Гидрометеологипе тӑван тавралӑха сӑнакан Чӑваш Енри центрта пӗлтернӗ тӑрӑх, паян тата ыран пирӗн тӑрӑха тӗтре карса илӗ.
Ҫанталӑк кӗҫӗр, чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, тата ыран, чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, талӑкӗпех тӗтреллӗ тӑрӗ. Тӗтре Шупашкара тата республикӑн хӑш-пӗр вырӑнне карса илӗ. Ҫавна май ҫынсене, уйрӑмах водительсемпе пассажирсене, ҫулта-йӗрте асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ.
Гидрометерологи тата ҫутҫанталӑка сӑнаса тӑракан тытӑмӑн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра ҫак кунсенче хӑрушлӑх шайӗ хӗрлӗ сарӑ пулӗ. Ку вӑл пушар тухас хӑрушлӑха 5 класс тесе йышӑннине пӗлтерет.
Ҫакӑн пек ҫанталӑк ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен тытӑнса утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗччен тӑрӗ.
Чӑваш Енӗн ГКЧСӗ ҫынсене пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене ҫирӗп пӑхӑнса тӑма чӗнсе каланӑ. Ҫав шутра пахчасемпе дачӑсенче ҫӳп-ҫап ҫунтарма юраманни, сӳнтермен сигарета машина чӳречинчен урамалла персе хӑвармалла марри таранах пур.
Федерацин монополипе кӗрешекен службин Чӑваш Енри управленийӗ Етӗрнери спирт савутне асӑрхаттарнӑ.
Тӗрӗслев органӗ предприяти «100 лет Чебоксарская водка» ятлӑ продукци кӑларнине асӑрханӑ. Ун этикетки ҫине савут ҫурчӗн управленине ӳкернӗ иккен.
Монополипе кӗрешекенсем шухӑшланӑ тӑрӑх, предприяти Конкуренци ҫинчен калакан саккунӗн 14.3-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн 3-мӗш пайне пӑсать. Федерацин монополипе кӗрешекен службин Чӑваш Енри управленийӗ кӑлтӑка пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗччен пӗтерме хушнӑ.
«Федерацин монополипе кӗрешекен службин управленийӗн асӑрхаттарӑвӗнче «100 лет Чебоксарская водка» ятлӑ эрехе кӑларма тата сутма чарӑнма хушнӑ», — ӑнлантарнӑ управленин тавар пасарӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ Людмила Железина.
Куславкка район прокуратури вырӑнти муниципалитет устава регистрациленине тӗрӗсленӗ. Пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче районӑн Депутатсен пухӑвӗнче муниципалитетӑн тӗп документне улшӑнусем кӗртме йышӑннӑ. Саккуна пӑхӑнса пурӑнас пулсан, ӗҫлӗ хута ылмаштарсан 15 кунта ӑна ҫӗнӗрен регистрацилемелле. Ҫавӑншӑн явапли — район администрацийӗн пуҫлӑхӗ. Куславккасем вара хӑнт та туман — регистрацилеме шутламан та курӑнать.
Кӑлтӑка асӑрханӑ хыҫҫӑн прокуратура район администрацине асӑрхаттарса ҫырнӑ. Пӗрех улшӑну пулманнине кура район администрацийӗн пуҫлӑхне прокуратура административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ.
Прокурор сӑмахне ӑша хывман пуҫлӑха 2 пин тенкӗлӗх штрафланине Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби пӗлтерет.
Чӑваш Енӗн ИӖМ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх ӗнӗр, ҫӗртмен 19-мӗшӗнче ҫанталӑк кӗркуннехи пек ӑмӑрлӑ пулнӑ тата каҫ-кӳлем еннелле ҫил хытах алхасни палӑрнӑ. Ҫил — ҫурҫӗр-хӗвел тухӑҫ енчен 7-12 м/с, ҫумӑр вӑхӑтӗнче вара 15-20 м/с таранах пулнӑ. Кун пек самантсенче пушар сиксе тухас ыйту та ҫивӗччӗн тӑрать.
Инкекрен хӑтаракансем пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак йышши ҫилле кунсенче тӗрлӗ енле инкексем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа хула е ял халӑхӗн яланах тимлӗ пулмалла. Кил-ҫурт ҫывӑхӗнче ӳсекен ватӑрах йывӑҫсене касмалла, электричество пралукӗ татӑлма пуҫланине курсанах ку ыйтӑва хӑварттӑн татса памалла.
Кашни ҫулах ҫуллахи кунсем тӗлнеллӗ Сӑвӑсен йышӗ ӳссех пырать. Вара ҫынсен ҫулӗ ҫине те вӗсем ытларах лекме пуҫлаҫҫӗ. Сывлӑха сиен кӳрессипе те шиклентереҫҫӗ ҫак пӗчӗк кӑпшанкӑсем — хӑшӗ-пӗри этеме хӑрушӑ чир-чӗрпе ертме пултарать иккен.
Чӑваш Енӗн Роспотребнадзор ӗҫченӗсем сӑвӑссемпе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва сыхласах тӑраҫҫӗ. Вара вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх кӑҫал ҫак кунсем тӗлнеллӗ сӑвӑс ҫыртнӑ ҫынсен йышӗ 30 яхӑн ҫитнӗ.
Эпир пурӑнакан таврара йывӑр чирсене саракансем ҫук пулин те ҫапах асӑрханни пӑсмасть.
— Сывлӑха самаях хавшатакан чир-чӗрсенчен хӑталас тесессӗн вӑрмансене, парксене, йывӑҫ-курӑклӑ вырӑнсенче самаях ӳт-пӗвӗ лайӑх сыхлакан, пуҫа хуплакан хулӑн ҫи-пуҫ тӑхӑнса каймалла, — асӑрхаттарать Чӑваш Енӗн Роспотребнадзор пуҫлӑхӗ Михаил Смирнов.
Канма тухакан ҫынсене сӑвӑссенчен хӑтӑлтарас тӗллевсемпе паянхи кун вӑрман лаптӑкӗсенче дезинсекцилес ӗҫ пырать — ку вӑл чир-чӗртен те, ытти пӑтӑрмахсенчен те сыхлама тивӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |