Хальхи вӑхӑтра чылай районта администраци пуҫлӑхӗсене палӑртаҫҫӗ. Чылай ҫӗрте вӗсене палӑртса пӗтерчӗҫ. Хӑш-пӗр районта ҫӗнӗ ҫынсем влаҫа килчӗҫ. Тепӗр тесен, вӗсем пирки апла калани вырӑнлах та мар. Район администрацине ертсе пыма пуҫланисем хушшинче унччен те ҫав тытӑмрах ӗҫленисем те пур. Красноармейски район администрацине малашне Сергей Молотков ертсе пырӗ. Унччен ку лава хӗрӗхе те ҫитмен Андрей Шестаков туртнӑччӗ.
1965-мӗш ҫулхи Сергей Молотков кандидатурине районти Депутатсен ӗнерхи пухӑвӗнче пӑхса тухса ҫирӗплетнӗ. Сергей Львович унччен те район администрацийӗнчех ӗҫленӗ. Ун чухне вӑл район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче — ял хуҫалӑхӗпе экологи пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Ҫуралма вӑл Красноармейски районӗнчех ҫуралнӑ.