Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Министр ҫумӗ хула пуҫлӑхӗ пулма килӗшнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 02.08.2017 20:19 | 1565 хут пӑхнӑ
Политика

Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ Надежда Гладкова ҫитес эрнерен, ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен, Сӗнтӗрвӗрри хула администрацине ертсе пыма тытӑнӗ. Пуҫлӑха кама лартассине хулари депутатсем ӗнерхи ларура пӑхса тухнӑ. Надежда Гладкова кандидатурине вӗсем пӗр шухӑшлӑн ырланӑ.

Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ Надежда Гладкова биографине тишкерсен вӑл пур енлӗ пултарни сисӗнет: секретарь-машинистка та, кадрсен пайӗн инспекторӗ те, шкулти пионервожатӑй та, ҫӗр йӗркелӳҫӗ те, Шупашкар район администрацийӗнчи экономика пайӗн специалисчӗ те, инженер та, ял хуҫалӑх предприятийӗнче пуҫлӑх ҫумӗ те. Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗнче 2016 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ, кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче республикӑн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшма пуҫланӑ.

#Сӗнтӗрвӑрри, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Шупашкар районӗ, #ӗҫ вырӑнӗсем, #политика, #пухусем, #депутатсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем