Юлашки вӑхӑтра Шупашкар мэрӗ Ирина Клементьева пирки нумай калаҫаҫҫӗ. Кун пирки сайтра та нумай пӗлтернӗ. Паян Шупашкарти Мускав районӗн сучӗ Ирина Клементьевӑна килти ареста лартма йышӑннӑ.
Ҫапла тума сӑлтавӗ те пулнӑ. Прокуратура шухӑшланӑ тӑрӑх, Клементьева вӑл айӑплине ӗнентерекен япаласене тӗп тӑвас тесе ӗҫлет. Ӑна пурӑнакан вырӑнтан тухма чарнӑ. Унӑн 13 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен кил умӗнче уҫӑлса ҫӳреме юрать. Ҫавӑн пекех суд мэра пуҫиле ӗҫпе ҫыхӑннӑ ҫынсемпе калаҫма чарнӑ, ҫыру ҫӳретме, телефонпа ҫырӑнма юрамасть.
Палӑртмалла: Ирина Клементьева хальлӗхе мэр шутланать тата «Чувашия-Мед» стравхлав компанине ертсе пырать.
Паян Раҫҫей Президенчӗ ҫӗршывра пурӑнакансен ыйтӑвне йӑлана кӗнӗ йӗркепе тӳрӗ эфирта хуравлать. Вӑл 12 сехетре пуҫланчӗ. Владимир Путин халӑх ыйтӑвне епле хуравланине «Первый», «Россия 1», «Россия 24» телеканалсемпе, «Маяк», «Вести FM» и «Радио России» радиостанцисемпе итлеме пулать.
Ҫӗршыв ертӳҫи патне янӑ ыйтусем, хальлӗхе хускатнисем, социаллӑ пурнӑҫпа ҫыхӑннисем пулчӗҫ. Ҫынсене ӗҫ укҫи пӗчӗкки, вӑл укҫапа епле пурӑнмалли пӑшӑрхантарни сисӗнет.
Аса илтерер, ыйтусене халӗ те йышӑнаҫҫӗ. Moskva-putinu.ru сайта кӗрсен ыйту памалли тӗрлӗ майпа усӑ курмаллине кӑтартнӑ. 8-800-200-40-40 номерпе шӑнкӑравламалла. СМС-ыйтусене 0-40-40 номерпе йышӑнаҫҫӗ. Анчах унти ыйту 70 палларан вӑрӑм пулмалла мар.
РБК пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир Путин ирттерекен тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче залра пулакансене клеткӑллӑ е йӗрлӗ кӗпе тӑхӑнма хушман. Тепӗр кунхине мухмӑрпа аптӑрасран малтанхи кун эрех ӗҫме те сӗнмен имӗш. Шыв нумай ӗҫме те каламан — кӑларӑм вӑраха тӑсӑлма пултарать.
Тӳрӗ линие хутшӑнакансене «Петрово-Дальнее» пансионата пухнӑ имӗш. Ку пансионат РФ Президенчӗн ӗҫсен управленийӗн «Рублево-Успенский» сывлӑх комплексӗн пӗр пайӗ шутланать. Пансионата 100-е яхӑн ҫынна пуҫтарнӑ-мӗн. Вӗсем — тӗрлӗ регионтан пухӑннӑ ҫынсем. РБК ҫырнӑ тӑрӑх, вӗсен ыйтӑвӗсене итлесе пӑхнӑ. Пурин те ыйтма май килмесси пирки те асӑрхаттарнӑ.
Тӳрӗ лини паян 12 сехетре пуҫланать. Ыйтусене moskva-putinu.ru сайтра хӑварма пулать е 8-800-200-40-40 номерпе шӑнкӑравламалла.
Ҫӗртме уйӑхӗн 15–16-мӗшӗсенче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи тулли полномочиллӗ пайташӗ Михаил Бабич ертсе пыракан официаллӑ делегаципе Китай Халӑх Республикинче пулать. Сумлӑ делегаци пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлессипе тимлекен канашӗн «Атӑл-Янцзы» форматлӑ калаҫӑвне хутшӑнать.
Делегаци йышӗнче — РФ Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствин пайташӗсем, РФ Экономика, Культура министерствисен ертӳҫисем, округри субъектсен пуҫлӑхӗсем, ӑслӑлӑхпа вӗрентӳре ӗҫлекенсем, Атӑлҫи тӑрӑхӗнче ӗҫлекен усламҫӑсем.
Ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Аньхой провинцийӗнчи Хэфэй хулинче «Цзянхуай ушкӑн» автомашинисене хаклӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Михаил Бабичпа Ян Цзечи регионсен хушшинчи ӗҫлӗ ҫыхӑнусене сарассипе ӗҫлекен канашӑн иккӗмӗш ларӑвне ертсе пырӗҫ. Ун чухне Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсем Китайри чи паллӑ предприятисемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлемелли килӗшӳсене ҫирӗплетме тӗллев лартнӑ. Раҫҫейпе Китай хушшинче тахҫантанпах тӗвӗленнӗ ӗҫлӗ ҫыхӑнусене анлӑлатма палӑртса хунӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫӗршыв Президенчӗпе пӗр кунта ҫынсен ыйтӑвӗсене хуравлӗ. Владимир Путин — ҫӗршывра пурӑнакансен ыйтӑвӗсене, Алексей Ладыков — Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пурӑнакансенне те.
Путинпа Ладыков пӗр кунта тӳрӗ лини йӗркеленине хула администрацийӗнче ӑнсӑртран пӗр килнӗ тесе ӑнлантарнӑ. «Ҫыхӑнура» порталта ҫырнӑ тӑрӑх, Ладыков ҫынсен ыйтӑвне ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнчех, хуравлама палӑртса хунӑ.
Алексей Ладыков ирхи 10 сехет те 30 минутран пуҫласа 12 сехетчен 23-50-06 номерпе йышӑнӗ. 12 сехетре Владимир Путинӑн тӳрӗ линийӗ пуҫланӗ. Ӑна «Первый», «Россия 1», «Россия 24» телеканалсемпе, «Маяк», «Вести FM» тата «Радио России» радиоканалсемпе трансляцилӗҫ. Владимир Путина moskva-putinu.ru сайтра ыйтусем пама пулать е 8-800-200-40-40 номерпе шӑнкӑравламалла.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республика Правительствин йӑлана кӗнӗ ларӑвне ирттернӗ. Унта республикӑн Патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцийӗн ертӳҫине — ҫурт-йӗр тӗп инспекторне Виктор Кочеткова канлӗ пурӑннӑшӑн сӑмах лекнӗ.
Ларӑва Виктор Кочетков ЧР Министрсен Кабинечӗ тӗрӗслев ӗҫӗсем ирттерессипе ҫыхӑннӑ хутсене унччен йышӑннине улшӑнусем кӗртме хатӗрленӗ проектпа паллаштарнӑ. Улшӑнӑва РФ Правительстви кӑҫал нарӑс уйӑхӗн ҫурринчех йышӑннӑ, пирӗн республикӑри Ҫурт-йӗр инспекцийӗ вара халь кӑна хатӗрленӗ.
«Канлӗ пурӑнатӑр. Раҫҫей Правительстви улшӑнусене нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тунӑ. Кирлӗ хутсене сирӗн пуш уйӑхӗнчех йышӑнмалла пулнӑ, эсир вара 4 уйӑх иртсен ҫеҫ тӑватӑр. Ку вӑл ӗҫре чӑрмав кӳрет. Ку вӑл сирӗн ӗҫ тухӑҫлӑхне кӑтарать», — кӑмӑлсӑрланнӑ Элтепер.
Ӗнер, ҫӗртмен 12-мӗшӗнче, Раҫҫейӗн чылай хулисенче коррупцие хирӗҫ митингсем иртнӗ. Шупашкарти халӑх пухӑвӗнче чӑваш ялавӗ курӑнманни пирки эпир ӗнер хыпарланӑччӗ.
Ҫав вӑхӑтрах, пире хыпарланӑ тӑрӑх, Самар хулинче кӑсӑклӑ пулӑм пулса иртнӗ. Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ хулари Уй урамӗнче (выр. Полевая) вырӑнти Навальный штабӗн нимеҫисене (волонтерсене) тытса чарнӑ. «Парк Гагарина» (чӑв. Гагарин паркӗ) кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх пилӗк ҫамрӑка йӗрке хуралҫисем хула тӳри-шари йӗркеленӗ халӑхсен туслӑхӗн парадне лекме хӑтланнӑшӑн чарнӑ. Вӗсен чӑваш ялавӗ тата темиҫе плакат пулнӑ: «Вольный народ» (чӑв. Ирӗклӗ халӑх), «Угнетенный народ» ( чӑв. Пусмӑрланӑ халӑх). Ҫамрӑксене Октябрьски РОВДна илсе кайнӑ, кайран вара протокол ҫырмасӑр ирӗке янӑ.
Каласа хӑварас пулать, Самарти митинга халӑх ытларах пухӑннӑ. Вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх митинга пурӗ 2–3 пин ҫын хутшӑннӑ.
Республкӑн тӗп хулинчи Чапаев ячӗллӗ скверта паян влаҫрисем ирӗк панӑ коррупцие хирӗҫ митинг иртрӗ. Влаҫри ҫынсем улшӑнманнине тата ҫӳлти тӳре-шара укҫа нумай вӑрланине хирӗҫ ирттернӗ халӑх пухӑвӗ палӑртнинчен кӑшт каярах, 14 сехет тӗлнелле пуҫланчӗ. Ытларах митинга ҫамрӑк ҫынсем килни курӑнчӗ. Ҫавӑн пекех карчӑксем пурччӗ, ашшӗ-амӑшӗпе килнӗ ачасем.
Митинга ҫынсем Раҫҫей ялавӗсене тата плакатсем илсе пынӑ. Аса илтеретпӗр, паян, ҫӗртмен 12-мӗшӗнче, Раҫҫей кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Шел те, Чӑваш халӑх корреспонденчӗ ялавсем хушшинче Чӑваш Республикин ялавне курмарӗ. Халӑх илсе пынӑ плакатсенче вара Навальный штабӗ укҫа вӑрланишӗн айӑпланакансен сӑнӗсене курма май пурччӗ. Ятарласа хатӗрленисем те пурччӗ. Вӗсем хушшинче «Сам иди в бизнес» (Бизнеса ху кай), «Малыш, не лезь в политику» (Шӑпӑрлан, политикӑпа ан ҫыхлан), «Молчать — поддерживать режим» (Шӑп тӑр — режима майлӑ пул), «Молчание — золото Медведева» (Шӑп тӑни — Медведев пурлӑхӗ) тата ыттисене курма пулатчӗ.
Шупашкарти митинг Навальный ирттерекен пӗтӗм Раҫҫейри акцийӗн пайӗ шутланать. Навальный сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Раҫҫейре паян пурӗ митинга 187 хулара тухнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Раҫҫей кунӗ ячӗпе ҫӗршыври 30 регионта «Парад дружбы народов России» (чӑв. Раҫҫей халӑхӗсен туслӑхӗн парачӗ) иртмелле. Ӑна 2014 ҫулта пуҫласа йӗркеленӗ. Шупашкар хула урамне ҫав кун пирӗн республикӑра пурӑнакан тӗрлӗ халӑх ҫыннисем те тухмалла.
Раҫҫей халӑхӗсен туслӑхӗн парадне пуҫласа Кировра йӗркеленӗ. Унӑн пуҫаруҫи «Яркий город» культура фончӗ пулнӑ. Урама халӑха илсе тухнисем ҫӗршыв ертӳҫин Владимир Путинӑн пуҫарӑвӗсене ырланине пӗлтернӗ. Тата вӗсем пӗр халӑхпа тепӗр халӑх туслӑ пурӑнччӑр, килӗштерсе ӗҫлеччӗр, савӑнччӑр, пӗр ҫемьери пек пулччӑр тесе палӑртнӑ.
Тулаш хӑрушлӑхран та асӑрханма пулӑшакан тесе шухӑшлакан мероприятие кӑҫал пирӗн ҫӗршыври 10 миллион ытла ҫын хутшӑнасса шанаҫҫӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарта ЧР Патшалӑх Канашӗн черетлӗ тӑххӑрмӗш сессийӗ иртӗ. Кун йӗркинче – 12 ыйту.
Депутатсем сакӑр саккун проектне пӑхса тухма палӑртнӑ, ҫавӑн пекех ЧР Патшалӑх Канашӗн 2017 ҫулӑн иккӗмӗш ҫурри валли программӑна сӳтсе явӗҫ. Сессире «Чӑваш Республикинче ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑйӑн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки, 2016 ҫулта Чӑваш Енри ачасен прависемпе интересӗсене пӑхӑннипе пӑхӑнманни ҫинчен» доклад итлеме те палӑртнӑ.
Аса илтерер: кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче ЧР ӗҫлев министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ Елена Сапаркина ачасен парвисене хӳтӗлекен уполномоченнӑйӑн пуканне йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |