Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫӗршыв Президенчӗпе пӗр кунта ҫынсен ыйтӑвӗсене хуравлӗ. Владимир Путин — ҫӗршывра пурӑнакансен ыйтӑвӗсене, Алексей Ладыков — Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пурӑнакансенне те.
Путинпа Ладыков пӗр кунта тӳрӗ лини йӗркеленине хула администрацийӗнче ӑнсӑртран пӗр килнӗ тесе ӑнлантарнӑ. «Ҫыхӑнура» порталта ҫырнӑ тӑрӑх, Ладыков ҫынсен ыйтӑвне ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнчех, хуравлама палӑртса хунӑ.
Алексей Ладыков ирхи 10 сехет те 30 минутран пуҫласа 12 сехетчен 23-50-06 номерпе йышӑнӗ. 12 сехетре Владимир Путинӑн тӳрӗ линийӗ пуҫланӗ. Ӑна «Первый», «Россия 1», «Россия 24» телеканалсемпе, «Маяк», «Вести FM» тата «Радио России» радиоканалсемпе трансляцилӗҫ. Владимир Путина moskva-putinu.ru сайтра ыйтусем пама пулать е 8-800-200-40-40 номерпе шӑнкӑравламалла.
Элӗксем ҫурхи ӗҫсене вӗҫленине паллӑ тунӑ. Район халӑхӗ, хӑнасем Акатуйра савӑннӑ.
Ӗҫпе спорт уявӗ ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче иртнӗ. Ӑна кӑҫал Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкне тата Экологи ҫулне халалланӑ. Уява ЧР юстици министрӗ Наталия Тимофеева та килнӗ.
Акатуй «Тури чӑвашсен культурипе йӑли-йӗрки» этника картишӗнче иртнӗ. Хӑнасем «Хӑна картишӗсенче» пулса курнӑ. Вӗсене ял тӑрӑхӗсем йӗркеленӗ.
Паллах, уява район пуҫлӑхӗ Владислав Волков тата район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Куликов уҫнӑ. Наталия Тимофеева министр вара халӑха ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ятӗнчен саламланӑ.
Акатуй юрӑ-ташӑсӑр епле ирттӗр ӗнтӗ? Пултарулӑх ушкӑнӗсем сцена ҫинче юрланӑ, ташланӑ. Мӗн уяв вӗҫленичченех халӑх йышлӑ пулнӑ.
Шупашкарта пӗчӗк улшӑнусем пулӗҫ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Ку улшӑнусем общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсене пырса тивеҫҫӗ. Малашне хулара «Лакомка» чарӑну пулмӗ. Ҫавӑн пекех «52-мӗш шкул» чарӑнура та транспортсем пассажирсене лартмӗҫ. Анчах ку чарӑнусем пачах пулмӗҫ тенине пӗлтермест. Вӗсен ячӗсене кӑна улӑштарнӑ.
«Лакомка» вырӑнне «56-мӗш шкул» пулӗ. «52-мӗш шкул вара «53-мӗш шкул» чарӑну пулса тӑрӗ. Чарӑнусен ятне Калинин район администрацийӗ улӑштарма сӗннӗ.
Шӑмӑршӑ ял тӑрӑхӗнче инкек пулнӑ. Унта ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ.
Пуҫлӑх виллине ашшӗ-амӑшӗн килӗнче тупнӑ. Ку паян, ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, пулнӑ. Халӗ ку ӗҫ-пуҫа следовательсем тӗпчеҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кунта криминал ҫук.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби те ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттернине хыпарлать. Тата ҫакна палӑртмалла: Шӑмӑршӑ ял тӑрӑхӗн администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче пуҫлӑх пирки информацие илнӗ.
Хушнӑ: сӑмах Волков Валерий Фёдорович пирки пыни пире пӗлтерчӗҫ.
Хӑш-пӗр ӗҫ ним тусан та уҫӑлса пымасть. Ку вӑл кил-тӗрӗшре кӑна мар, патшалӑх шайӗнче те сисӗнкелет. Ҫӗрпӳ хулинчи кӗпере юсассинех, ав, ҫавӑн йышшисен шутне кӗртме пулать. Канашсем ҫын йӑнӑшне ӑша хывас тенӗ пулинех: унти Машина тӑвакансен урамӗнчи ҫула юсакансене пехиллеме Канашри епархирен Георгий Петров протоиерей пырса ҫитнӗ.
Пачӑшкӑ «О призвании помощи Святого Духа перед началом всякого доброго дела» (чӑв. Ырӑ ӗҫе пуҫӑнас умӗн Ҫветтуй сывлӑша пулӑшма чӗнесси ҫинчен) молебен вуласа панӑ. Протоирея хула ертӳҫисем тата подрядчик-организаци йыхравланӑ. Пачӑшкӑ ҫула та, предприяти техникине те сӑваплӑ шывпа пӗрӗхнӗ.
Молебен вӑхӑтӗнче хулари тӳре-шара та, ҫав шутра хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владислав Софронов та, хутшӑннӑ.
Паян Атӑл леш енчи «Буревестник» кану уйлӑхӗнче «МолГород» (чӑв. Ҫамрӑксен хули) вӗренӳ форумӗ уҫӑлнӑ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Ҫамрӑксемпе тӗл пулнӑ май яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа пуҫаруллӑ пулнишӗн, тӗрлӗ мероприяти ирттернишӗн тав тунӑ. Мероприятисене ирттерсе "пӗр-пӗрин чун-чӗрине хӗмлентернине" палӑртнӑ. Вӗренӳ форумне пухӑннӑ ҫамрӑксене хастарлӑхшӑн ырланӑ май Михаил Игнатьев унта юлташ-хӗрсемпе савнӑ хӗрсем (вырӑсла цитатӑласа каласан, «подружка» тата «невеста») тупма ырӑ суннӑ.
ЧР Патшалӑх Канашӗ ҫумӗнчи Ҫамрӑксен общество палатин членӗ, «Хастар ҫамрӑксен союзӗ» общество организацийӗн ертӳҫи Станислав Трофимов вара мероприятие йӗркелеме пулӑшнӑшӑн Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне Алексей Ладыкова тав туса сӑмах каланӑ.
Улатӑрсем вырӑнти влаҫа хирӗҫ митинга тухасшӑн. Халӑх чуна ыраттаракан ыйтусене сӳтсе явмашкӑн пухӑнасшӑн.
Митинга ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче хулан кӑнтӑр пайӗнчи лапамра ирттерме палӑртнӑ. Мероприятие ирттересси пирки вырӑнти администрацие пӗлтернӗ. Заявленире 100 ҫын таран пухӑнассине палӑртнӑ.
Митинг йӗркелӳҫи Эдуард Мочалов кашниех мӗн пӑшӑрхантарни пирки калама пултарнине пӗлтернӗ. Унӑн шухӑшӗпе, татса паман ыйту нумай, вӗсене пурнӑҫа кӗртмелле.
Митинг 12 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен пулӗ. Лапам Мускав тата Тельман урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта вырнаҫнӑ. Паллах, полицейскисем йӗркене тӗрӗслесе тӑрӗҫ.
Прокуратура ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Ведомство килекен ыйтусене пӑхса тухмалли тата вӗсене хуравламалли срока пӑхӑнман.
Пӗр общество организацине вара пачах та хурав паман. Вӑл министерствӑна сусӑра ачана эмелпе тивӗҫтерес ыйтупа ҫырнӑ. Педиатрӑн служеблӑ запискине должноҫри ҫынсем тимлӗхсӗр хӑварнӑ. Ачана вара федерацин медицина центрӗнчи тухтӑрсен консилиумӗ ҫак эмеле ӗҫме сӗннӗ.
Халӗ пӗчӗк пациента кирлӗ эмелпе тивӗҫтерес ыйтӑва прокуратура тӗрӗслесе тӑрать. Министра вара йӗркене пӑснӑшӑн представлени ҫырса панӑ.
Чӑваш Енри ӗҫсӗрсен 70 процентне ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ тесе шута илнӗ хыҫҫӑн вунӑ кунта ӗҫпе тивӗҫтернӗ. Ҫапла ӗнентернӗ паян иртнӗ Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн эрнесерен иртекен канашлӑвӗнче ЧР ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев.
Ӗҫпе тивӗҫтерессипе йышӑннӑ патшалӑх программипе килӗшӳллӗн кӑҫал Чӑваш Республикинче пӗтӗмпе 386,8 млн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Паянхи вӑхӑт ыйтнине тивӗҫтерекен специалистсене хатӗрлеме 1355 ӗҫсӗр ҫынна вӗрентме янӑ. Ӗҫлӗх центрӗнче тӑнӑ 15958 ҫынна ӗҫпе тивӗҫтерме май килнӗ. Ку вӑл 81 процент тенине пӗлтерет. Ӗҫпе тивӗҫтернисен шутӗнче — ялти халӑх 69,9 процент, 30 ҫула ҫитменнисем — 35,3 процент. Кунсӑр пуҫне сусӑрсене ӗҫ тупса парассипе те ҫине тӑраҫҫӗ.
Кашни ҫулах ҫуркунне пахча ҫимӗҫ хакӗ ӳсет. Ҫӗрулми хакӗ хӑпарни Шупашкар влаҫне пӑшӑрхантарнӑ. Вӑл мӗншӗн хакланнӑ? Тӳре-шара рейда тухнӑ.
Халӗ пӗлтӗрхи ҫӗрулмишӗн пасарта 40-45 тенкӗ ыйтаҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫӗрулмишӗн вара 65-68 тенкӗ кӑларса хумалла. Ӑна ытларах чухне Азербайджанран илсе килеҫҫӗ.
Сутуҫӑҫем каланӑ тӑрӑх, кунне вӑтамран 3 михӗ пӗлтӗрхи ҫӗрулми туянаҫҫӗ, ҫӗннине вара – 1 михӗ.
Хӗлле сивӗ пулнӑран фермерсем ҫӗрулми сутма тухман. Халӗ нӳхрепсенчен кӑлараҫҫӗ, анчах йӳнӗпе никам та парасшӑн мар. Унччен пасарта ку ҫимӗҫе 10-15 тенкӗпе сутнӑ. Курттӑмӑн сутакансенчен, тӗслӗхрен, Елчӗк районӗнче ҫитӗнтернӗ ҫӗрулмине, 30 тенкӗпе туянма пулать.
Канмалли кунсенчи ярмӑрккӑсене малашне те ирттересшӗн. Кун пек чухне ҫынсем ҫӗрулмине 25-30 тенкӗпе туянма пултараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |