Ҫӗнӗ ҫулти канмалли кунсене пӑхмасӑрах Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫак кунсенче тӗрлӗ район пуҫлӑхӗпе курса калаҫнӑ.
Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Степанов, сӑмахран, Михаил Игнатьева тата правительствӑна ялсенче фельдшерпа акушер пункчӗсем тунишӗн тав тунӑ. Муниципалитет ертӳҫине Михаил Игнатьев пушӑ ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртессипе ҫине тӑма хушнӑ.
Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Самаркин фермӑсемпе пахча-ҫимӗҫ хранилищисем тӑвассипе кӑҫал малалла тимлеме шантарнӑ. Района ертӳҫи Урмаелте шкул ҫулне ҫитменнисем валли хушма вырӑн кирлине палӑртнӑ. Михаил Игнатьев шӑпӑрлансем валли ялти шкулта уйрӑм уҫма килӗшнӗ.
Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхне Сергей Горбунова Михаил Игнатьев муниципалитета инвестици илсе килессипе ҫине тӑма сӗннӗ. Пӑрачкав район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Евгений Лебедевпа та социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ.
Канаш районӗнчи Уҫырмара пурӑнакан 17 ҫемье нумаях пулмасть ҫӗнӗ хваттере пурӑнма куҫнӑ. Унччен вӗсем пурте кивӗ те ишӗлекен ҫуртра хӗсӗнсе пурӑннӑ. Халӗ ҫавсене Ҫурҫӗр урамри 24 хваттерлӗ ҫуртра хваттер уҫҫи панӑ.
Ҫурта иртнӗ ҫулхи ҫу уйӑхӗнче «Канашская» ПМК хӑпартма пуҫланӑ. Ӑна тума 21,2 миллион тенкӗ ытла тухса кайнӑ. Хваттерсене Уҫырмари кивӗ ҫичӗ ҫуртра пурӑнакан ҫичӗ ҫемье валли тунӑ. Унсӑр пуҫне виҫӗ тӑлӑха та ҫавӑнта хваттер панӑ.
Хваттер уҫҫисене вӗсен хуҫисене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Валентина Алантьева ӑшӑ сӑмах каласа тыттарнӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр Канаш районӗнчи 138 ҫемьене ҫӗнӗ хваттер уҫҫи панӑ. Вӗсем пурте — унччен кивӗ ҫуртра пурӑннӑ ҫынсем.
Ҫӗнӗ ҫулта Ҫӗрпӳ хули ҫутӑсӑр ларнӑ. Пысӑк вольтлӑ лини ҫинче авари пулнӑ. Кун пирки ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева та пӗлтернӗ.
Телее, ҫӗрпӳсем Ҫӗнӗ ҫула тӗттӗмре кӗтсе илмен. Авари раштавӑн 31-мӗшӗнче 8 сехет те 58 минутра пулнӑ. 11 трансформатор подстанцийӗ пысӑк вольтлӑ линирен электричество илеймен. 13 сехетре электричествӑна йӗркене кӗртнӗ. Ҫав вӑхӑт тӗлне Хӗвелтухӑҫ урамӗнче ҫеҫ 14 ҫурт ҫутӑсӑр ларнӑ.
Кун пирки Элтепере пӗлтерсен ЖКХ тата строительство министрӗн ҫумӗ Максим Иванов Ҫӗрпӗве тухса кайнӑ. Вӑл унта ӗҫ мӗнлерех пынине тӗрӗслесе тӑнӑ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн ӗҫре палӑрнисене чысланӑ. Вӗсене ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртне йыхравланӑ.
Вӑрнарти аш-какай комбинатӗнче ӗҫлекен Валентина Романова хӑйӗн ӗҫне хакланӑшӑн савӑннӑ. Наградӑна Шупашкарти агрегат савутӗнче вӑй хуракан Владимир Мастеров та тивӗҫнӗ.
«Чӑваш Ен» ПТРК ӗҫченӗсене Владимир Неверова, Виктор Степанова та Ҫӗнӗ ҫул умӗн савӑнтарнӑ. Вӗсем те чыславра пулнӑ. Владимир Юрьевич телекуравра 20 ҫул ытла ӗҫлет. Ҫак тапхӑрта вӑл лайӑх енчен ҫеҫ палӑрнӑ.
Виктор Степанов вара яланах камера хыҫӗнче тӑрать, кунашкал награда панине те вӑл пӗрре мар ӳкернӗ. Халӗ хӑй те ав чысланисен йышӗнче пулнӑ.
Хисеплӗ наградӑна, «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена, ЧР Элтеперӗн администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев та тивӗҫнӗ. Финанс министрӗ Светлана Енилина та ҫак орденлӑ пулнӑ.
Нумаях пулмасть «Ирӗклӗх» общество организацийӗн хастарӗсем ЧР Элтеперӗ патне ҫыру янине, вӗсем Чӑваш Енре ӳкернӗ документлӑ фильмсене, халӗ ЧР Электрон тата кинождокументаци архивӗнче упранаканскерсене, тӗнче тетелне вырнаҫтарма ыйтнине сайтра пӗлтернӗччӗ. Хастарсем «Страна Чувашия» документлӑ лентӑна, «Спящая роща» илемлӗ фильма тата ыттисене ҫынсем курччӑр тесе ыйтнӑ.
«Ирӗклӗх» ҫырӑвӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, ҫав фильмсем архивра тусан пуҫтарса выртаҫҫӗ. Ҫак кунсенче хастарсен ҫырӑвне ЧР Культура министерстви хуравланӑ. Унти тӳре-шаран шухӑшӗпе, ҫав фильмсене тӗнче тетелне вырнаҫтарма юрамасть.
Культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов ҫырӑва хуравланӑ май ҫапла палӑртнӑ: Патшалӑх архивӗ ыркӑмӑллӑх мероприятийӗсене, ҫавра сӗтелсем, семинарсем ирттернӗ чухне ку фильмсемпе усӑ курать. Кунсӑр пуҫне ҫак кинофильмсем «Чувашия. Кинематограф. Из века в век» мультимедийлӑ кӑларӑма кӗнӗ. Грантпа килӗшӳллӗн, ку кӑларӑма республикӑри вулавӑшсене парӗҫ, унта ачасем вӗренӗҫ.
Раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев чи лайӑх ӗҫлекен тата професси тӗлӗшӗнчен пысӑк ҫитӗнӳпе палӑрнӑ 40 ытла специалиста Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин патшалӑх наградисемпе чысланӑ.
«Эсир Раҫҫей, Чӑваш Ен наци мӑнаҫлӑхӗ, унӑн илемӗ. Ҫитӗнекен ӑрушӑн ырӑ тӗслӗх пулса тӑратӑр. Сирӗнтен ыттисен вӗренсе пымалла. Эсир тӑрӑшса, хӑвӑра шанса панӑ ӗҫе тулли кӑмӑлпа яланах пурнӑҫлатӑр. Чӑваш Ен ырлӑхӗ, тӑнӑҫлӑхӗ сирӗнтен килет. Тавах Сире, тӑван ҫӗршыва, тӑван тавралӑха, ӗҫе юратнӑшӑн», — тенӗ Михаил Игнатьев наградӑна илнисене ырласа.
Хисепе тивӗҫнисем хушшинче — Куҫ микрохирругийӗн Шупашкарти филиалӗн директор ҫумӗ Надежда Поздеева, Шупашкарти электроаппарат завочӗн слесарь-инструментальщикӗ Юрий Маслов, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев тата ыттисем.
Красноармейски районӗнчи нумай ачаллӑ тата тепӗр 10 ҫемье ҫӗр лаптӑкӗллӗ пулса тӑнӑ. Пӗтӗмпе вара кӑҫал вӑл тӑрӑхри 26 ҫемье ӑна тӳлевсӗр илнӗ.
Хальхи вуннӑшне ҫӗр лаптӑкӗ хуҫи пулма ирӗк паракан хутсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура паян тыттарнӑ. Нумай ачаллисене район администрацийӗн ларусен залне пухнӑ. Ҫӗр парасси ҫинчен калакан хута район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Молотков тыттарнӑ. Сергей Львович ҫӗрӗ Красноармейскинчи ҫӗнӗ микрорайонта уйӑрнӑ. Халӗ вӑл вырӑна ҫутӑ, газ тата шыв кӗртме проект тӑвассипе ӗҫленине пӗлтернӗ.
Ӗнер, раштавӑн 29-мӗшӗнче, Мӑн Шетмӗ тӑрӑхӗнчи нумай ачаллӑ виҫӗ ҫемьене ҫӗр хучӗ тыттарнӑ.
Ҫӗр лаптӑкӗ тӑма черетре тӑракан нумай ачаллӑ 149 ҫемьерен 134-шӗ участоклӑ пулнӑ. Ҫав йышран 56-шӗ хушма хуҫалӑха аталантарма ҫӗр илнӗ, уйрӑм ҫурт хӑпартма – 78-шӗ.
«Советский спорт» хаҫат эксперчӗсем спортпа туслӑ регионсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Списокра пирӗн республика ҫӗршыври 85 регионтан 82-мӗшне кайса ларнӑ.
Чӑваш Енӗн Физкультурӑпа спорт министерстви хаҫатӑн танлаштарӑвӗпе килӗшменнине пӗлтернӗ. Сергей Шелтуков министр «Советский спорт» хаҫатӑн тӗп редакторӗпе калаҫнӑ иккен, анчах журналист хаклав критерийӗсене уҫса паман пулать. Вӑл никама пӑхӑнман эксперт ячӗсене те асӑнма килӗшмен имӗш. Ун вырӑнне редакци Чӑваш Енри спорт аталанӑвӗ пирки тӳлевсӗр материал вырнаҫтарма килӗшнӗ-мӗн.
Сӑмах май, ҫак уйӑхра «Звезда» телеканалпа «Фетисов» ток-шоура (ӑна Вячеслав Фетисов пысӑк титуллӑ спортсмен, хоккеист ертсе пырать) Улатӑрти япӑха тухнӑ хоккей лапамӗ пирки сюжет кӑтартнӑччӗ. Студие РФ Патшалӑх Думин депутатне Леонид Черкесова та чӗннӗччӗ. Унта вӑл Улатӑрта темиҫе хут та пулнине, анчах ку ыйту пирки пуҫласа илтнине пӗлтернӗччӗ.
Республикӑра юлашки вӑхӑтра агроклассем уҫӑлма тытӑнчӗҫ. Пӗрремӗшне Красноармейски районӗнчи Трак шкулӗнче уҫнӑччӗ, иккӗмӗшне — Шупашкар районӗнчи Янӑш шкулӗнче. Паян, раштавӑн 29-мӗшенче, тӑваттӑмӗшне ӗҫлеттерсе янӑ. Ӑна Патӑрьелти 2-мӗш вӑтам шкулта йӗркеленӗ.
Вӗренӳ класне уҫма Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министрӗ Юрий Исаев, экономика министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Инна Антонова, Патӑрьел район пуҫлӑхӗ, ЧР Элтеперӗн советникӗ Михаил Петров, асӑннӑ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, Чӑваш патшалӑх ялхуҫалӑх академийӗн ректорӗ Андрей Макушев хутшӑннӑ.
Агрокласс естествӑлла ӑслӑлӑх тата инженери енӗсемлӗ пулӗ. Унта 10—11-мӗш классенче вӗренекенсем ял хуҫалӑх академийӗ хатӗрленӗ программӑсемпе вӗренӗҫ.
«Танлаштарӑм» информаци коммуникацийӗсен центрӗ регион пуҫлӑхӗсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Унта 85 ертӳҫӗ кӗнӗ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей регионӗсен пуҫлӑхӗсен йышӗнче 16-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл пӗрремӗш ушкӑна лекнӗ. Вӑл вара 25 ертӳҫӗрен тӑрать.
Танлаштарӑма Мускав мэрӗ Сергей Собянин, Тӗмен облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Владимир Якушев, Тутарстан президенчӗ Рустам Минниханов чи малти вырӑнсене йышӑннӑ. Чи хыҫалти йӗркесене вара Алтай тӑрӑхӗнчи, Карели тата Бурят республикисенчи ертӳҫӗсем йышӑннӑ.
Палӑртса хӑварар: танлаштарӑма куҫӑн мар майпа анкетировани ирттерсе хатӗрленӗ. Эксперт обществисем ирттернӗ ыйтӑма та шута илнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |