Канаш хула администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Владислав Софронов ӗнертенпе отставкӑна кайнӑ. Ӗҫрен хӑтарма ыйтса вӑл заявлени ҫырнине «Правда» ПФО интернет-хаҫат чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнчех пӗлнине ҫырнӑччӗ-ха. Тӳре-шаран ыйтӑвне хулари Депутатсен пухӑвӗн чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи ларӑвӗнче пӑхса тухассине те унта систернӗччӗ. Хыпар вӗсем хӑйсен ҫӑлкуҫӗсем калани тӑрӑх хатӗрленине палӑртнӑччӗ.
Чӑн та, Владислав Софронов ӗҫрен кайма ыйтса заявлени ҫырнӑ. Унӑн ыйтӑвне депутатсем ӗнер нумай калаҫса тӑмасӑр тивӗҫтернӗ, ҫав вӑхӑтрах вӗсем ӑна ырӑ йӑлана пӑхӑнса (ҫын кайнӑ чух лайӑххине сунаҫҫӗ-ҫке) ӑшӑ сӑмахсем калани паллӑ.
Владислав Софронов малтан Канаш район админитсрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑччӗ, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тилхепине вӑл икӗ ҫул ытларах тытса пычӗ.