Паян, нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Сочире иртекен Раҫҫейри инвестици форумӗнче Чӑваш Енӗн тата Чулхула облаҫӗн пуҫлӑхӗсем Михаил Игнатьевпа Валерий Шанцев регионсен правительствисем килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен алӑ пуснӑ.
Сӑмах май, регионсем хушшинчи тавар ҫаврӑнӑшӗ халӗ те пӗчӗк мар, ҫитес вӑхӑтра кӑтартӑва 10 млрд тенке ҫитересшӗн. Ҫак цифрӑна Михаил Игнатьев пӗлтернӗ.
«Ял хуҫалӑхне аталантарма Чӑваш Республикинчен пирӗн чылай вӗренмелли пур. Тавралӑха тирпей-илем кӗртессипе те ырӑ тӗслӗхсем вӗсен самай. Эпӗ сахал мар хулана ҫитсе курнӑ. Шупашкар хули хӑйӗн илемӗпе куҫа илӗртет. Чулхулапа танлаштарсан, Шупашкарта хӑтлӑ, хитре, таса. Эпир Чӑваш Республикипе кӳршӗллӗ регионсем кӑна мар, ӗҫлеме пӗлекен чӑн-чӑн партнерсем пулса тӑтӑмӑр», — тенӗ Чулхула облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Валерий Шанцев.
Чӑвашстат республикӑра патшалӑх тытӑмӗнче ӗҫлекен ҫынсен ӗҫ укҫине шутланӑ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, кӑҫал вӗсен вӑтам ӗҫ укҫи 13 процент ӳснӗ.
2016 ҫулта саккун кӑларакансем вӑтамран 48 пин те 700 тенкӗ илнӗ. Пӗлтӗр патшалӑх тытӑмӗнче вӑй хуракансем вӑтамран 32 пин те 200 тенкӗ илнӗ. Ӗҫ тӑвакан влаҫ ӗҫченӗсене 33 пин те 200 тенкӗ шалу тӳленӗ.
Суд приставӗсем тата прокуратура ӗҫченӗсем — чи сахал ӗҫ укҫи илекенсем. Ку кӑтарту, Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр 27 пин те 100 тенкӗпе танлашнӑ.
Муниципалитет служащийӗсен шалӑвӗ 1,3 процент ҫеҫ ӳснӗ. Вӗсем вӑтамран 22 пин те 200 тенкӗ илнӗ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗн ҫумне Виталий Емельянова ӗҫрен кӑларнӑ. 145-мӗш номерлӗ хушӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Законодательство» баннерта вырнаҫтарнӑ.
Виталий Емельянов биографине уҫӑ ҫӑлкуҫсенче тупма май килмерӗ. Министр ҫумӗнче вӑл 2015 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнченпе тӑрӑшни паллӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче летчиксен Ӗрӗнпурти аслӑ ҫар авиаци училищине вӗренсе пӗтернӗ. Летчик-инженер пулнӑ май хӗсметре 1982—1995 ҫулсенче тӑни паллӑ. Виталий Емельянов 1965 ҫулта ҫуралнӑ. Ӑна мӗн сӑлтавпа должноҫрен хӑтарнине официаллӑ йышӑнура каламан.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне республикӑри тӳре-шара пӑр ҫинче ирттернӗ. «Шупашкар-Арена» пӑр керменне пуҫтарӑнса республика Правительствин пайташӗсемпе Шупашкар хула администрацийӗн ушкӑнӗсем хоккейла вылянӑ. Унта Михаил Игнатьев Элтепер те хутшӑннӑ. Ӑмӑрту юлташла иртнӗ пулин те ҫӗнтерме кашни вӑйӑҫ чунтан ӑнтӑлнӑ-талпӑннӑ.
Коньки ҫине тӑнӑ пуҫлӑхсене пирӗн республикӑна килнӗ РФ спорт министрӗн ҫумӗ Марина Томилова саламланӑ. Хӑй ячӗпе кӑна та мар. РФ спорт министрӗн ячӗпе. Чӑваш Енре спорта вӑйлӑ аталантарнине палӑртнӑ май вӑл кунтах Раҫҫейри ӑмӑртусене ахаль мар йӗркеленине пӗлтернӗ. Кӗркунне, сӑмах май, пирӗн республикӑра Ӗҫ ҫыннисен ҫӗршыври спартакиади иртмелле.
Паян ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрне Алла Самойловӑна ӗҫрен кӑларасси пирки хушӑва алӑ пуснӑ. Халӗ ку тивӗҫе Светлана Ананьева вӑхӑтлӑха пурнӑҫлать. Унччен вӑл министр ҫумӗ пулнӑ.
Министра ӗҫрен мӗншӗн кӑларни пирки каламан. Анчах ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче тепӗр хушу алӑ пусни пирки пӗлтернӗ. Унпа килӗшӳллӗн, Алла Самойловӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслаҫҫӗ. Ҫакна вӑл Чӑваш Еншӗн чунне парса тӑрӑшнӑшӑн тивӗҫнӗ.
Каласа хӑварар: Алла Самойлова сывлӑх сыхлавӗн министрӗн пуканне 2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче йышӑннӑ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушӑва алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, унччен усламҫӑсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй пулнӑ Владимир Иванов ЧР транспорт министрӗн пуканне йышӑннӑ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Владимир Иванов 1974 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра истори факультетӗнче вӗреннӗ. Малтан вӑл «Антей-сервис» тата «Кодак-экспресс» фотоцентрсенче ӗҫленӗ.
2012–2013 ҫулсенче вӑл ЧР Элтеперӗн канашҫи пулнӑ. 2013 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен Чӑваш Енри усламҫӑсен прависене хӳтӗленӗ. Владимир Иванов арӑмӗпе пӗрле икӗ ачана воспитани парать.
Шупашкарта 23 сехет хыҫҫӑн троллейбуссене сахалрах ҫӳреттересшӗн. Ку ыйтӑва Шупашкар хула администрацийӗ эрнесерен ирттерекен планеркӑра ҫӗкленӗ.
Шупашкар хула администрацийӗпе троллейбус управленийӗ пассажирсем троллейбуспа усӑ курнине мониторинг тунӑ. Пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн, каҫхине троллейбуспа ҫӳрекен ҫын сахал.
Предприяти тӑкакӗсене пӗчӗклетес тесе 23 сехет хыҫҫӑн рейссен шутне чакарма йышӑннӑ. Ҫапах савутран, предприятирен ҫӗрлехи сменӑран тухакансене илсе ҫӳрекен рейссене пӗтермӗҫ.
Сӑмах май, иртнӗ эрнере Ҫӗнӗ Шупашкарта троллейбуссен рейсӗ чакнӑ. Ку электричествӑшӑн тӳлемен парӑм ӳснипе ҫыхӑннӑ. Паянхи кун тӗлне ку 5 миллион тенкӗпе танлашать.
Ҫӗмӗрлери ача-пӑча пултарулӑх ҫуртне ҫӳрекен ачасем урайӗнче шахматла вылӗҫ. Ку вӑйӑ чылай ачана килӗшет. Сӗтел хушшинче шанк хытса лармалла мартан вӑл пӗчӗккисемшӗн уйрӑмах кӑсӑклӑ пуласса шанаҫҫӗ.
Урайӗнче вылямалли кӳлепесем — 50-60 сантиметр тӑршшӗ. Айккинчен тем пысӑкӑш курӑннӑран пушшех те илӗртӳллӗн туйӑнаҫҫӗ. Калӑпӑшне кура мар вӗсем ҫӑмӑллӑн куҫаҫҫӗ. Пластикран хатӗрленӗскерсем ҫӑмӑл, пахалӑхӗпе чӑтӑмлӑхӗ аваннине кура вӗсем чылайлӑха пымалла. Шахмат кӳлеписене пӗр вырӑнтан тепӗр ҫӗре куҫарас тесен ачасен пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре хускалма тивет.
Ҫӗмӗрлери ача-пӑча пултарулӑх центрне урайӗнчи шахматпа тивӗҫтернишӗн унта ӗҫлекенсем вырӑнти, хула администрацийӗнче тӑрӑшакан, тӳре-шарана тав тӑваҫҫӗ.
Чӑваш Енри тӳре-шара республикӑн «Чӑвашавтотранс» унитарлӑ предприятине сыватасси пирки пуҫ ватнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, предприятин Вӑрмарти филиалӗнче шалу илеймен водительсем иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче забастовка тунӑччӗ, каярах предприятие хупнӑччӗ. Шупашкарти автобус водителӗсемпе кондукторӗсем нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче забастовка тунӑччӗ, вӗсем рейса тухманччӗ. Ӗҫ укҫи парӑмне татас тӗллевпе бюджетран субсиди уйӑрма йышӑннӑччӗ.
Нумаях пулмасть Михаил Игнатьев Элтепер ЧР Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине, Юстици министерствине, Экономика министерствине предприятине финанс тӗлӗшӗнчен сыватмалли план хатӗрлеме хушнӑччӗ. Яваплисем ун пек хута йӗркеленӗ. Унта транспортра аллӑн укҫа тӳлес вырӑнне карттӑпа татӑлассине, водительсене ҫирӗп тӗрӗслессине, маршрут тата филиал сечӗсене оптимизацилессине тата ыттине пӑхса хӑварнӑ.
Чӑваш Енри ачасен правине Елена Сапаркина хӳтӗлӗ. Пӗчӗккисен омбудсменӗ пулма ӑна ӗнер ҫирӗплетнӗ. Кандидатурӑна Чӑваш Енӗн парламенчӗн ӗнерхи черетлӗ сессийӗнче пӑхса тухнӑ.
2015 ҫулхи раштавранпа Елена Сапаркина республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ, унччен вӑл Раҫҫейӗн Пенси фончӗн Шупашкарти управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ.
Тепӗр кандидат та пулнӑ. Вӑл — Шупашкарти электромеханика колледжӗнче математика учителӗнче тӑрӑшакан Сергей Беккер. Ачасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй пулма ӑна «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти сӗннӗ.
Елена Сапаркина хӑйӗн профессийӗ унччен те ачасемпе ҫыхӑннине пӗлтернӗ. Социаллӑ хӳтлӗх сферинче тӑрӑшнӑскер ачасене социаллӑ пулӑшу кӳрессипе те вӑл тимленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |