Хулара
![]() Шупашкарта 23 сехет хыҫҫӑн троллейбуссене сахалрах ҫӳреттересшӗн. Ку ыйтӑва Шупашкар хула администрацийӗ эрнесерен ирттерекен планеркӑра ҫӗкленӗ. Шупашкар хула администрацийӗпе троллейбус управленийӗ пассажирсем троллейбуспа усӑ курнине мониторинг тунӑ. Пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн, каҫхине троллейбуспа ҫӳрекен ҫын сахал. Предприяти тӑкакӗсене пӗчӗклетес тесе 23 сехет хыҫҫӑн рейссен шутне чакарма йышӑннӑ. Ҫапах савутран, предприятирен ҫӗрлехи сменӑран тухакансене илсе ҫӳрекен рейссене пӗтермӗҫ. Сӑмах май, иртнӗ эрнере Ҫӗнӗ Шупашкарта троллейбуссен рейсӗ чакнӑ. Ку электричествӑшӑн тӳлемен парӑм ӳснипе ҫыхӑннӑ. Паянхи кун тӗлне ку 5 миллион тенкӗпе танлашать. chХыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |