Раштавӑн 19-мӗшӗнче пирӗн республикӑра Раҫҫей фестивалӗн Сочири центрӗн пуҫлӑхӗ Ханс Йоахим Фрей режиссер тата Германири «MosFirst» компани учредителӗ Борис Таваколли пулнине эпир пӗлтернӗччӗ. Вӗсемпе ӗнер Михаил Игнатьев Элтепер те тӗл пулнӑ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, курнӑҫӑва ҫавӑн пекех ЧР Правительствин ертӳҫин икӗ ҫумӗ: экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӳ министрӗ Владимир Аврелькин тата финанс министрӗ Светлана Енилина, «Тус» строительство фирмин директорӗ Николай Угаслов тата РФ Федераци Пухӑвӗнчи республикӑн сенаторӗ Вадим Николаев хутшӑннӑ.
Ханс Йоахим Фрай Шупашкарта пысӑк культура мероприятийӗ ирттерме сӗннӗ. Ку вӑл, ун шучӗпе, Европа ҫыннисене пирӗн тӑрӑх пирки лайӑхрах пӗлме май парӗ. Унсӑр пуҫне пирӗн делегацие республикӑн инвестици вӑй-хӑвачӗпе паллаштарма Германие чӗннӗ. Михаил Игнатьев Элтепер хӑнасене, культура пайташӗсене тата усламҫӑсене ҫитес ҫулхи Республика кунне чӗннӗ.
Чӑваш Енри тӳре-шара ҫӑмӑллӑхлӑ проезднойсене пӑрахӑҫлама шухӑшланине, кун пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах хыпарланӑччӗ. Аса илтеретпӗр, ЧР Министрсен Кабинечӗн раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртнӗ ларӑвӗнче ҫак ыйтӑва сӳтсе явнӑ чухне тӳре-шара экономика лару-тӑрӑвӗ ҫивӗччине палӑртнӑ. Шупашкарти троллейбус управленийӗн парӑмӗ 85 миллион тенке ҫитни те ҫак утӑма тума хистет-мӗн.
Шупашкар хула влаҫӗсем вара ку лару-тӑрура шкул ачисене тата студентсене 500 тенкӗпе проездной сутма пуҫласшӑн. Ахальли 700 тенкӗ тӑнине шута илсен ҫак утӑм ҫынсене кӑшт та пулин перекетлеме май памалла. Тата троллейбус управленине те усӑ кӳмелле.
Ветеринарсене хулара пулсан йытӑ-кушак сиплевҫисем пек кӑна йышӑнма пулать. Ялта вара вӗсем тепӗр чухне тухтӑртан паха: ӗне пӑруламалла-и, сысна чирлет-и, ытти выльӑх амакпа аптӑрать-и — хушма хуҫалӑх тытакан тӳрех ветеринар патне васкать.
Канаш районӗнчи Вӑтакас Кипечри выльӑх-чӗрлӗх тухтӑрӗсем нумаях пулмасть ҫӗнӗ ҫурта ӗҫлеме куҫнӑ. Ҫак ятпа вырӑнтисем хаваслӑ та шавлӑ мероприятиех ирттернӗ. Ветучасток алӑкне тӗрлӗ тӗслӗ шарпа илемлетнӗ, хӗрлӗ хӑйӑва касма районтисем килсе ҫитнӗ.
Канаш районӗнче пурӗ 16 ветучасток, вӗсенчен пӗри — Вӑтакас Кипечре. Выльӑх-чӗрлӗхе сиплекенсене ӗҫлеме хӑтлӑ пултӑр тесе вырӑнти ял тӑрӑхӗнче вырӑн уйӑрса панӑ. 1997 ҫултанпа ӗҫлекен ветучасток Ӑвӑспӳрт Кипеч ял тӑрӑхӗнчи ялсене те пӑхса тӑрать.
Виҫӗмкун Канаш хулинче пӗр пуҫлӑха темиҫе пуҫлӑх саламланӑ. Ҫав кун унта Раҫҫей Федерацийӗн Налук службин районсем хушшинчи 4-мӗш инспекцийӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхӗ ӗҫе кӳлӗннӗ.
Налукҫӑсен ертӳҫине коллективпа кӑна мар, асӑннӑ ведомство налук пухакан территорисенчи муниципалитетсен: Канаш хулин (администраци ертӳҫи — Владислав Софронов), Канаш районӗн (ертӳҫи — Владимир Степанов), Тӑвай районӗн (ертӳҫи — Владимир Ванерке) пуҫлӑхӗсемпе те паллаштарнӑ.
Районсем хушшинчи 4-мӗш инспекцие Надежда Поликарпова ертсе пыма тытӑннӑ. Ҫӗнӗ ӗҫ коллективӗнчи пӗрремӗш ӗҫ кунӗпе ӑна ФНСӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Марина Петрова та саламланӑ. Тӳре-шара Канаш тӑрӑхӗнчи тӗп налукҫӑна чечек ҫыххи тыттарнӑ, ӑшӑ сӑмахсем каланӑ.
Чӑваш Енӗн культура, наци тата архив ӗҫӗсен министрӗ Константин Яковлев Вӑрнар районӗнче пулнӑ. Министр муниципалитетри культура учрежденийӗсемпе паллашнӑ тата вӗсенче ӗҫлекенсемпе курса калаҫнӑ. Министрпа вырӑнти тӳре-шара: район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев тата культура пайӗн пуҫлӑхӗ Ирина Алексеева — ҫӳренӗ.
Министр паллашӑва Ҫӗрпел ял тӑрӑхӗнчен пуҫланӑ. Вӑл унти Культура ҫуртӗнче, Хорнсорти клубра тата вулавӑшра пулнӑ. Юлашкинчен асӑннинче культурӑпа сывлӑх центрӗ тума пуҫланӑ, анчах ӗҫе вӗҫне ҫитермен. Константин Геннадиевич ял тӑрӑхӗнче лайӑх Культура ҫуртӗнче пуррине, унтах ӗҫлеме май пуррине палӑртнӑ. Ҫӗрпелти культура центрне те министр ырланӑ.
Хорнсорти вӗҫлемен объекта тӑвассине министр республика ертӳҫисемпе сӳтсе явма шантарнӑ.
Ӗнер пирӗн республикӑра тата тепӗр фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Хӑвӑрт мелпе ҫӗкленекен ҫак ҫурта Шӑмӑршӑ районӗнчи Чӑваш Патирек ялӗнче уҫнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин та хутшӑннӑ. Ҫӗнӗ ФАП уҫнине пысӑк шайри тӳре-шара ырланӑ, медицина пулӑшӑвӗ илме ҫынсене ҫывӑх пултӑр тесен республика правительстви ҫине тӑнине палӑртнӑ.
Аса илтеретпӗр, хӑвӑрт ҫӗкленекен ФАПсене юлашки 2,5 ҫулта Чӑваш Енре 100 пункт уҫнӑ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ ятарлӑ хушу та кӑларнӑччӗ. 2018 ҫул тӗлне тата тепӗр аллӑ хута ямалла, вӗсенчен 24-шне кӑҫал ӗҫлеттерсе яма палӑртнӑ. Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра 525 фельдшерпа акушер пункчӗ ӗҫлет. Чӑваш Патирекри тухтӑр ҫурчӗ 450-а яхӑн ҫынна пӑхса тӑрӗ.
Муркаш районӗнчи тӳре-шара ҫынсен ыйтӑвне пӑхса тухма васкаманнишӗн прокуратура куҫӗ тӗлне лекнӗ. Ҫӑхавпа пакунлисем патне асӑннӑ районти пӗр ҫын ҫитнӗ. Хӑйӗн ыйтӑвне тӳре-шара хуравласса кӗтсе ывӑннипе ҫакскер надзор органне хӳтӗлеме ыйтнӑ.
Чӑн та, «О порядке рассмотрения обращения граждан в Российской Федерации» (чӑв. Раҫҫей Федерацийӗнче ҫынсен ыйтӑвне пӑхса тухассин йӗрки ҫинчен) федераци саккунӗн 12-мӗш статйинче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, патшалӑх органӗсен е должноҫри ҫынсен граждансем ыйтса ҫырнине 30 кунта хуравламалла. Муркаш район прокуратурин тӗрӗслевӗ палӑртнӑ тӑрӑх, маларах асӑннӑ тӗслӗхри ҫын ҫырупа кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче район администрацине кайнӑ. Анчах ӑна авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче кӑна хуравланӑ.
Кӑлтӑкшӑн райадминистраци пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарса 5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Ку ыйтупа ҫулталӑк калаҫманччӗ. Халӗ каллех ҫӗкленӗ. Сӑмах — Шупашкарти Ехрем купса бульварӗнче вырнаҫнӑ ҫурт пирки.
Ку ыйтупа хула администрацийӗн эрнекун иртнӗ канашлура калаҫнӑ. Унта ҫурта ҫӗнетмеллине палӑртнӑ, 3 проект эскизӗ сӗннӗ. Проектра кӑтартнӑ тӑрӑх, объект калӑпӑшӗ пысӑкланмалла.
Анчах хула администрацийӗ нихӑш проектне те йышӑнман, мӗншӗн тесен ӑна пурнӑҫа кӗртмешкӗн машинсем чарӑнмалли вырӑн ҫитмест. Ҫитменнине, ҫурт ҫӳллӗ пулни хулан истори пайӗпе килӗшсе тӑмасть.
Алексей Ладыков ҫитес эрне вӗҫӗччен проект паспортне кӑтартма ыйтнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗнетнӗ ҫуртра Шупашкар хулин музейӗ вырнаҫӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӑкалӑх ялӗнчи 1963 ҫулта хута янӑ икӗ хутлӑ баракра куҫӗ япӑх куракан ашшӗпе унӑн 39 ҫулти сусӑр хӗрӗ пурӑнаҫҫӗ. Вӗсен нушаллӑ пурнӑҫне «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» Алина Изман журналист ҫырса кӑтартнӑ.
«Ҫурт тӑрринчен шыв аннине пула подъезд стенисем ҫав тери тӗссӗр, йывӑҫ картлашкасемпе утма хӑрамалла, йӑлтах ҫӗрнӗ, юхӑннӑ. Пуҫ ҫине мӗн те пулин йӑтӑнса анасран чун юлмарӗ», — тесе пуҫланӑ Журавлевсем патне епле пырса кӗнине. Журавлевсене пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтерес тӗлӗшпе 2012 ҫултах суд пуҫланнӑ. «Эпир нумая хапсӑнмастпӑр: сӗтелпе кравать вырнаҫмалӑх пӳлӗм, туалетпа ванна ҫеҫ пултӑрччӗ», — тенӗ те ҫамрӑк хӗрарӑм судья умӗнчех йӗрсе янӑ. Анчах ыйтӑва паянта та тивӗҫтермен.
«Ирҫе Ҫармӑсра, Ҫӑкалӑхра общежити пур. Сӗнтӗмӗр — хирӗҫлерӗҫ. Условисем тивӗҫтермеҫҫӗ тӗк Хурамалти ватӑсен ҫурчӗ те вӗсене йышӑнма хатӗр, анчах хӑйсем ниҫта та каясшӑн мар», — ӑнлантарнӑ Ирҫе Ҫармӑс ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Леонид Кураков.
Нумаях пулмасть Етӗрне районӗнчи Урпаш шкулӗнче вӗреннӗ Ксюша Максимова районти ӑмӑртӑва хутшӑннӑ чухне комӑна кӗрсе ӳкни, вӑл 10 уйӑх выртнӑ хыҫҫӑн вилни пирки пӗлтернӗччӗ.
РФ спорт министрӗ Виталий Мутко ачасем вӑй-хал культурин урокӗнче час-часах вилнин сӑлтавне уҫӑмлатма хушнӑ. Юлашки темиҫе уйӑхра кунашкал тӗслӗх тӑтӑшах пулнӑ-мӗн. Ксюша Максимова та, ав, спорт ӑмӑртӑвӗнче хӑйне япӑх туйнӑ, кайран комӑра выртнӑ.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 15-мӗшӗччен Раҫҫейре вӑй-хал культурин урокӗнче 9 ача вилнӗ: Пушкӑртстанра, Кемӗр тата Владимир облаҫӗнче, Мускав ҫывӑхӗнче. Чылай тӗслӗхре тухтӑрсен йӑнӑшӗ пур: вӗсем урока каймашкӑн ача мӗнле ушкӑна кӗнине тӗрӗс мар палӑртнӑ. Е ашшӗ-амӑшӗ ачин чир-чӗрӗ пирки пӗлтермест.
Мутко ку тӗлӗшпе нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тишкерӳ тума хушу панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |