Чваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫак кунсенче республикӑри тӗрлӗ районта пулса унти лару-тӑрупа паллашать. Ӗнер вӑл Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Владимир Димитриевпа курнӑҫнӑччӗ. Паян республика ертӳҫи Вӑрмар районне ҫитсе Александр Тихонов сити-менеджерпа тӗлпулнӑ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ шкулсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне епле хатӗрлени пирки каласа кӑтартнӑ. Александр Тихонов Элтепере ӗнентернӗ тӑрӑх, юсав планпа килӗшӳллӗн пулса пырать. Икӗ шкулта спорт залӗсене ҫӗнетеҫҫӗ. Спорт оборудованине туянма вырӑнти хыснаран та укҫа уйӑраҫҫӗ.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплен юсани пирки калаҫнӑ май юсав валли халӑхран укҫа пухассине лайӑхлатмалли пирки те сӑмах хускатнӑ. Вӑрмарсене Элтепер газ укҫипе вӑхӑтра татӑлса пымалли ҫинчен те аса илтернӗ.
Шупашкар районӗнчи харӑсах икӗ предприяти нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансене ӑшӑ шывсӑр хӑварнӑ.
Котельнӑйсене тата пӑрӑхсене юсаса ҫӗнетнӗ вӑхӑтра хӑш-пӗр ырлӑхсӑр юлма тивнинчен пит тӗлӗнмеллех те мар пулӗ. Анчах ҫӑпатан кантри пур, япалан йӗрки тенешкел, кунта та хӑйӗн йӗрки пур. Унтан та ытларах: ҫакна саккунпах ҫирӗплетнӗ.
Ӑшӑ шывсӑр чылайлӑха хӑварнӑ тӗслӗхсем пирки хастар та хӑюллӑ ҫынсем прокуратура таранах евитлеҫҫӗ. Ун пекки, сӑмахран, Ҫӗктер ялӗнчен тата Кӳкеҫрен ҫитнӗ. Ӑшӑ шывпа тивӗҫтерессишӗн яваплисем кӑлтӑка юсав ӗҫӗпе сӑлтавлама пӑхнӑ-ха.
Шупашкар район прокурорӗ Зелфинас Карама юсав вӑхӑтӗнче ӑшӑ шывсӑр хаварма юранипе килӗшет, анчах — 14 кунтан ытла мар. Яваплӑ пуҫлӑхсене ҫитменлӗхшӗн штрафлама йышӑннӑ.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутатне Петр Краснова Куҫма Турхан ячӗллӗ премипе чысланӑ. Кун пирки Комсомольски район администрацийӗн тата республика парламенчӗн официаллӑ сайчӗсем хыпарлаҫҫӗ.
Тивӗҫлӗ йышӑнӑва Каҫал район администрацийӗн пуҫлӑхӗ утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнчех аллӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ку премие вӑл тӑрӑхри йӑла-йӗркене аталантарма чылай тӳпе хывнӑшӑн панӑ.
Сӑмах май каласан, Петр Краснов та, чӑваш литературин классикӗ Куҫма Турхан та Каҫал тӑрӑхӗнчи сывлӑшпа вӑй илсе амаланнӑ-аталаннӑ: Петр Степанович 1956 ҫулта Кӗҫӗн Каҫалта ҫуралнӑ, паллӑ ҫыравҫӑ — 1915 ҫулта Вӑрманхӗрри Шӑхальте.
Тӗрлӗ ҫулта республикӑн пичет министрӗнче те, социаллӑ политика министрӗнче те, культура министрӗнче, ЧР Президент Администрацийӗн ертӳҫинче тата ытти сумлӑ вырӑнта тӑрӑшнӑ Петр Краснов хӑйӗн юбилейне Шупашкарти «Мега Гэлакси» кану центрӗнче уявланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Енри Гостехнадзора 13 ҫул ытла ертсе пынӑ Владимир Димитриева Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама шаннине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Ҫак тивӗҫе вӑл утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнченпе пурнӑҫлать. Вырӑнти, районти Депутатсен пухӑвӗнче, Владимир Димитриева тилхепене шанса панӑ хыҫҫӑн вунӑ кунтан, паян, утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, В. Димитриевпа Михаил Игнатьев Элтепер тӗл пулнӑ.
Шупашкар район аталанӑвӗшӗн яваплӑ ҫын унти лару-тӑрупа паллаштарнӑ. Сӑмахран, котельнӑйсенчи лару-тӑрупа. Ҫӗктер поселокӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем маларах Шупашкар район прокуратурине та ҫитнӗччӗ. Вӗсем ӑшӑ шыв ҫуккишӗн пӑшӑрханнӑччӗ. Унта халӗ ӑшӑ трассине юсаса ҫӗнетеҫҫӗ.
Владимир Димитриев Михаил Игнатьев Элтепере тивӗҫе таса чунпа пурнӑҫлама шантарнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарта маунтинбайк енӗпе олимпиецсене хатӗрлекен регион шайӗнчи центр хута кайнӑ.
Ӑна уҫма тӗрлӗ шайри тӳре-шара: Чӑваш Ен Элтеперӗнчен Михаил Игнатьевран пуҫласа РФ Патшалӑх Думин Вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ Алена Аршинова таранах хутшӑннӑ. Спортсменсем те, паллах, пулнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма маунтинбайк енӗпе тӗнчен икӗ хут чемпионки Ирина Калентьева, маунтинбайк енӗпе Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин тӗп тренерӗ Вячеслав Устинович та ҫитнӗ.
Тин ҫеҫ уҫнӑ маунтинбайк центрӗнче хальхи йышши тренажерсем вырнаҫтарнӑ. Вӗсемпе спортсменсем кӑна мар, спорта юратакансем те усӑ курма пултараҫҫӗ тесе ӗнентереҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 23–24-мӗшӗсенче вара пирӗн республикӑра велоспорт енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ.
Улатӑр районӗнчи тӗп пульница шутланнӑ ҫурт Вырӑс православи чиркӗвӗн унти епархине куҫнӑ.
«Тем тӑвакан та пур пуль. Рейдерсем-тӗр...» — тесе ассӑн сывласа кулянма тытӑнакансене лӑплантарар: пульница ҫуртне чиркӳ ҫыннисем сӗмсӗррӗн тапӑнса ярса илмен.
Патшалӑх пурлӑхӗ шутланнӑ ҫурта чиркӗве куҫарса парас тесе Чӑваш Енӗн Правительствин пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Аврелькин йышӑннӑ. Ҫак тӳре-шара республикӑн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗнче ӗҫлет.
Патшалӑх пурлӑхӗнчи ҫурта чиркӗве куҫарасси пирки Владимир Аврелькин ӗнер, утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, 508-р номерлӗ йышӑну кӑларнӑ. Эпир калакан пӗр хутлӑ кирпӗч ҫуртра малтан пульницӑн администрацийӗ вырнаҫнӑ.
Хӗрарӑм тени йӑпӑр-япӑр парӑнасшӑн маррине пӗлетпӗр-ха. Теприсем упӑшкисенчен кӑна мар, прокуратура ӗҫченӗсенчен те шикленсех лармаҫҫӗ иккен.
Ку тӗслӗх Канаш хулинче пулса иртнӗ. Унти прокуратура коррупципе ҫыхӑннӑ саккунсене тӳре-шара епле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ те муниципалитет валли тавар туяннӑ чух йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Кӑлтӑк пирки пакунлисем яваплисене пӗлтернӗ, ҫитменлӗхе пӗтерме сӗннӗ. Лешсем прокуратура асӑрхаттарӑвӗпе килӗшменнине кура прокуратура тепӗр хутчен асӑрхаттарнӑ. Анчах яваплӑ должноҫри хӗрарӑм хальхинче хуравласа та аппаланман, прокуратура ярса пама ыйтса ҫырнӑ хутсене те унта ҫитермен.
Хӑй тӗллӗнех ҫавӑн пек кутӑнлашман пулӗ-ха хӗрарӑм. Ҫӳлтисем хушнипе пулӗ. Анчах явапне унӑн хӑйӗнех тытма тивӗ: прокурор ыйтнине пурнӑҫламаншӑн ӑна 2 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Муркаш районӗнчи Ҫатракасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ йывӑҫ саккуна пӑсса каснӑ. Пӗтӗмпе 192 йывӑҫа йӑвантарнӑ вӑл.
Ку ӗҫре ӑна ял халӑхӗ пулӑшнӑ. Анчах халӑха улталанӑ вӑл. Йывӑҫсене касни саккунлӑ пулнине, унта йӗлтӗр йӗрӗ тумаллине каланӑ вӑл. Ҫапла пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче халӑх кар тӑрса 192 йывӑҫа — хыр, ҫӑка, вӗрене, юман — каснӑ. Вӗсене вӑл ял халӑхне пама шантарнӑ.
Халӗ должноҫри ҫыннӑн явап тытма тивӗ. Вӑл Ильинкӑри вӑрман хуҫалӑхне сиен кӳнӗ. Пӗтӗмпе 1,5 миллион тенкӗ тӑкак кӑтартнӑ. Следовательсем 30 кӳнтеленрен ыйтса пӗлнӗ. Халӗ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
«Чӑвашӗнне туян!» ҫакнашкал сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе чылай лавккара усӑ курма тытӑнчӗҫ. Сентресем ҫинче Чӑвашра туса кӑларнӑ продцукци нумай-и? Ҫакна тӳре-шара тӗрӗсленӗ.
ЧР Ял хуҫалӑх министерствин специалисчӗсем тата Шупашкар хула администрацийӗ пасарсемпе лавккасене ҫитнӗ, вырӑнти тавара мӗнлерех сутнипе кӑсӑкланнӑ.
Сергей Артамонов министр ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи пасара пӗрремӗш ҫитнӗ. Кунта вырӑнти производительсем ытларах сутаҫҫӗ. Чиновниксем павильонсене пӑхса ҫаврӑннӑ мар сутуҫӑсемпе, туянакансемпе калаҫнӑ. Туянакансене мӗн пӑшӑрхантарать? Ку пасарта пулӑпа аш-какай сутмаҫҫӗ-мӗн. Тӳре-шара ку ҫитменлӗхе пӗтерме шантарнӑ.
Тӗп урамсенчи лавккасемпе гипермаркетсенче те вырӑнти продукцие сутаҫҫӗ. Вӗсене рекламӑлаҫҫӗ те, ятарлӑ вывескӑсем ҫакнӑ.
Тӳре-шара сӗткоматсене тата аталантарасшӑн. Ведомство специалисчӗсем акӑ мӗнле пӗтӗмлетӳ тунӑ: чӑваш таварне ытларах сутмалла, вӗсене посредниксемсӗр сентресем ҫине ҫитермелле. Ҫапла вӗсен хакӗ те йӳнӗрех пулӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи тулли праваллӑ элчи Михаил Бабич тата Китай Халӑх Республикин Патшалӑх Канашӗн членӗ Ян Цзечи ертсе пынипе Чӗмпӗрте регионсем тата КНРти Янцзы шывӗн Ҫӳлти тата Вӑтам юхӑмӗсен регионӗсем «Атӑл-Янцзы» форматпа ирттерекен ларӑва хутшӑннӑ.
Республика Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тарӑх, Ян Цзечи Атӑлҫи округӗнчи регионсемпе Китай провинцийӗсем килӗштерсе ӗҫлесси вӑй илет, ӗҫ кӑтартӑвӗ те курӑмлӑ. Чӑваш Ен Янцзы тӑрӑхӗнчи регионсемпе ӗҫлӗ ҫыхӑну тытни ҫинчен Михаил Игнатьев каласа панӑ. «Эпир икӗ халӑх ҫывӑхланмалли, икӗ еншӗн те тупӑшлӑ экономика ҫыхӑнӑвӗсене аталантармалли условисем йӗркелес тӗллевпе ҫине тӑрса ӗҫлетпӗр», — тенӗ вӑл.
Китайри Аньхой провинцийӗн кӗпӗрнаттӑрӗн ҫумӗ Лю Ли тата пирӗн республика ертӳҫи Михаил Игнатьев килӗштерсе ӗҫлесси пирки алӑ пуснӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Михайлов Максим Дормидонтович, опера юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Эмине Йылмаз, чӑваш чӗлхине тӗпчекен турккӑ ӑсчахӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |