Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Шупашкар хулинчи Ефремов купса бульварӗнчи сувенир павильонӗсене илсе пӑрахма палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Хулари тӳре-шара вӗсене «ирӗк памасӑр лартнӑ объект» евӗр хакласа урӑх вырӑна, Чӑваш наци музейӗ патне, куҫарасшӑн-мӗн. Киосксене грузовик-манипуляторсем вырӑнтан хускатма пуҫланӑ. Хула администрацийӗ унта апатлану предприятийӗ вырӑнлӑраххине палӑртнӑ имӗш.
Анчах ку утӑма тӗрлӗрен йышӑнакан тупӑннӑ. Халӑхра «Шупашкар Арбачӗ» текен вырӑнта киосксем ларни килӗшӳсӗр текенсем те пур, усламҫӑсене хӗсӗрлеҫҫӗ тесе тарӑхакансем те ҫук мар. Республика ертӳҫисем Шупашкарти тӳре-шаран утӑмне ырласах йышӑнманнине те калаҫҫӗ. Апла-и, капла-и, анчах «ирӗк памасӑр лартнӑ» 90 суту-илӳ объектне кӑҫал Шупашкарта илсе пӑрахма шут тытнӑ.