Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫӗнче вырнаҫнӑ «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) акционерсен обществинчи лару-тӑру унта ӗҫлекенсене хытах пӑшӑрхантарать. Унта тӑрӑшнисенчен пӗр пайӗ ӗҫрен хӑй ирӗкӗпе хӑтарма ыйтса заявлени ҫырнӑ та ӗнтӗ. Пӗлнӗ-илтнӗ тӑрӑх, ыттисене те ҫапла тума сӗнеҫҫӗ.
Янӑраса та кӗрлесе тӑнӑ, предприяти ячӗ хӑех бренд пулса тӑнӑ хапрӑк кайӑк-кӗшӗк валли апат туяннишӗн кӑна 90 миллион тенкӗ ытла парӑма кӗрсе кайнӑ. Ҫутӑшӑн та парӑм пӗчӗк мар. Унран парӑма шыраса илес тесе харӑсах темиҫе предприяти республикӑн Арбитраж судне тавӑҫпа тухнӑ, вӗсем хапрӑка панкрута кӑларма ыйтнӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑн правительствин ӗнерхи ларӑвӗнче унти «Чӑваш бройлерӗнчи» лару-тӑрӑва та хускатнӑ. Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов каланӑ тӑрӑх, предприятире 546 ҫын тӑрӑшать, вӗсенчен 36-шне штата чакарасси пирки хут тыттарнӑ. Ӗҫсӗр юлас хӑрушлӑх ытти ӗҫчене те шиклентерет. Михаил Игнатьев Элтепер ҫынсене урамра хӑвармалла мар тесе каланӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ ҫумӗнчи сусӑрсен ыйтӑвӗпе ӗҫлекен канаш ларӑва пухӑннӑ. Ӑна республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев ертсе пынӑ.
Ларура «Доступная среда» (чӑв. Меллӗ вырӑн) федераци программи епле пурнӑҫланса пынине тишкернӗ. Ку ыйтупа маларах асӑннӑ министрӑн ҫумӗ Елена Сапаркина тухса калаҫнӑ. Тӳре-шара ку программа тӗллевӗпе паллаштарнӑ май вӑл 5 енпе пурнӑҫа кӗрсе пынине палӑртнӑ.
Лару пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче хыпарланинчен республикӑра сусӑрсене кӗрсе тухма пандуссем, лифтсем, алӑпа тытӑнмаллисем тата ытти ҫавӑн йышшисем вырнаҫтарнине ӑнланма пулать. Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче чарӑнусене социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсен ҫывӑхнерех вырнаҫтарма ӑнтӑлнине те пӗлтернӗ.
Ӗнер Хӗрлӗ Чутай районне «Министерство пуйӑсӗ» пырса ҫитнӗ. Пысӑк портфельлӗ ҫынсем, ӑнланнӑ тӑрӑх, пуйӑспа мар, урапасемпех ыпрса ҫитнӗ.
Акци ятне ҫавӑн пек панӑскере хутшӑннисен йышӗнче Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав, Культура, Ӗҫлев, Транспорт тата Ял хуҫалӑх министерствисенче тӑрӑшакан тӳре-шара пулнӑ. Пуҫлӑхсенчен ҫавӑн пекех Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов, Чӑвашпотребсоюз ертӳҫи Валерий Павлов тата вырӑнти район пуҫлӑхӗ Александр Степанов, район администрацине ертсе пыракан Александр Башкиров пулнӑ. Вӗсем халӑхпа тӗлпулнӑ, вӗсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ тесе ҫырнӑ Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗн сайтӗнче.
Ҫынсемшӗн чи пахи — тӗрлӗ тухтӑр тӗрӗслени. «Министерство пуйӑсӗ» акцине ирттернӗ май хӗрлӗ чутайсене ача-пӑча кардиологӗ, невролог, гастроэнтеролог, уролог, акушер-гинеколог, онкомаммолог 8 сехет те 30 минутран пуҫласа 14 сехетчен тӗрӗсленӗ.
Утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлери депутатсен пухӑвӗ Ҫӗмӗрле хулин пуҫлӑхӗ Асхат Махмутов отставкӑна кайнине йышӑннӑ. Вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ.
Хулан ҫӗнӗ мэрне Сергей Яргунина суйланӑ. Палӑртмалла: вӑл ку должноҫе иккӗмӗш хут йышӑнать. Вӑл 2010-2015 ҫулсенче Ҫӗмӗрле хулин пуҫлӑхӗ тата депутатсен пухӑвӗн председателӗ пулнӑ.
Ҫавӑн пекех Сергей Яргунин Ҫӗмӗрлери 3-мӗш шкул директорӗ шутланать.
Ку Вӑрмар районӗнчи пӗр ялта пулнӑ. Судьяра ӗҫлекен арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хайхискер яла кайсан икӗ ҫынна хур кӑтартнӑ.
Следстви материалӗсенче палӑртнӑ тӑрӑх, 2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вӑл яла кайнӑ. Хайхискер ӳсӗр пулнӑ, хӑйӗн иномаркинчен тухса ялти 60 ҫулти хӗрарӑмпа ятлаҫма тытӑннӑ. Арҫын ӑна тӗксе янӑ, лешӗ ҫӗр ҫине ӳкнӗ. Кунпа та лӑпланман тӳре — урипе тапнӑ, кайран аллинчен ярса тытнӑ та хуҫнӑ.
Ҫакна хӗрарӑмӑн 32 ҫулти ывӑлӗ курнӑ. Вӑл амӑшне хӳтӗлеме тӑнӑ. Анчах тӳре ӑна та хӗнеме тытӑннӑ. Тӳре тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ.
Ачасен прависене хӳтӗлекен тулли праваллӑ элче Павел Астахов чӑнах та отставкӑна кайнӑ-им? Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем Астахов ӗҫ вырӑнӗнчен кайнине хыпарлаҫҫӗ. Кунашкал информацие www.rbc.ru сайтра пӗлтернӗ.
Ку хыпар ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче тухнӑ. РБК, Кремль патне ҫывӑхскер, ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, Павел Астахов хӑй заявлени ҫырнӑ. Анчах элчелӗх аппаратӗнче ку информацие ҫирӗплетмен. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл халӗ Ют ҫӗршыв министерствин мероприятийӗнче-мӗн.
Павел Астахов ӗҫрен кайни пирки сас-хура мӗншӗн тухни те паллӑ. Сямозерта ачасем шывра путнӑ. Пӗр хӗрача ҫыран хӗррине сывах тухнӑ. «Ну, мӗнле ишрӗр?» — Павел Астахов ҫапла ыйтни обществӑра ӑнланманлӑх ҫуратнӑ. Кун хыҫҫӑн халӑх тетелӗнче ӑна ӗҫрен кайма ыйтса ҫырма тытӑннӑ.
Республика кунне Шупашкарта кӑна мар, пӗр-пӗр районта та йӗркелесси тахҫанах ырӑ йӑлана кӗчӗ. Кӑҫал вӑл Элӗк районӗнче пулчӗ.
Уява хатӗрленнӗ май элӗксем самай тӑрӑшнӑ. Ҫав шутра района пыракан ҫула ҫине тӑрса юсанине те палӑртмалла. Унта ҫав кун пулса курнисем пӗлтернӗ тӑрӑх, тӳре-шара, ҫав шутра Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та, вӑл тӑрӑха пырса ҫитнӗ ҫӗре асфальт хытса илеймен имӗш. Юрӗ, ку вӑл тем мар тейӗпӗр: чи пахи — ҫулӗ вырӑнтисем валли юлать.
Уявсенче тӗрлӗ объект хута ярасси пирки сӑмах пуҫартӑмӑр та, Республика кунӗнче Элӗк районӗнчи Йӑлкӑш ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ те уҫнӑ. Ку пулӑма республикӑн Патшалӑх Канашӗн вице-спикерӗ Николай Малов пысӑка хурса хакланӑ май ФАП ял ҫыннисемшӗн тивӗҫлӗ парне тесе палӑртнӑ.
Муниципалитетсене ертсе пыракансен тата муниципалитет служащийӗсен Республика кунӗ тӗлӗнче канма вӑхӑт пулман. Ҫӗртмен 25-мӗшӗнче, сӑмахран, вӗсем асӑннӑ ӗҫре тӑрмашакансен IX кунне хутшӑннӑ. Кӑҫал ӑна Куславкка районӗнчи Ҫӗньял ялӗнче ирттернӗ.
Мероприятине хутшӑннӑ республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Ен пуянсене укҫа-тенкӗ хывма илӗртӳллӗ регион пулнине, влаҫра ларакансем халӑх пурнӑҫне лайӑхлатассишӗн ҫине тӑрса ӗҫленине палӑртса хӑварнӑ.
Тӗрлӗ тупӑшӑва тухнисен утӑ ҫулма та, мечӗк хӑвалама та тивнӗ. «Пӑхаттир пуҫлӑх» номинацире ку ята Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш ял тӑрӑхне ертсе пыракан Сергей Мульдияров ҫӗнсе илнӗ, иккӗмӗш вырӑнта — Тӑвай районӗнчи Йӑнтӑрччӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Семенов, виҫҫӗмӗшӗнче — Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев.
Хутӑш эстафетӑра Шупашкар районӗ мала тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — куславккасем, виҫҫӗмӗшӗнче — сӗнтӗрвӑррисем.
Комсомольски районӗнче пурӑнакансем «Халӑх ревизорне» Григорий Данилова ҫӑхав янӑ. Ҫынсене экологи ыйтӑвӗ пӑшӑрхантарать. Вӗсем ҫуртсен ҫывӑхӗнче купаланнӑ свалкӑна пуҫтарма ыйтаҫҫӗ. Унта ҫӳп-ҫап кӑна мар, чӗрчун виллисем те выртаҫҫӗ-мӗн.
Свалка ҫывӑхӗнче шӑршӑ тӑрать. Ҫитменнине, ӑпӑр-тапӑр ҫывӑхри юханшыва кӗрет.
Шупашкарта пурӑнакан Виталий Жернаков каланӑ тӑрӑх, Комсомольски ялне кӗнӗ ҫӗрте ирӗк ыйтмасӑр йӗркеленӗ ҫуп-ҫап купи тӳрех куҫа тӑрӑнать. Унта темӗн те пӗр тӑкаҫҫӗ. «2014 ҫулта республика ку свалкӑна пӗтермешкӗн укҫа-тенкӗ уйӑрмаллаччӗ. Анчах икӗ ҫул иртрӗ — нимӗн те улшӑнмарӗ», — тенӗ Виталий.
«Халӑх фрончӗ» Григорий Данилов вырӑна тухнӑ. Вӑл ҫынсемпе курнӑҫнӑ, район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе калаҫма хӑтланнӑ. Анчах Алексей Самаркин калаҫас темен, ыйтусене хуравламан. Пуҫлӑх видеокамерӑна илме каланӑ, полицие чӗннӗ те ӗҫ пӳлӗмӗнчен тухса тарнӑ.
Республикӑн капиталлӑ строительство управленине пилӗк уйӑх ертсе пынӑ Сергей Абрамова ӗҫрен хӑтарнӑ. Хушӑва ӗнер Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ.
Хутра Сергей Абрамова ӗҫрен мӗншӗн хӑтарнине пӗлтермен. Управлени пуҫлӑхӗн пуканне вӑл ҫынна кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче шаннӑ.
Республикӑн капиталлӑ строительство управленине Алексей Ильина пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче ӗҫрен хӑтарнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗччен пуҫлӑх тилхепине тытса пынӑ Сергей Абрамов маларах «Современные Системы» (чӑв. Хальхи системӑсем) тулли мар яваплӑ обществӑн директорӗн лавне туртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Михайлов Максим Дормидонтович, опера юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Эмине Йылмаз, чӑваш чӗлхине тӗпчекен турккӑ ӑсчахӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |