Атӑлҫи федераци округӗнчи субъекчӗсен мэрӗсен медиатанлаштарӑмне хатӗрленӗ. Шупашкар хулин экс-мэрӗ Ирина Клементьева миҫемӗш вырӑн йышӑннӑ-ха? Вӑл – 14-мӗш йӗркере.
Танлаштарӑма «Медиалогия» хатӗрленӗ. Журналистсене Ирина Клементьева должноҫӗпе ытлашши усӑ курнипе кӑсӑклантарнӑ. Вӗсене следовательсем ун тӗлӗшпе пуҫиле пуҫарни интереслентернӗ. Анчах танлаштарӑмра вӑл япӑх хаклав илнӗ.
Танлаштарӑмра пӗрремӗш вырӑна Хусан мэрӗ Ильсур Метшин йышӑннӑ. Вӑл журналистсене Хусан футбол енӗпе иртекен тӗнче чемпионатне 95 процент йышӑнма хатӗррине пӗлтернӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗ вӗҫӗнче 11-мӗш класс вӗренсе пӗтерекенсем хӑйсен аттестачӗсене илеҫҫӗ. Пурнӑҫӑн аслӑ ҫулӗ ҫине тухма паракан ҫак пӗрремӗш документа хальхи вӑхӑтра чыслӑн та чаплӑ уяв ирттерсе параҫҫӗ. Унашкал уяв Адыгей Республикинче те иртнӗ, ҫамрӑксене аттестатсем панӑ. Рузанна Туко ятлӑ хӗр сцена ҫине тухсан вара республикӑра пысӑк пӑтӑрмах сиксе тухнӑ — вӑл хӑйпе пӗрле вӗреннӗ тепӗр хӗре ылтӑн медале панипе килӗшменни пирки пурте илтмелле каланӑ. Ахаль-махаль хӗр пирки сӑмах пырсан ку пӑтӑрмах пирки Раҫҫейри МИХсем анлӑн ҫутатмӗччӗҫ-ха та. Лешӗ вара, иккен, тӳре-шара хӗрӗ. Ҫавна май амӑшӗ хӑйӗн тӗпренчӗкӗ валли ылтӑн медаль туса панӑ пулать. Ку Рузаннӑна килӗшмен, вӑл тӳре-шара хӗрӗ ылтӑн медале тивӗҫ пулманни пирки каланӑ. «Эпир ҫулталӑкӗ-ҫулталӑкӗпе тӑрӑшса вӗрентӗмӗр, тӑрӑшрӑмӑр, хӑшӗ-пӗри вара уроксене ҫӳремесӗрех ылтӑн медаль илеҫҫӗ», — тенӗ хастар хӗр.
Ӗлӗк, совет самани вӑхӑтӗнче, Павлик Морозов пек ачасене ҫӗклетчӗҫ, вӗсен ӗҫне тӗслӗх пек лартатчӗҫ (тӗрӗс астӑватӑп пулсан, вӑл хӑйӗн ашшӗне, кулаксен йышне кӗрекенскере, тӗрмене ларттарнӑ, ӑна ҫавӑншӑн кулаксем персе вӗлернӗ).
РФ Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президентне Николай Федорова чысласси пирки хушу кӑларнӑ. Кун пирки право информацин официаллӑ интернет-порталӗнче пӗлтернӗ.
Хушура Чӑваш Енӗн экс-президентне, Федераци Канашӗн пайташне Николай Федорова Александр Невский орденӗпе чысласси пирки каланӑ. Владимир Путин ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, Николай Федорова ҫак пысӑк наградӑпа Раҫҫей парламентаризмне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата саккун ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн чысланӑ.
«Власть» Раҫҫейри регионсен пуҫлӑхӗсен деклараци капманине пӗтемлетнӗ. Тӗпчев палӑртнӑ тӑрӑх, ертӳҫӗсем кризиса парӑнтарса тупӑша пысӑклатнӑ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫӗр улпучӗсен списокне лекнӗ. Вӑл унта иккӗмӗш вырӑнта. Унӑн харпӑрлӑхӗнче 50 пин тӑваткал метр ҫӗр. Пӗрремӗш вырӑнта – Брянск облаҫӗн пуҫлӑхӗ Александр Богомаз. Виҫҫӗмӗш вырӑна Сахалин облаҫӗн ертӳҫи Олег Кожемяко лекнӗ.
Михаил Игнатьев пӗлтӗр мӗн чухлӗ укҫа ӗҫлесе илни пирки те хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: Михаил Васильевич 2016 ҫулта 3 миллион та 739 пин те 245 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Ку – ӗҫ вырӑнӗнчи шалу. Пӗтӗмӗшле тупӑш вара 4 миллион та 163 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Ку истори пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнченпех тӑсӑлать. Пӗлменнисене аса илтерер. 2016 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗнче иртнӗ ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче депутатсем укҫа илсе тӑракан должноҫсене кама лартассине татса пачӗҫ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташне Сергей Семенова хӑй хирӗҫ пулнине, хӑй вырӑнне пӗр партире тӑракан Игорь Молякова суйлама ыйтнине тата сессине пыманнине пӑхмасӑрах экономика енӗпе ӗҫлекен комитетра ертӳҫӗн ҫумне суйларӗҫ. Ҫак утӑма Игорь Моляков патшалӑх политики енӗпе ӗҫлекен комитет пайташӗ пулнипе, экономика политикин комитетӗнче тӑманнипе ҫыхӑнтарчӗҫ.
ЧР Патшалӑх Канашӗнче ҫапла йышӑннине республика прокуратури Сергей Семенов правине пӑсни тесе йышӑннччӗ. Асӑрхаттару хутӗнче кӑлтӑка пӗр уйӑхра пӗтермеллине, айӑплисене явап тыттармаллине палӑртнӑччӗ.
Ку ӗс суда та ҫитрӗ. Малтан Шупашкарти Ленин район сучӗ чӑваш парламенчӗн йышӑнӑвне пӑрахӑҫлама йышӑну кӑларнӑ, ӗнер ЧР Аслӑ сучӗ Ленин районӗнчи ӗҫтешӗсен йышӑнӑвне пӑхса тухса ӑна вӑйрах хӑварнӑ. Ҫапла вара Сергей Семенова ирӗксӗр ӗҫлеттерме парламентӑн ирӗк ҫук.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетсӗр вуннӑмӗш сессийӗ ӗҫлерӗ. Унта пӑхса тухнӑ ыйтусенчен пӗри республика Элтеперне Михаил Игнатьева «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысласси пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнерех пӗлтернӗччӗ.
Элтепере чыслас сӗнӳпе Елчӗк районӗнчи Депутатсен пухӑвӗ ЧР Патшалӑх Канашӗн патшалӑх строительстви, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх, регламент тата депутат этики енӗпе ӗҫлекен комитетне тухнӑ. Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем ку пуҫарӑва ырласа йышӑннӑ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Игорь Моляков ҫеҫ орден панине «начар парне» тесе хакланӑ.
Ҫав вӑхӑтрах Правительство ҫурчӗ умне Юрий Шакеев ятлӑ ҫын пикета пырса тӑнӑ. Сессирен тухакан депутатсене вӑл Элтепере наградӑланипе килӗшместӗп тесе каланӑ.
Чӑваш Енри ҪҪХПИ управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Владимир Ежеев Чӑваш Республикинчи ҫынсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑйӑн пуканне йышӑнма пултарассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Омбудсмен кандидатурине Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи сессийӗнче пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн уншӑн 33 депутат сасӑланине, улттӑн тытӑнса тӑнине, пӗри хирӗҫ пулнине те эпир ҫырнӑччӗ.
Владимир Ежеев кандидатурине унччен ЧР ял хуҫалӑх министрӗ пулнӑ Сергей Павлов депутат сӗннӗ.
Владимир Ежеев ЧР Патшалӑх Канашӗн паянхи сессийӗнче хӑйӗн унчченхи заявленине илессине пӗлтернӗ, депутатсем унӑн ыйтӑвне тивӗҫтернӗ.
Ҫакна та палӑртмалла: ҫитес уйӑхра 60 ҫул тултаракан Владимир Ежеев кандидатурине халӑхра, ҫав шутра хӑш-пӗр депутат та, тӗрлӗрен йышӑнни вӑрттӑнлӑх мар. Республикӑри омбудсмен кандидатурине Раҫҫейри этем прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй пӑхса тухса ырлать.
Паян иртекен Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче Михаил Игнатьев Элтепере «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чыслас ыйтӑва пӑхса тухассине Чӑваш халӑх сайчӗ ирпе пӗлтернӗччӗ.
Чӑн та, сессире ку ыйтӑва хускатрӗҫ. Элтепере чыслас сӗнӳпе Елчӗк районӗнчи Депутатсен пухӑвӗ ЧР Патшалӑх Канашӗн патшалӑх строительстви, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх, регламент тата депутат этики енӗпе ӗҫлекен комитетне тухнӑ.
Чӑваш парламенчӗн депутачӗсем Елчӗк районӗнчи халӑх тарҫисен ыйтӑвне тивӗҫтерме йышӑнчӗҫ. Сессие хутшӑннӑ депутатсенчен чылайӑшӗ ку шухӑша ырларӗ, Михаил Игнатьев Элтепер тӑрӑшӑвне пысӑка хурса хакланӑ май вӗсем наградӑна тивӗҫ тесе сасӑларӗҫ. Сӑмах май, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Игорь Моляков вара урӑхларах шухӑш палӑртрӗ.
Паян Чӑваш Республикин улттӑмӗш созыври Патшалӑх Канашӗн вуннӑмӗш, черетсӗр, сессийӗ ӗҫленӗ. Черетсӗр сессире пӑхса тухма палӑртнӑ ыйтусем йышлах мар пулин те ӑна итленисем кӑсӑклӑ самантсем пулнине палӑртаҫҫӗ. Кӑсӑкли, тӗпрен илсен, оппозици партийӗсем шутланаканнисемпе ертсе пыракан парти пайташӗсемпе сиксе тухать. Хальхинче те ун пек самант пулнӑ.
Чӑваш халӑх сайчӗ Николай Малов депутат РФ Патшалӑх Думин депутачӗ пулассине темиҫе хут та хыпарларӗ. Марат Сафин заявлени ҫырнӑ хыҫҫӑн та, кайран Тӗп суйлав комиссийӗнче тивӗҫлӗ йышӑну тусан та. Паян чӑваш парламентӗнче Николай Малов хӑйне ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗн мандатӗнчен хӑтарма ыйтса ҫырнине пӑхса тухнӑ.
Валерий Филимонов спикер Николай Маловӑн ырӑ енӗсене палӑртнӑ май унра шӳт туйӑмӗ пуррине те асӑннӑ. Ҫак саманта астуса юлнӑ «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Игорь Моляков Николай Маловран РФ Патшалӑх Думинче мӗнрен кулассипе кӑсӑкланнӑ. «Чи малтанах — хамран», — ҫухалса кайман Николай Малов политик.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Николай Дроздова, «Чӗрӗ планета» общество организацийӗн правленийӗн председательне, «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысласси пирки хушӑва алӑ пуснӑ.
Юлашки вӑхӑтра Николай Дроздов Чӑваш Енре икӗ хутчен пулнӑ: 2014 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче тата пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче. Ку наградӑна ӑслӑлӑх, экономика, социаллӑ культура, общество тата ыркӑмӑллӑх ӗҫӗсемшӗн параҫҫӗ.
Николай Дроздова ытларах «В мире животных» каларӑм ертӳҫи пек пӗлеҫҫӗ. Вӑл ӑна 1975 ҫултанпа ертсе пынӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Харитонов Владимир Eгорович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |