Ҫурт-йӗр
![]() Пурӑнма кӗтес пулсан этем аптӑрамасть Чӑваш Енре пурӑнакансене ҫурт-йӗрлӗ пулма приоритетлӑ проект пулӑшмалла. Республика Элтеперӗ ҫумӗнчи Стратегилле аталану тата приоритетлӑ проектсемпе ӗҫлекен канашлӑвӑн ларӑвӗнче строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ-хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Владимир Максимов «Ипотека и арендное жилье» (чӑв. Ипотека тата аренда ҫурт-йӗрӗ) приоритетлӑ проектпа паллаштарнӑ. Министр ҫумӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, проект пурнӑҫланнӑ вӑхӑтра, 2020 ҫулхи раштавччен, ҫурт-йӗр условине 5 пине ҫемье лайӑхлатӗ. Патшалӑх пулӑшӑвӗн йӳтӗмӗпе ипотека кредичӗ 3,3 пине яхӑн ҫемьене лекӗ. Михаил Игнатьев стратегилле ҫак документа кирлӗ пек йӗркелесе ҫитерме хушнӑ. Ку тӗллевпе хӑпартакан ҫурт-йӗре тунӑ чух хамӑр патра кӑларакан строительство материалӗпе усӑ курма сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
| |||
| Юрă вăчăри (12+) | ||
| Юрă вăчăри (12+) |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |