Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.0 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Юсава пула ачасене кӑнтӑрла киле хӑваланӑ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Таисия Ташней 27.09.2017 18:08 | 736 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

Киле вӑрҫса-ятласа хӑваламан та, анчах ача пахчинче юсав тесе Улатӑрти «Солнышко» (чӑв. Хӗвел) шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденине ҫӳрекен шӑпӑрлансене эрнекунсерен 12 сехетре киле ӑсатма тӑрӑшнӑ. Илсе каяйманнисен ачисем дежурство ушкӑнӗнче юлнӑ. Ҫав вӑхӑтрах ача пахчине хӗрсе кайсах юсанӑ: сӑрламаллине сӑрланӑ, шуратмаллине шуратнӑ, стенасене йӗркене кӗртнӗ, урай сарнӑ.

Ҫур кунта киле илсе кайсан та ашшӗ-амӑшӗнчен укҫана тулли куншӑн илнӗ.

Кӑлтӑка вырӑнти прокуратурӑна ашшӗ-амӑшӗ систернӗ.

Ҫитменлӗхшӗн ача-пӑча пахчин ертӳҫине Роспотребнадзор 3 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Ҫав вӑхӑтрах прокуратура хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе те асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ. Унта кӑлтӑка пӗтермеллине палӑртса ҫырнӑ.

#укҫа-тенкӗ, #ачасем, #ача пахчисем, #вӗренӳ, #прокуратура, #тӳре-шара

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Йӗпреҫсене укҫа-тенкӗ шырама сӗннӗ
2017, 01, 09
Шупашкарта «Йӑрӑ ача» ача пахчи уҫӑлнӑ
2017, 06, 20
11-ти ачана шкула илменнине прокуратура тишкерет
2017, 09, 08
Ачана шкула илменнишӗн аслисем явап тытӗҫ
2017, 09, 11
Укҫа пуҫтарнӑшӑн шкул директорне лекнӗ
2017, 09, 18

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org