Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.0 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: «Салтыков-Щедрин шоу» каллех Чӑваш Ене кӑтартнӑ

Паллашу Ырӑ чунлӑ, ӗҫчен, ырӑ кӑмӑллӑ ял пурнӑҫне килӗштерекен хӗр упраҫпа Туран трекӗ ...
Паллашу Ҫемье ҫавӑрас тӗллевпе арҫынпа паллашатӑп ( ӗҫчен, начар привычкӑсӑр, пӗчӗк мар...
Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Вика Сорокина 17.10.2016 15:11 | 1191 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

НТВ-телеканалпа кӑтартакан «Салтыков-Щедрин шоу» сатира программин авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнчи кӑларӑмӗнче Ҫӗрпӳри Иккӗмӗш Кӗтӗрне палӑкӗнчен тӑрӑхласа кулнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.

Паллӑ сатириксем, ҫав шутра Михаил Задорнов та, ертсе пыракан кӑларӑмӑн шӑматкунхи куравне пирӗн республика черетлӗ хутчен лекнӗ.

Хальхинче телепередачӑра Сосновкӑра ишӗлекен ҫуртра пурӑннӑ ҫынсене ҫӗнӗ хваттер уҫҫине тыттарнӑ саманта аса илнӗ. Ҫынсене хваттер уҫҫине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрурах валеҫнӗ, анчах кӗме тӑрсан кӗреймен, мӗншӗн тесен ҫурта туса пӗтереймен пулнӑ. НТВ-телеканалпа шӑматкунсерен кӑтартакан хальхи сюжета республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата ытти хӑш-пӗр тӳре-шара лекнӗ.

#палӑксем, #Элтепер, #Ҫӗрпӳ, #Сосновка, #ҫурт-йӗр, #тӳре-шара, #пӑтӑрмахсем, #пӑтӑрмахсем, #телекӑларӑмсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org