫунатти ҫинчи сывлӑх) ят панӑ уява пуҫласа ҫичӗ ҫул каялла йӗркеленӗ. Ҫавӑн чухне унтисем Культурӑпа ӳнерти инновацилле проектсен республикӑри конкурссене ҫак уяв планӗпе хутшӑнса Чӑваш Ен Президенчӗ Грантне ҫӗнсе илнӗ.
2010 ҫултанпа ку уяв муркашсен бренчӗ пулса тӑма ӗлкӗрнӗ. Хальхине ҫурлан 19-мӗшӗнче пуҫтарӑнма палӑртса хунӑ. Уяв 10 сехетре пуҫланмалла. Унта кӳршӗллӗ Мари Элтан та килсе ҫитмелле. Вӗсем — хурт-хӑмӑр ӑстисем мар, хурт-хӑмӑр ӑстисене тата уяв хӑнисене савӑнтарма концертпа килмелле.
Уява тивӗҫлипе ирттересси пирки нумаях пулмасть район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев яваплисене хӑй пуҫтарса сӳтсе явнӑ.
Ӗнер Елчӗк район администрацийӗнче ӗҫлекен тӳре-шарапа терроризм хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ инструктаж ирттернӗ. Кун пирки асӑннӑ район администрацийӗн сайтӗнче ҫырса пӗлтернӗ.
Шанчӑксӑр япаласем курсан мӗнле тытмаллине ӗҫтешӗсене ятарлӑ программӑсен пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Клементьев тӗплӗн ӑнлантарса панӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый администрацине пропускпа кӑна кӗрсе тухмаллине палӑртса хӑварнӑ. Ҫакна вӑл терроризмран ҫирӗп асӑрханмаллипе сӑлтавланӑ.
Мероприятие вара иккӗмӗш хутра ларакан тӳре-шарана администраци ҫуртӗнчен епле тухса тармаллине вӗрентнипе вӗҫленӗ. Калани асра юлтӑр тесе вӗсене саппас алӑкран ертсе тухнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче районӑн тӗп документне — Устава — улшӑну кӗртесшӗн. Ку ыйтӑва унта ӗнер, ҫурлан 11-мӗшӗнче, халӑхпа пухӑнса сӳтсе явнӑ. Пухӑва районти депутатсем, вӗрентӳ учрежденийӗсен пуҫлӑхӗсем, ял тата хула тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем пуҫтарӑннӑ.
Район администрацийӗн юридици службин пайӗн пуҫлӑхӗ Иван Кузьмин ӑнлантарнӑ тӑрӑх, Устава улшӑну кӗртес тени ку документа Раҫҫей тата Чӑваш Республикин саккунӗсемпе килӗштерсе тӑмалла йӗркелессипе ҫыхӑннӑ. Саккунӗсем вӗҫӗм улшӑнса тӑраҫҫӗ те, Устава та ҫӗнетме тивет.
Пӑхса хӑварнӑ улшӑнусенчен пӗри район администрацийӗн пуҫлӑхне пырса тивет. Тӗрӗсрех каласан, вӑл хӑйӗн полномочине пӑрахсан е ҫав ҫын ҫук вӑхӑтра ҫав тивӗҫе пурнӑҫлама вӑхатлӑха кама шанассине.
Устава улшӑну кӗртессине Депутатсен районти пухӑвӗн ҫитес ларӑвӗнче татса парӗҫ.
Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Владимир Димитриев нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплен епле юсанине пахалама хӑй ҫула тухнӑ. Ҫула тухнӑ-тухнах вӑл ҫурт-йӗр ҫивитти ҫине хӑпарсах аннӑ: строительсем ӗҫе епле пурнӑҫланине куҫӗпе курса хаклас тенӗ.
Владимир Димитриев ӗнерхи тӗрӗслев вӑхӑтӗнче район центрӗнчи Совет урамӗнчи 61-мӗш тата Ҫӗнтерӗве 30 ҫул урамри 1-мӗш ҫурта епле юсанине пахаланӑ.
Иртнӗ ҫул Шупашкар районӗнче нумай хваттерлӗ 13 ҫурта тӗплӗн юсанӑ. Кӑҫал 27 ҫурта 21 миллион тенкӗлӗх ҫӗнетме палӑртса хунӑ.
Ҫав шута Кӳкеҫри 14, Ҫӗнӗ Тутаркассинчи 8, Ҫӗньялти 2, Чӑрашкассинчи 2, Ҫӗктерти 1 ҫурт лекнӗ.
Ӗнерхи куна илсен ҫичӗ ҫуртра ҫивиттие, сивӗ шыв тытӑмне, канализаци пӑрӑхӗсене ылмаштарса ӗлкӗрнӗ.
Вӑрмар ял тӑрӑхӗ йытӑ усракан ҫынсене хӑйсен тӑватӑ ураллӑ тусӗсене кӑкарса тытма чӗнсе калать. Хальхи вӑхӑтра унта килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсене тытассипе ҫине тӑма тытӑннӑ. Капла тума тӳре-шарана поселокра пурӑнакансем хӑйсем темиҫе хут та ыйтнӑ.
Урам тӑрӑх хуҫа евӗр саркаланса чупса ҫӳрекен ҫак чунсем ача-пӑчана та, ваттисене те, вӑй питтисене те хытах шиклентереҫҫӗ. Ара, йытӑ ӑсне пӗлеймӗн. Тепӗр ҫӗрте ача-пӑчана тапӑнса хытах суранлатни, вӗлерни пирки те илтме тивет.
Инкеке кӗтсе лариччен хуҫасӑр йытӑсене персе пӑрахни аванрах. Анчах пӑшаллисен аллине хуҫаллисем те ҫакланма пултараҫҫӗ. Апла ан пултӑр тесен йытӑсене урам тӑрӑх чуптарса ҫӳретмелле мар — кӑкарса усрамалла: йытӑ киле хураллатӑр.
Ҫакна «Ирӗклӗх» хастарӗсем асӑрханӑ. Нумай пулмасть Шупашкарта ҫӗнӗ кӑтартмӑшсем вырнаҫтарнӑ — вӗсене хулари паллӑ вырӑнсем ӑҫтарах пулнине пӗлтерме хатӗрленӗ. Анчах, каллех, вырӑсла тата акӑлчанла кӑна тунӑ, патшалӑх чӗлхипе — чӑваш чӗлхипе — ҫырман.
Аса илтеретпӗр, кунашкал пӑтӑрмах унччен те пулнӑччӗ. Ун чухне те хулари тӳре-шара чӑваш чӗлхипе усӑ курма «маннӑччӗ». Каярах вӗсен вара ҫав кӑтартмӑшсене ҫӗнӗрен хатӗрлеме тиврӗ — саккуна пӑхӑнса патшалӑх чӗлхине те хушмалла пулчӗ. Вӑл хутӗнче те кӑлтӑка асӑрхаканӗсем «Ирӗклӗх» хастарӗсем пулчӗҫ.
«Ирӗклӗх» ку хутӗнче те кӑлтӑк пирки прокуратурӑна пӗлтернӗ. Чӑваш Енӗн тӗп хула администрацийӗн культура ертӳлӗхӗ нумай пулмасть хурав панӑ — тин кӑна лартнӑ кӑтартмӑшсенчи кӑлтӑка вӗсем сирме килӗшнӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра вӗсене ҫӗнетӗҫ — чӑваш чӗлхине те хушӗҫ.
«Тӳре-шарасем, пӗр йӑнӑша ик хут мӗнле тума пулать-ши? Виҫҫӗмӗш хут пӗр йӑнӑшах тумасса шанатпӑр», — хӑйсен шухӑшне пӗлтереҫҫӗ «Ирӗклӗх» хастарӗсем.
Чӑваш Енӗн Правительствинче ҫывӑх вӑхӑтра хӑш-пӗр улшӑну пулса иртме пултарать. Ку вӑл кадрсемпе ҫыхӑннӑ.
Республикӑри паллӑ журналистсенчен пӗри Александр Белов ҫырнӑ тӑрӑх, республикӑн вице-премьерӗ — строительство министрӗ Олег Марков ӗҫрен хӑтарма ыйтса заявлени ҫырнӑ пулать. Министр пуканне вӑл Строительсен кунӗ иртсе кайсан (ӑна ҫак уйӑхӑн иккӗмӗш вырсарникунӗнче уявлаҫҫӗ) пушатмалла-мӗн.
"Тӗрлӗрен сӑмах ҫӳрет. Ҫынсем кун пеккине калаҫма юратаҫҫӗ. Анчах хальӗхе нимӗнле йышӑну та туман", — тенӗ Олег Марков вице-премьер журналиста.
Ҫав вӑхӑтрах ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев республикӑн парламентне, социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫине куҫас шухӑшлӑ пулнӑ, анчах Михаил Игнатьев Элтепер ирӗк паман имӗш.
Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗнче тӑрӑшнӑ Владимир Иванова И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ректорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама лартнине эпир хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, экс-министра Михаил Игнатьев Элтепер хӑйӗн канашҫи пулма та шаннӑччӗ.
Республикӑн вӗренӳ министрӗн пуканӗ пушанса юлнӑ хыҫҫӑн ку портфеле Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорне Юрий Исаева тыттарас шанчӑк пур.
Ку хыпара республикӑри МИХсем хальлӗхе пӗлтермен-ха. Юрий Исаев кандидатурине РФ Вӗренӳ министерствине ярса пани пирки «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат ЧР Элтеперӗн Администрацийӗнче ӗҫлекен шанчӑклӑ ҫӑлкуҫ вӑрттӑн пӗлтерни ҫине таянса паян ирпе хыпарланӑ.
Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗнче тӑрӑшнӑ Владимир Иванова И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ректорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама лартнине эпир хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, экс-министра Михаил Игнатьев Элтепер хӑйӗн канашҫи пулма та шаннӑччӗ.
Республикӑн вӗренӳ министрӗн пуканӗ пушанса юлнӑ хыҫҫӑн ку портфеле Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорне Юрий Исаева тыттарас шанчӑк пур.
Ку хыпара республикӑри МИХсем хальлӗхе пӗлтермен-ха. Юрий Исаев кандидатурине РФ Вӗренӳ министерствине ярса пани пирки «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат ЧР Элтеперӗн Администрацийӗнче ӗҫлекен шанчӑклӑ ҫӑлкуҫ вӑрттӑн пӗлтерни ҫине таянса паян ирпе хыпарланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Михайлов Максим Дормидонтович, опера юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Эмине Йылмаз, чӑваш чӗлхине тӗпчекен турккӑ ӑсчахӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |