Ӗнер строительсем хӑйсен професси уявне палӑртнӑ. Ҫурла уйӑхӗн иккӗмӗш вырсаникунӗнче ҫулсерен палӑртакан ҫак кунпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та саламларӗ. «Строителӗн пултаруллӑ ӗҫӗ кирек хӑш саманара та сумлӑ тата хисеплӗ шутланать. Сирӗн ӗҫӗре пула ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхӗ ӳсет, ял-хула инфратытӑмӗ лайӑхланать: пурӑнмалли хӑтлӑ ҫуртсем ҫӗкленеҫҫӗ, ку чухнехи вӗренӳпе медицина учрежденийӗсен, культурӑпа спорт объекчӗсен ҫурчӗсем ӳссе лараҫҫӗ, общество хутлӑхӗсем илемленсе хӑтлӑланаҫҫӗ», — тенӗ вӑл.
Ҫак ӗҫре тӑрӑшакансене хисеп тунине Шупашкар район пуҫлӑхӗ Андрей Николаев та палӑртас тенӗ. Муниципалитетӑн ҫур ҫулхи ӗҫне пӗтӗмлетекен эрнекунхи пухура вӑл «авалхи професси ҫыннисене» саламланине пӗлтернӗ. Авалхи професси тесе хӗрарӑмсем ӳт сутса пурӑннине калаҫҫӗ те, залра ларакан строительсем ҫеҫ мар, ытти професси ҫыннисем те вӑрттӑн кулса илнӗ.
Надежда Гладкова ЧР ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗн пуканне кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче кӑна йышӑннӑ. Анчах вӑл ку должноҫре нумай тӑрӑшайман.
Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Светлана Енилина «Гладкова Н.Б. пирки» хушу алӑ пуснӑ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, 50 ҫулти Надежда Гладковӑна ЧР ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнчен кӑларнӑ. Сӑмах май, вӑл унччен Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн экономика тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарта пулнине, вӑл унти тасамарлӑхпа кӑмӑлсӑрланнине унччен сайтра пӗлтернӗччӗ. Кун хыҫҫӑн тӳре-шара чӑннипех те шикленнӗ пулмалла – шӑматкунлӑха тухнӑ.
Экологи шӑматкунлӑхне 160 ҫынна яхӑн хутшӑннӑ, пӗтӗмпе Атӑл хӗрринче 80 яхӑн михӗ ҫӳп-ҫап пуҫтарнӑ.
Шӑматкунлӑхра пластик кӗленчесене, пӗр хутчен усӑ курмалли сапӑт-сапана пуҫтарнӑ. Кунсӑр пуҫне ӳссе кайнӑ курӑка ҫулса тиесе тухнӑ. Сӳтсе пӑрахнӑ сценӑран тухнӑ хӑма татӑкӗсене икӗ камаз илсе тухнӑ.
Ҫитес шӑматкунлӑха ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 15 сехетре ирттерме палӑртнӑ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакансем килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсем нумайланнине пӗлтереҫҫӗ. Кун пирки вӗсем халӑх сечӗсенчен пӗринче вӗҫӗмех ҫыраҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вӗсем поселокри Карл Маркс урамӗнчи 108, 110-мӗш, Советски урамӗнчи 84, 84 К1, 86, 86 К1, 88, 90, 90 К1-мӗш номерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансене йытӑ сасси ҫывӑрма кансӗрлет тесе ҫырнӑччӗ. Кӳкеҫ поселокӗн администрацийӗн пуҫлӑхне Владимир Вершинина вӗсем йытӑсене тытма ӳкӗтлетпӗр тесех каланӑччӗ.
Паян вара кӳкеҫсем Вершинин пуҫлӑх йытӑсене ытларикунсерен тытнине ӗнентерни пирки хыпарланӑ. Ытларикун тытаҫҫӗ пулсан мӗншӗн халӗ те йытӑсем ҫынсене каҫсерен хӑйсен шавӗпе канӑҫсӑрлантараҫҫӗ тесе кӑмӑлсӑрланнӑ вӗсем.
Сӑмах май кӳкеҫсем вырӑнти хуҫасене хӗлле урамсене тасатма юр ҫуккишӗн те, урамсенче хунарсем ҫунманнишӗн те кӑмӑлсӑрланнине палӑртнӑ.
Шупашкарта кадет корпусне тума пуҫласси пирки сайтра унччен пӗлтернӗччӗ. Паян, ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, пулас корпусӑн никӗсне капсула хунӑ.
Савӑнӑҫлӑ мероприятие ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи тулли праваллӑ элчи Михаил Бабич хутшӑннӑ. Ун хыҫҫӑн Михаил Бабич Канаша кайнӑ, унта вӑл «Промтрактор-Вакун» савута тата Гемодиализ центрне ҫитсе курнӑ.
Аса илтерер: кадет корпусӗ ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче, Трактор тӑвакансен культура керменӗ ҫывӑхӗнче, пулӗ. Унта 16 класс вырнаҫӗ. Кадет корпусӗпе юнашар пӑр катокӗ те тума палӑртнӑ.
Хальхи вӑхӑтра Чӑаш Енре шалу парӑмӗ 16,6 миллион тенкӗпе танлашать. Ӗҫлев министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Лариса Арсентьева ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен паянхи канашлӑвӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак укҫана 5 организацин 312 ҫынна тӳлемелле. Чи тӗлӗнмелли парӑмран 15,3 миллион тенки Шупашкарти 1-мӗш типографие тивет.
Шалу парӑмӗ пирки калаҫнӑ май Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Михаил Васильевич укҫа вӑхӑтра тӳлеменнисем панкрута тухас патне ҫитнӗ предприятисен пулнине палӑртнӑ. Яваплисене Михаил Игнатьев вӗсен хуҫисемпе тимлӗ пулма сӗннӗ. «Хӑшӗсен 2-5 миллион тенкӗ тӑракан темиҫе машина, хваттерсем пур — вӗсене сутчӑр, анчах шалу тӳлеччӗр», — тенӗ Элтепер.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче тата хулинче пурӑнакансем Ҫӗнӗ Шупашкара тӳрӗ ҫулпа каясшӑн.
Вӗсен унта ҫитес тесен Шупашкар районӗнчи Тутаркасси поселокӗ ҫумӗпе хальлӗхе иртсе каймалла. Ҫав ҫула сӗнтӗрвӑррисем монохулана аталантарма уйӑракан укҫа шучӗпе тӑвасшӑннине район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Мясников муниципалитетра социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне пӗтӗмлетме иртнӗ эрнере пуҫтарӑннӑ пухура каланӑ.
Икӗ хулана тӳрремӗн ҫыхӑнтарас тесен ҫичӗ километр тӑршшӗ ҫул сармалла-мӗн. Ҫывӑх автотрасса питӗ кирлине Анатолий Мясников Сӗнтӗрвӑрринче пурӑнакансенчен 2 пин ҫын Ҫӗнӗ Шупашкара кунсерен ӗҫе ҫӳренипе сӑлтавланӑ.
Анчах республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ку шухӑша ырламан, мӗншӗн тесе ҫул тума хакла ларать.
Иртнӗ эрнекун Сӗнтӗрвӑрри районӗнче кӑҫалхи ҫур ҫула пӗтӗмлетмелли пуху иртнӗ. Унта республикӑран Михаил Игнатьев Элтепер, Светлана Енилина финанс министрӗ тата ыттисем хутшӑннӑ.
Районӑн ҫур ҫулхи аталанӑвӗпе паллаштарнӑ май туризма аталантарассине те хускатнӑ. Пухура пулнӑ Андрей Иванов журналист пӗлтернӗ тарӑх, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Мясников ҫапларах пӗлтерни паллӑ: Сӗнтӗрвӑрринче туризм аталанать, мӗншӗн тесен Куславккара дебаркадер ҫук, ҫавна май пӑрахутсем Сӗнтӗрвӑрринче чарӑнаҫҫӗ.
Кӑҫал «Куславкка–Волжск–Куславкка» маршрутпа Атӑл ҫийӗн теплоход ҫӳреттермессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Навигацие чарса лартни теплоход тӑмалли вырӑна вырнаҫтарма укҫа хӗсӗк пулни темелле. Куславккасем Шупашкарти юханшыв порчӗ дебаркадершӑн хаклӑ ыйтать тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗнче «Медиалогия» кӗпӗрнаттӑрсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев унта аялти йӗркене аннӑ. Вӑл 85 субъект пуҫлӑхӗсен хушшинче 73-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Яланхи пекех танлаштарӑмра Мускав мэрӗ Сергей Собянин пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Унтан — Чечня Республикин пуҫлӑхӗ Рамзан Кадыров.
Атӑлҫи федераци округӗнче Тутарстан ертӳҫи Рустам Минниханов, Сарӑту облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Валерий Радаев, Удмурт Республикин пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Александр Бречалов малта пулнӑ. Михаил Игнатьев ҫак списокра юлашки йӗркене йышӑннӑ.
Чӑвашри усламҫӑсем ҫур ҫул никам хӳтӗлемесӗр пурӑннӑ хыҫҫӑн каллех хӳтлӗхе кӗрсе ӳкӗҫ. Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн паянхи хушӑвӗпе тивӗҫе Александр Рыбакова шаннӑ. Пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, омбудсменӑн унчченхи должноҫӗ те усламҫӑсемпе ҫыхӑннӑ. Маларах та вӑл вӗсене пулӑшас енӗпе тимленӗ. Анчах патшалӑх службинче мар. Коммерцилле мар автономи организацийӗнче.
Республика ертӳҫипе паян тӗл пулсан Александр Рыбаков хӑйне шаннӑшӑн тав тунӑ, усламҫӑсен правине тата саккунлӑ интересне хӳтӗлессишӗн тата Чӑваш Ен экономикин аталанӑвӗшӗн мӗнпур вӑйне тата пӗлӗвне пама шантарнӑ.
Аса илтерер, кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче усламҫӑсен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй пулнӑ Владимир Иванов ЧР транспорт министрӗн пуканне йышӑннӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |