Нумаях пулмасть Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев сывлӑхшӑн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ эмелсемпе тивӗҫтерессине епле йӗркеленипе тата хаксемпе паллашнӑ. Ҫак тӗллевпе вӑл «Фармаци» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн 6-мӗш аптекинче пулнӑ.
Аптека тӗрлӗ препаратпа пуянни палӑрнӑ. Курупкисем пӗри тепринчен чипер. Пӗр чиртенех сиплекен эмел хакӗ ӑна кам туса кӑларнине кура уйрӑлса тӑрать. Хамӑр ҫӗршывра кӑларнисем ют ҫӗртен кӳрсе килнисенчен йӳнӗрех пулин те теприсем хаклинех туянма ӑнтӑлаҫҫӗ иккен. Кун пирки Элтепере аптекӑра ӗҫлекен пӗлтернӗ.
Республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова ӗнентернӗ тӑрӑх, вӗсен пахалӑхӗ пӗрешкел, анчах кашни препарат тӗрлӗ ҫынна тӗрлӗ витӗм кӳме пултарать. Министр хӑй хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнине илес шухӑшлӑ.