Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ, вӑлах — республикӑн Правительствин Пуҫлӑхӗн ҫумӗ те, паян Йӗпреҫ тата Вӑрнар районӗнчи сӗт пуҫтаракансемпе тӗл пулнӑ.
Сергей Артамонов вӗсемпе канашлу ирттернӗ.
Малтанах вӑл Йӗпреҫ районӗнчи Ирҫе Ҫармӑс ял тӑрӑхӗнчи «Заря» агрофирмӑра пулнӑ. Сӗт суса илесси унта кӑҫалхи тӑватӑ уйӑхра кӑна пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 4,9 хут ӳснӗ.
Сӗт пуҫтарассипе ирттернӗ канашлура Сергей Артамонов министр республикӑра сӗте 200-е яхӑн уйрӑм ҫынпа организаци пухнине пӗлтернӗ. Сӗтӗн пӗр литрӗ хальхи вӑхӑтра вӑтамран 17,2 тенкӗ тӑрать. Пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтринчен вӑл 14,7% хаклӑрах. Канашлу вӑхӑтӗнче сӗт хакне сӳтсе явнӑ тӳре-шара халӑхран пухакан сӗт хакне чакармалла маррине палӑртнӑ.
Чӑваш Енри ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх объекчӗсене авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне хатӗрлесе ҫитермелле. Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха тата ТЭКа хӗллехи тапхӑра хатӗрлес ыйтӑва паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ирттернӗ республикӑн Министрсен Кабинечӗн черетлӗ ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ.
Республикӑн строительство министрӗ Владимир Михайлов каланӑ тӑрӑх, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра ӗҫлекенсем умӗнчи тӗллев — планпа пӑхса хӑварнӑ ӗҫсене туллин пурнӑҫламалла. Хутса ӑшӑтмалли системӑсене ылмаштармалла, шыв пӑрӑхӗсене те шалти енчен ҫуса тасатмалла.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ отрасльти юсав ӗҫӗсене пурнӑҫлама пирӗн республикӑра 2,4 млрд тенкӗ пӑхса хӑварма палӑртнӑ.
Паян, ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енри ҫынсене пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫене ҫирӗплетнӗ. Кунта сӑмах кӑҫалхи пӗрремӗш кварталти пирки пырать. Республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче йышӑннӑ тӑрӑх, пурӑнма сахалтан та кирлӗ виҫе пӗлтӗрхи тӑваттӑмӗш кварталтинчен 1,2 процент хутшӑннӑ. Тепӗр майлӑ каласан, вӑл 102 тенкӗ ӳснӗ. Ҫапла пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе 8448 тенке ҫитнӗ.
Социаллӑ демографи ушкӑнӗсемпе илсен, вӑй питтисене пурӑнма 8931 тенкӗ кирлӗ (ӳсӗм — 1,06%, е 94 тенкӗ), пенсионерсене – 6917 тенкӗ (ӳсӗм 0,99%, е 68 тенкӗ), ачасене – 8591 тенкӗ (ӳсӗм 2,03%, е 171 тенкӗ).
Республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвне Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынӑ. Унта ытти ыйтӑва та сӳтсе явнӑ.
Чӑваш Енре малашне те фанфурик суттармӗҫ. Кун пирки ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ тата полици пуҫлӑхӗ калаҫса татӑлнӑ.
Аса илтерер: республикӑра фанфурика пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнчен суттармаҫҫӗ. Ҫакна Иркутск облаҫӗнче ҫынсем фанфурик ӗҫсе вилнӗ хыҫҫӑн йышӑннӑ.
Нумаях пулмасть ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов тата Шупашкарти полици пуҫлӑхӗ Сергей Павлов тӗл пулнӑ, ҫак ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ведомство элчисем тата министерствӑсем анлӑ лару ирттерӗҫ, унта фанфурик сутассине Роспотребнадзор, Росздравнадзор, РФ ШӖМӗн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫисемпе сӳтсе явӗҫ.
Шупашкар депутачӗсем пӗлтӗр мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнӗ? Официаллӑ даннӑйсене ӗненес тӗк, «МЦ Медэкспресс» обществӑн коммерци директорӗ Владислав Кригер 71 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Икӗ ҫулта унӑн енчӗкӗ 155 миллион тенкӗпе хулӑнланнӑ. Чӑн та, кунашкал хисеп ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсене тӗлӗкре курӑннӑ-ши?
Иккӗмеш вырӑнта — «Интертелеком» директорӗ Юрий Борисов. Вӑл 47,6 миллион тенкӗ илнӗ. «Ваши окна» компанин директорӗ Владимир Радин 10,8 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. «Чӑвашгоснаб» директорӗ Валерий Антоновӑн енчӗкне 8,7 миллион тенкӗ кӗнӗ. «Юрат» гендиректорӗ Александр Андреев 5,6 миллион тенкӗ тупӑш тунӑ.
Пилӗк депутат декларацире 200 пин тенкӗрен сахалрах тупӑш кӑтартнӑ. Вӗсен йышӗнче — Кирилл Семенов (196 пин), Алексей Никитин (24,5 пин), Сергей Муравьев (усламҫӑ), Антон Ковалев («Забота» фондӑн тӗп юрисчӗ), Ильяс Калмыков (усламҫӑ) декларацире 96 пин тенкӗ кӑтартнӑ. Хула мэрӗ Ирина Клементьева 1,3 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ.
Ҫак кунсенче ЧР влаҫӗсен официаллӑ сайтӗнче тӳре-шара мӗн чухлӗ ӗҫлесе илни пирки ҫырса кӑтартнӑ. Паллах, иртнӗ ҫул ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев пуринчен те ытларах ӗҫлесе илнӗ: 3,74 миллион тенкӗ. Ку пӗлтӗрхинчен 250 пин тенкӗ ытларах. Кунсӑр пуҫне хушма тупӑш пур: 424 пин тенкӗ. Ҫапла пӗтӗмӗшле хисеп 4,16 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Иван Моторин премьер-министрӑн тӗп тупӑшӗ ытларах: 4,35 миллион тенкӗ. 900 пин тенки – пурлӑх сутнӑ тупӑш.
ЧР Элтеперӗн администрацийӗн ертӳҫи Юрий Егоров пӗлтӗр 3,51 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Тӗп суйлав комиссийӗн пуҫлӑхӗ Александр Цветковӑн тупӑшӗ 3,5 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Финанс министрӗн Светлана Енилинӑн тупӑшӗ – 2,85 миллион тенкӗ. Вӑл пӗлтӗрхинчен 255 пин тенкӗ сахалрах ӗҫлесе илнӗ.
Экономика министрӗ Владимир Аврелькин 2,8 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Ӗҫлев министрӗ Сергей Дмитриев, спорт министрӗ Сергей Шелтуков, ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, информаци политикин министрӗ Александр Иванов пӗлтӗр 2 миллион тенкӗрен ытларах ӗҫлесе илнӗ.
2019 ҫул тӗлне Чӑваш Енре ӗҫ укҫине 28 пин тенкӗ таран ӳстересшӗн. Ҫакнашкал «ҫул-йӗр карттине» Чӑваш Ен премьер-министрӗ Иван Моторин ҫирӗплетнӗ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал вӑтам ӗҫ укҫи 24 пин тенкӗ те 320 тенкӗпе танлашмалла. Ҫитес ҫул вара ку кӑтарту 26 пин тенкӗпе танлашмалла. 2019 ҫул тӗлне вара 27 пин те 950 тенкӗпе танлашмалла. Анчах чӑн шалу вара кӑҫал 1,4 процент ӳсӗ. 2018 ҫулта вара – 2 процент, 2019 ҫулта 2,3 процент хӑпарать.
Кунсӑр пуҫне пурӑнма кирлӗ укҫа виҫинчен сахалрах шалу илекен халӑхӑн процентне пӗчӗклетме палӑртнӑ. Ку кӑтарту пӗлтӗр 18,8 процента ҫитнӗ. 2019 ҫулта – 18,1 процент.
Шупашкарта 22-мӗш номерлӗ троллейбус маршручӗ уҫасшӑн. Вӑл «Университет – «Хлебозавод» маршрутпа ҫӳремелле. Республика тӗп хулин Ҫурҫӗр Хӗвеланӑҫ районӗпе Кӑнтӑр Хӗвеланӑҫ районне ҫыхӑнтаракан троллейбус уҫассипе халӗ хатӗрленӳ ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Маршрут 18,5 километр тӑршшӗ пулмалла. Халӑх йышлӑ ҫӳрекен вӑхӑтра троллейбуссем кашни 8 минутра пӗрре ҫула тухмалла. Троллейбус управленийӗпе хула администрацийӗн пӗрлехи ӗмӗчӗ пирки муиципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗн пуҫлӑхӗ Александр Каныгин хулари транспорт сечӗпе ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне сӳтсе явма пуҫтарӑннӑ ларура пӗлтернӗ. 9-мӗш маршрута Хӗрлӗ лапам патне ҫитерес шухӑшлӑ.
Шупашкарти «Ҫамрӑклӑх бульварӗпе» Агрегат савутне ҫыхӑнтаракан 7-мӗш маршрута вара хупасшӑн. 21-мӗш маршрута кӑшт ылмаштарса Максим Горький тата Мичман Павлов урамӗсен ҫул ҫаври патӗнчен ирттересшӗн.
Николай Федоров Чӑваш Ен президенчӗ пулнӑ чухне аппаратра ӗҫленӗ Владимир Тимофеев Карели Республикин пуҫлӑхӗн стратеги аталанӑвен ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗн пуканне йышӑннӑ. Карели Республикин пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Артур Парфенчиков ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче хушӑва алӑ пуснӑ.
Владимир Тимофеев Шупашкарта ҫуралнӑ, кунтах аслӑ пӗлӳ илнӗ. 1996 ҫултанпа вӑл Шупкшарти тӗрлӗ коммерци организацийӗнче ӗҫленӗ. 2006 ҫултанпа ЧР Патшалӑх Канашӗн комитечӗн председателӗ пулнӑ. 2009 ҫулта ЧР президенчӗн администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗнче ӗҫленӗ.
РФ Ял хуҫалӑх министерствине Николай Федоров ертсе пынӑ чухне унта вӑй хунӑ, кайран коммерци ӗҫне кӳлӗннӗ.
Улатӑр районӗнче юрӑхсӑр тепловоза пула вӑрман ҫунма тытӑнни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пушара халь те сӳнтерейменни пирки ҫырнӑ.
Аса илтерер: вӑрман ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫунма тытӑннӑ. Ӑна ҫийӗнчех сӳнтерме тытӑннӑ. Ӗнер ЧР ҫутҫанталӑк министрӗ ку ӗҫ мӗнле пынине тӗрӗсленӗ.
Министр Улатӑр районӗнчи вӑрманти лару-тӑрупа паллаштарнӑ, малашне мӗн тумаллине палӑртнӑ. «Кире лисничествин» директорӗ Александр Мартынов каланӑ тӑрӑх, техника вӑрманти мӗнпур вырӑна кӗреймест, ҫавӑнпа пушар сӳнтерес ӗҫе лесничество ӗҫченӗсем, волонтерсем хутшӑнаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |