«Чӑвашавтотранс» ӗҫченӗсем забастовкӑна тухни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Халӗ кун пирки РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев та пӗлет.
Водительсемпе кондукторсем ӗҫе тухманни ҫинчен Дмитрий Анатольевича Чӑвашри коммунистсен ертӳҫи, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Валентин Шурчанов хыпарланӑ. Ҫырӑва депутат «Контактра» халӑх тетелӗнче пичетленӗ.
«Эпӗ Дмитрий Медведев патне ҫыру ҫыртӑм, ӑна ку лару-тӑрӑва тӗрӗслесе тӑма ыйтрӑм», — ҫырнӑ Валентин Шурчанов хӑйӗн страницинче.
Аса илтерер: нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 280 ытла водитель ӗҫе тухман. Ҫапла тума вӗсене шалу вӑхӑтра тӳлеменни хистенӗ.