Уйрӑм ҫынсене ҫурт-йӗре приватизацилес вӑхӑта миҫе хутчен тӑсса пирӗнтен чылайӑшӗ астумасть те пулӗ. Хӑйсем хӑпартса лартнӑ е укҫа парса туяннӑ пӳрт е хваттере ку саккун пырса тивмест-ха. Муниципалитет харпӑрлӑхӗнчи хваттерте социаллӑ найм килӗшӗвӗпе пурӑнакансене хуҫа пулса тӑма параҫҫӗ.
Хваттере приватизацилеме ирӗк паракан вӑхӑт хальхинче кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӗҫленмеллеччӗ. Анчах саккунра палӑртнӑ вӑхӑта кӑҫал тата тӑсса парасшӑн иккен. Тата тепӗр ҫулталӑклӑха теҫҫӗ.
Приватизаци вӑхӑтне ҫулталӑклӑха тӑсма ирӗк паракан саккун проектне хатӗрлеме РФ Патшалӑх Думин вице-спикерӗ Сергей Неверов шантарнӑ. Проекта РФ правительстви куҫӑнсӑр майпа халех ырланӑ. Ҫакна ҫынсем хӑйсен хваттерӗсемпе пӳлӗмӗсене приватизаилесе ӗлкӗрейменнишӗн пӑшӑрханнипе сӑлтавлаҫҫӗ.
«Пӗр вырӑнта Чӑваш Республикин патшалӑх чӗлхисемпе ҫырсан, ҫумрах тепӗр вырӑнта вара вырӑсла ҫырсан та ҫителӗклӗ, чӑваш чӗлхипе усӑ курма кирлех мар тенине Шупашкар хула администрацийӗ ӑҫтан тупнӑ?» — тесе пуҫ ватать «Ирӗклӗх» наципе культура чӗрӗлӗвӗн халӑх пӗрлешӗвӗ «Контактра» тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн ушкӑнӗнче.
«Ирӗклӗх» Шупашкар хула администрацине республикӑн тӗп хулинчи чарӑнусенчи электрон таблосене чӑвашла ҫырмалли пирки ҫыру янӑ. Ку ҫырӑва хула администрацийӗнчи тӳре-шара епле хуравлани «Ирӗклӗхе» тивӗҫтермен. «Чӑваш чӗлхипе мӗнле сӑлтавсемпе ҫырма кирлӗ мар пулнине ӑнлантарса паракан хурава «отписка» тесе калама та йывӑр», — тесе пӗтӗмлетнӗ хурав илнӗ хыҫҫӑн «ирӗклӗхҫӗсем».
«Шӑпах Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин саккунлӑхӗпе килӗшӳллӗн республикӑра географи объекчӗсен ячӗсене ҫырма тата ҫырса хунисене, ҫул ҫинчи паллӑсене, ытти кӑтарту паллисене хатӗрлеме вырӑс тата чӑваш чӗлхисемпе усӑ курмалла. Пӗр вырӑнта патшалӑх чӗлхисемпе ҫырсан, ҫумрах тепӗр вырӑнта вара вырӑсла кӑна ҫырсан та ҫителӗклӗ, чӑваш чӗлхипе усӑ курма кирлех мар тенине Шупашкар хула администрацийӗ ӑҫтан тупнӑ?
Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ — Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗнертенпе Лариса Арсентьева ӗҫлеме тытӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер ятарлӑ хушу алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Районсемпе хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе селектор канашлӑвӗ ӗнер ирттернӗ чух ҫӗнӗ должноҫри Лариса Аресентьевӑпа Михаил Игнатьев Элтепер паллаштарнӑ. Михаил Васильевич республика шайӗнчи ӗҫе муниципалитет службинче хӑйсене тивӗҫлипе кӑтартнисене илнине палӑртса хӑварнӑ.
Лариса Арсентьевӑна Шупашкар район ҫыннисем питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ. Асӑннӑ район администрацийӗнче вӑл тӗрлӗ должноҫре ҫирӗм ҫула яхӑн тӑрӑшнӑ. Юлашки вӑхӑтра вӑл Шупашкар район администрацийӗнче ӗҫсен управляющийӗнче тимленӗ.
Ӗнер пирӗн республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мускавра Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин ертӳҫин ҫумӗпе Ольга Голодецпа тӗл пулнӑ.
Унта сывлӑх сыхлавне аталантарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене, шкул тытӑмне модернизацилессине, шкул ачисен сывлӑхне упраса хӑварассине, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнма вӗрентесси пирки сӳтсе явнӑ.
Михаил Игнатьев Чӑваш Енри демографи лару-тӑрӑвӗ пирки каласа кӑтартнине пӗлтернӗ май, Элтепер Администрацийӗн пресс-служби халӑхӑн кун-ҫулӗ 2010 ҫултан вӑрӑмланса пынине асӑннӑ. Ҫынсем 71 ҫултан иртсен те пурӑнни пурне те хавхалантарнине пӗлтернӗ-мӗн Михаил Игнатьев.
РФ правительствин вице-премьерӗ Ольга Голодец пирӗн республикӑн ӗҫ кӑтартӑвӗпе кӑмӑллӑ пулнине палӑртнӑ.
Вӑрнар районӗн ҫыннисем «Про Город» хаҫатран пулӑшу ыйтнӑ. Ялта темиҫе кун шыв ҫукки пӑшӑрхантарнӑ вӗсене. Ҫавна май шӑпӑрлансем те ача пахчине ҫӳремеҫҫӗ.
— Поселокра — йӗркесӗрлӗх! Ача пахчисенче те шыв ҫук, пӗчӗкскерсем килте лараҫҫӗ. Авари пулсан тарамаччӗ, анчах управляющи компанийӗ шыв пама чарнӑ-ҫке. Администраци унпа контракт алӑ пусман вӗт. Тепӗр енчен, управляющи компанине те ӑнланма пулать, — тенӗ пӗр ҫын.
Компани пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем влаҫпа тахҫанах пӗр чӗлхе тупма хӑтланнӑ. Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче ҫӗнӗ килӗшӳ алӑ пусмашкӑн уведомлени темиҫе те янӑ-мӗн вӗсем. Анчах тӳре-шара халӗ те йышӑну туман. Ҫитес вӑхӑтра алӑ пусма шантарнӑ-ха администраци…
Чиновниксем шантарнӑ пулсан та ҫынсем прокуратурӑна ҫыру ямашкӑн алӑ пустарса ҫӳреҫҫӗ.
Патӑрьел районӗнчи «Авангард» хаҫат вунӑ ҫул ытла ӗнтӗ «Ҫулталӑк ҫынни» конкурс ирттерет.
Унччен ку ята Алексей Хитров (1997 ҫулта), Михаил Петров (1998 ҫулта), Иван Владимиров (2000 ҫулта) ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисем, Патӑрьелти ҫул-йӗр эксплуатаци управленийӗн пуҫлӑхӗ Рифкать Айнтединов (1999 ҫулта), Патӑрьелти вӑрман хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Богданов (2001 ҫулта), Патӑрьелти тӗп пульницӑри неврлог Тамара Каштанова (2002 ҫулта), Патӑрьел райповӗн «Юхма» пасар пуҫлӑхӗ Геннадий Афанасьев (2003 ҫулта), Ленин ячӗллӗ агрофирмӑн тӗп бухгалтерӗ Валерий Еремеев (2004 ҫулта), Россельхозбанкӑн Патӑрьелти хушма офисӗн управляющийӗ Рудольф Селиванов (2012 ҫулта), Патӑрьелти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн пуҫлӑхӗ Анисия Воробьева (2013 ҫулта), Патӑрьелти 1-мӗш шкул директорӗ Наталия Андреева (2014 ҫулта) ҫӗнтернӗ.
Ҫак ҫулсенче конкурса пурӗ 160-а яхӑн ҫын хутшӑннӑ.
Кӑҫалхи конкурса 9 ҫын хутшӑнать:
• Александр Илюткин, «Исток» агрофирма пуҫлӑхӗ;
• Сергей Никитин, Алманчӑкри Культура ҫурчӗн пуҫлӑхӗ;
• Рустям Минаев, Ксыл-Чишма ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ;
• Чулпан Ишмуратова, Шӑнкӑртамри учитель;
• Анатолий Кольцов, Турханти пӗтӗмӗшле практика офисӗн врачӗ;
• Ильфак Алеев, «Паттӑр» ача-пӑча спорт шкулӗн тренер-преподавателӗ;
• Елизавета Быкова, уйрӑм усламҫӑ;
• Светлана Кулакова, «Авангард» район хаҫачӗн общество корреспонденчӗ.
Элӗк районӗнчи шкулсенчен пӗринче вӗренекен 8-мӗш класс ачи 800 килограмм сиплӗ курӑк пухнӑ. Кун пирки Чӑвашпотребсоюз ертӳҫи Валерий Павлов ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗпе тӗл пулсан пӗлтернӗ.
Михаил Игнатьев Чӑвашпотребсоюз ертӳҫипе ку хыпара илтессишӗн кӑна курнӑҫман-ха.
Правительство ҫуртӗнчи тӗлпулура республикӑри потребсоюз ӗҫ-хӗлӗ пирки калаҫнӑ. Элтепер шухӑшланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре пурӑнакан халӑх Чӑвашпотребсоюза шанать.
Чӑн та, пӗлтӗр ӗҫ кӑтартӑвне 3 процент ӳстернӗ. Ял халӑхӗ потребсоюза хӑй туса илекен тавара та сутать. Пӗлтӗр ял ҫыннисенчен 658 миллион тенкӗлӗх туяннӑ. Тӗрлӗ эмел курӑкӗ те пухаҫҫӗ. Элӗк районӗнче пурӑнакан 8-мӗш класра вӗренекен 800 кг сиплӗ курӑк пуҫтарнӑ, уншӑн ӑна 30 пин тенкӗ тӳленӗ. Унти тата тепӗр шкул ачи 300 кг эмел курӑкӗ пухса 9 пин тенкӗлӗх тупӑш илнӗ. Ҫак районтах пурӑнакан ватӑ типӗтнӗ сиплӗ курӑк 1 тонна пухса 35 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ.
Шупашкарти тӳрленмелли шкул ачисем ҫак кунсенче шӑккалатпа сӑйланнӑ. Лавккаран туянман вӗсем ӑна, сумлӑ хӑна аллинчен тивӗҫнӗ.
Тӳрленмелли 2-мӗш шкула, Ашмарин урамӗнчине, йывӑр курупка йӑтса Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов килнӗ. Ку — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти тата «Чӑвашпотребсоюзӑн» Ҫӗнӗ ҫулхи пӗрлехи проекчӗ. Раштав уйӑхӗнче райпо лавккисенче пылак ҫимӗҫ пухмашкӑн курупка лартнӑ. Ҫынсем шӑккалат туянса вӗсене курупкана хӑварнӑ. Ҫапла 11 пин шӑккалат пухма май килнӗ. Ку — 1 тоннӑна яхӑн.
Халӗ вӗсене шкулсемпе интернатсене илсе ҫитереҫҫӗ. Тӳрленмелли 2-мӗш шкулта 160 ача, вӗсенчен кашниех шӑккалата тивӗҫнӗ. Вӗсенчен 38-шӗ — сусӑр. Шӑпӑрлансем хӑнасем килнӗшӗн савӑннӑ, концерт лартнӑ.
Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем Сывлӑх кунне ирттернӗ. «Халӑх тарҫисем» йӗлтӗр сырса ярӑнма тухнӑ тата спортӑн тӗрлӗ тӗсӗнче вӑй виҫнӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.
Сывлӑх кунӗ кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнче А.И.Тихонов ячӗллӗ спорт шкулӗн тренировка базинче иртнӗ. Сывлӑх кунне Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов, хула администрацийӗн ертӳҫи Алексей Ладыков, тӗрлӗ тытӑм ертӳҫисем хутшӑннӑ.
Тӳре-шара йӗлтӗрпе ярӑннисӗр пуҫне халӑх вӑййисене те вылянӑ: ҫӑмӑтӑ ывӑтнӑ, вӗрен туртнӑ, кире пуканӗ йӑтнӑ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре вырнаҫнӑ «Паха тӗрӗ» хапрӑк производство лаптӑкӗсене пысӑклатасшӑн. Кун пирки Шупашкар район администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Производство лаптӑкне пысӑклатас ыйтӑва Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров «Паха тӗрӗ» хапрӑка ертсе пыракансемпе тӗл пулнӑ вӑхӑтра хускатнӑ. Енсем ҫак эрнере, кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче, курнӑҫнӑ.
Хапрӑкӑн тӗп директорӗ Наталья Пасынкина предприятие аталантарма тата производство калӑпӑшне ӳстерес шухӑшлине пӗлтернӗ. Ун валли хальхи йышши производство комплексӗ кирлӗ-мӗн.
Шупашкар район пуҫлӑхӗ хапрӑка ырласа калаҫнӑ. Вӑл районӑн кӑна мар, Чӑваш Енӗн те брэнчӗ пулса тӑнине палӑртнӑ. «Пирӗн хамӑр тӑрӑх кун-ҫулне упраса хӑварма тивӗҫ», — тенӗ вӑл. Ҫӗнӗ производство лаптӑкӗ хушма ӗҫ вырӑнӗсем уҫасса та шанаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |