Шупашкарти 5-мӗш гимназин 10 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ чухне унӑн директорӗ Инна Исаева (вӑл чӑваш парламенчӗн депутачӗ) ташша тухнӑ. Кун пирки республикӑри усламҫӑсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй Владимир Иванов «Фейсбукри» хӑйӗн страницинче хыпарланӑ, илемлӗ фотокадрсем вырнаҫтарнӑ.
Аса илтеретпӗр, савӑнӑҫлӑ мероприяти кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртнӗ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пухӑннӑ уява республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев, республикӑн Патшалӑх Канашӗн спикерӗ Валерий Филимонов, вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алесей Ладыков, Шупашкар мэрӗ Ирина Клементьева хутшӑннӑ, гимназистсемпе вӗсен ашшӗ-амӑшне вӗренӳ учрежденийӗн юбилейӗпе саламланӑ.
Чӑваш Енӗн Правительствин нумаях пулмасть иртнӗ ларӑвӗнче Шупашкарта планетари тӑвас ыйтӑва хускатнӑ. Ҫавӑн чухне Михаил Игнатьев культура министрӗнчен Константин Яковлевран ӗҫе уйрӑм ҫынсем укҫа хывасси епле пынипе кӑсӑкланнӑ.
«Патшалӑхпа уйрӑм ҫын партнерствин принципӗ пулӗ-и?» — кӑсӑкланнӑ Элтепер. Министр: «Хальхи вӑхӑтра проект документацине хатӗрлеҫҫӗ, нарӑсӑн 20-мӗшӗнче экспертиза илмелле», — тенӗ. «Манӑн конкретлӑ ыйтӑва хуравлӑр тархасшӑн. Юмах ан калӑр», — пӳлнӗ министра Элтепер. «Хальлӗхе ку енӗпе ӗҫлетпӗр», — хуравланӑ хайхи республика ертӳҫине. «Тавтапуҫ бюрократ — патшалӑх министрӗн хуравӗшӗн», — тенӗ Михаил Игнатьев кӑмӑлсӑррӑн.
Тивӗҫтерекен хурав кӗтсе илеймен енне вӑл Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗпе темӑна малалла тӑснӑ.
Шупашкар хула администрацийӗ хулари ҫӗр лаптӑкӗсен тасалӑхне сӑнасах тӑрать.
Кӑрлач уйӑхӗн 9-25-мӗшӗсенче администрацин специалисчӗсем вырӑна тухса тӗрӗслевсем ирттернӗ. Вӗсем хӑш-пӗр ҫӗрте ҫитменлӗхсене тупса палӑртнӑ.
Юраман ҫӗре ҫӳп-ҫап тухса пӑрахнӑ виҫӗ тӗслӗхе шута илнӗ. Айӑплисене административлӑ майпа явап тыттарӗҫ.
2016 ҫулхи раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнчи кӑтартусене ӗненес тӗк, ҫӳп-ҫаппа тултарнӑ ҫӗр лаптӑкӗ 2366 тӑваткал метрпа танлашнӑ. Кӑрлачӑн 23-мӗшӗ тӗлне вара кунашкал лаптӑк 999,25 тӑваткал метр чакнӑ. Халӗ пӗтӗмпе ҫӳп-ҫаппа вараланнӑ 1266,75 тӑваткал метр юлнӑ.
Нарӑс уйӑхӗнче Раҫҫейре йӑлана кӗнӗ «Йӗлтӗр йӗрӗ» иртет. Кӑҫалхипе вӑл 35-мӗш хут йӗркеленӗ.
Анлӑ спорт мероприятине ирттерме Чӑваш Ен те хатӗрленет. Кӑҫал вӑл нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче иртӗ. Шупашкарта кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, вӑл аэропорт ҫывӑхӗнче пулӗ.
Яланхи пекех ӑмӑрту VIP-чупуран пуҫланӗ. Тӳре-шара йӗлтӗрпе 2017 метр ярӑнӗ. Унтан пӗтӗмӗшле старт пуҫланӗ. Унта 3 ҫухрӑм чупӗҫ. Кун хыҫҫӑн 5 тата 10 ҫухрӑмлӑ дистанцисене парӑнтарӗҫ.
«Йӗлтӗр йӗрӗ» 12 сехетре пуҫланӗ.
Шупашкарта ӑшӑ трасси ҫинче авари пулнӑ. Юсав ӗҫӗсем темиҫе сехет пыраҫҫӗ ӗнтӗ.
Паян Мичман урамӗпе Кривов урамӗ хӗресленекен вырӑнта ӑшӑ трасси ҫинче авари пулнӑ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакна пула 9,5 пин ҫын ӑшӑсӑр тӑрса юлнӑ. Хваттерсене пӑрӑхсем сивӗ. Ҫулпа вара машинӑсем иртсе ҫӳреймен.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков аварие пӗтерес тӗллевпе ӗҫлӗ комисси йӗркеленӗ. 17 сехетре вырӑна Шупашкар мэрӗ Ирина Клементьева тата Алексей Ладыков ҫитнӗ.
Ӑшӑ пӑрӑхӗсене ҫур ҫӗрччен йӗркене кӗртме шантарнӑ.
Ҫак кунсенче Чӑваш Ене итальянсем килнӗ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев вӗсемпе кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртнӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.
Тӗлпулура Михаил Игнатьев тата UNICUSANO компанисен ушкӑнӗн ертӳҫи Стефано Бандекки Чӑваш Енре теплица комплексӗсене хута ярасси пирки калаҫнӑ. Ҫавӑн пекех вӑрӑсен банкӗ тӑвасшӑн. Ку Чӑваш Ене Итали ҫыннисен опытне шута илсе ӳсен-тӑран селекци центрне тума май парӗ.
Тӗлпулура икӗ ен Сӗнтӗрвӑрри районӗнче теплица комплексӗсем тӑвассипе ҫыхӑннӑ проекта алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Манӑн ҫӑлтӑр тӳпере» ятпа курав уҫнӑ. Ӑна Чӑваш Республикин халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ. Куравра поэтӑн докуменчӗсемпе, сӑн ӳкерчӗкӗсемпе, япалисемпе, ал ҫырӑвӗсемпе тата автор хайлавӗсемпе паллашма пулать.
Уява республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов тата ыттисем хутшӑннӑ. Поэтӑн ывӑлӗ Атнер Хусанкай, вӑл филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ашшӗн пурнӑҫӗнчи кӑсӑклӑ самантсене аса илнӗ. Унӑн кашни кӗнеки хӑйӗншӗн пурнӑҫ энциклопедийӗ евӗр пулнине палӑртнӑ. Курава уҫнӑ ҫӗре СССР халӑх артистки Вера Кузьмина та пынӑ. Вӑл мӑшӑрӗн «Тилли юррисем» хайлавӗнчи сыпӑка вуланӑ.
Роза Степанова юрӑҫ Вера Кузьминан юратнӑ юррине (Литература музейӗн сайтӗнчи хыпарта, шел те, мӗнлине каламан) шӑрантарса панӑ.
Чӑваш Енре ОБЖ (вырӑсла аббревиатурӑна чӑвашла куҫарсан пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗ тенине пӗлтерет) учителӗсен квалификацине ӳстерттересшӗн. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи — Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫи Владимир Васильев сӗннӗ.
Вӑл Раҫҫейӗн Хӳтӗлев министерствин пайташӗсемпе иртнӗ канашлӑва хутшӑннӑ. Унта ҫарпа патриотизм воспитанийӗ парассипе тата ҫынсене ҫар службине хатӗрлессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Юрий Васильев пирӗн республикӑра юнармеецсен юхӑмӗсен «Зарница» тата «Орленок» вӑййисене ирттересси ҫур ӗмӗре яхӑн татӑлманнине палӑртнӑ. Республикӑри пысӑк тӳре-шара пулнӑ май вӑл Республикӑри вӗренӳ институтӗнче ОБЖ учителӗсем валли курс уҫма хушса каланӑ. «Ӗҫе кӑҫалах тытӑнмалла», — тенӗ вӑл.
Чӑваш Енӗн Правительствинче тата тепӗр канаш йӗркеленӗ. Хальхи вӑрман хуҫалӑхӗ енӗпе ӗҫлекенни пулӗ.
Канашӑн положенийӗнче каланӑ тӑрӑх, ку органӑн ӗҫ тӑвакан влаҫӑн федераци органӗсемпе, ҫак влаҫӑн территорисенчи органӗсемпе, ӗҫ тӑвакан влаҫпа ҫыхӑну тытмалла. Унӑн Конституцине тата Раҫҫейпе Чӑваш Енӗн саккунӗсене пӑхӑнса тӑмалла.
Йышӑнура каланӑ тӑрӑх, канашӑн вӑрман хуҫалӑхӗнчи приоритетлӑ тата малашлӑ плансене тишкермелле тата палӑртмалла. Вӑрмансене хӳтӗлесси те ун ҫинче пулӗ. Отрасле укҫа-тенкӗ илсе килесси пирки те канашӑн пуҫ ватмалла.
Ҫӗнӗ канаш пирки йышӑнӑва республика правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин ӗнер алӑ пуснӑ. Паян ӑна ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Малтанах 20 ҫулти хӗре Шупашкар хула администрацийӗ ҫурт-йӗр илмешкӗн документсене хатӗрлемелли пирки пӗлтернӗ. Анчах кайран тӑрук ку ӗҫе каярах хӑвармаллине каланӑ.
Анна Федорова, тӑлӑхскер, черетре 2013 ҫултанпа тӑрать. Хваттере кӗҫех куҫасси пирки ӑна кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Тепӗр эрнеренех халех ҫӗнӗ хваттер пулмассине пӗлтернӗ. Темӗнле постановленипе килӗшӳллӗн пурӑнмалли кӗтесӗн пӗр пайӗ администрацие куҫнине кӗскен ӑнлантарнӑ та телефона сӳнтернӗ.
Тепӗр тӑлӑхсем тавӑҫ ҫырса суда выляса илнӗ-мӗн. Ҫавӑнпа вӗсене хваттер памах тивнӗ. Пӗлтӗр ҫеҫ черете тӑнисем кӗтеслӗ пулса юлнӑ. Анна Федоровӑн вара хальлӗхе асламӑшӗпе тата унӑн икӗ мӑнукӗпе пурӑнма тивӗ. Хӗр хваттере кӑҫалах тивӗҫессе шантарнӑ-ха та…
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |