ЧР культура министрӗн Константин Яковлевӑн виҫҫӗмӗш ҫум пур. Ӑна пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче палӑртнӑ.
Анатолий Валерьевич Тимофеева культура министрӗн ҫумне лартасси пирки хушӑва ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Анатолий Тимофеев унччен ҫак ведомствӑрах ӗҫленӗ. Вӑл объектсен сыхлавӗн пайӗн строительство тата техника базин аталанӑвӗн секторӗн заведующийӗ пулнӑ.
Культура министрӗн вакансийӗ 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗнче пушаннӑ. Ун чухне Татьяна Казакова Кадет шкулӗн директорӗн пуканне йышӑннӑ. Халӗ Константин Яковлевӑн виҫӗ ҫум: Вячеслав Оринов, Иван Архипов тата Анатолий Тимофеев.
Анатолий Тимофеев 1983 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра инженера вӗреннӗ. 2005 ҫулта диплом илнӗ.
Монополипе кӗрешекенсем ҫӳп-ҫап илсе тухмалли хаксене вӑйпа сӗннӗшӗн Чӑваш Енӗн тарифсемпе ӗҫлекен патшалӑх службине апла тума юраманни пирки асӑрхаттарса ҫыру янӑ.
Тарифсемпе ӗҫлекенсем монополипе кӗрешекенсен умӗнче ертӳллӗ (управляющи) компанисене ҫӳп-ҫап турттарса тухмалли хака пӗр кубометршӑн 340 тенкӗ тесе йышӑнмалла тесе янӑ ҫырушӑн айӑпа кӗнӗ. Кунашкал ҫыру яни антимонопольщиксен шухӑшӗпе конкуренцине пӑсма пултарать тата хаксен виҫине вӑйпа сӗнет. Ҫавна май ака уйӑхӗн 25-мӗшӗччен ҫак ҫырӑва каялла чӗнсе илме тата сайтри информацие кӑларса пӑрахма хушнӑ.
Аса илтеретпӗр, ҫуп-ҫапа полигона таран илсе тухассин хакне Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче ҫӗнӗ полигона уҫнӑ хыҫҫӑн ӳстерчӗҫ. Вӑл ытла та пысӑк пулни Владимир Путина та кӑсӑклантарнӑччӗ.
Чӑваш Республикинчи этем правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй Юрий Кручинин должноҫрен вӑхӑтсӑр каясси пирки заявлени ҫырнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерчӗ-ха. Аса илтерер, ку должноҫре Юрий Сергеевич 2012 ҫултанпа ӗҫлерӗ. Унччен вӑл Чӑваш Енӗн прокуратурин органӗсенче тӑрӑшнӑ. 2002–2012 ҫулсенче Чӑваш Енри Адвокатсен палатин президенчӗ пулнӑ. Хӑй вӑл Мари Республикинчи Чикмере 1958 ҫулта ҫуралнӑ.
Юрий Курчинин ыйтӑвне республика парламенчӗн патшалӑх строительствин, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн, регламент тата депутат этикин комитечӗн ларӑвӗнче пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче малтанласа пӑхса тухнӑ. Этем правине хӳтӗлекенӗн контракчӗ кӑҫалхи кӗркунне тухмалла. Юрий Сергеевич унччен тӑхтаман — ӗҫрен кӑларма ыйтса заявлени ҫырса панӑ. Омбудсмен ыйтӑвне Патшалӑх Канашӗн ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи сессийӗнче тишкермелле.
Чӑваш Енре этем правине хӳтӗлеме ЧР информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрне Александр Иванова лартаҫҫӗ текен сӑмах тухнӑ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Енре харӑсах темиҫе кадр ылмашӑвӗ пулса иртрӗ: Владимир Викторова сывлӑх сыхлав министрне ҫирӗплетрӗҫ, Чӑваш Енри Гостехнадзора ертсе пыма Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗнче ӗҫленӗ Сергей Вязовские лартрӗҫ.
Унсӑр пуҫне тата улшӑну пулчӗ: ЧР Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумне — Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхне Лариса Арсентьевана ЧР ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумне шанчӗҫ. Вӑл вырӑн министрӑн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ Елена Сапаркинӑна республикӑри ачасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑя суйланӑ хыҫҫӑн пушаннӑччӗ.
Лариса Арсентьева йышӑннӑ пукана Николай Каргина пачӗҫ. Унччен вӑл Шупашкар хула администрацийӗнче муниципалитет тӗрӗслевӗн управленийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Николай Каргин 1970 ҫулта Муркаш районӗнчи Мемеккасси ялӗнче ҫуралнӑ.
РФ Федераци Канашне Чӑваш Енрен сенатора суйланӑ Вадим Николаев Валентина Матвиенко спикер умӗнче аван мар лару-тӑрӑва лекнӗ. Ҫитменнине тата ларӑва Интернет урлӑ трансляциленӗ.
Сенаторсем «Об обязательном страховании гражданской ответственности владельцев транспортных средств» (чӑв. Транспорт хатӗрӗсен хуҫисен гражданла яваплӑхне обязательнӑй йӗркепе страхласси ҫинчен) федераци саккунне улшӑну кӗртессине пӑхса тухнӑ.
Ҫӗнӗлӗх пирки профильлӗ комитет ертӳҫин ҫумӗ Николай Журавлев сӑмах вӗҫлесе ытти депутат саккуна сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн Вадим Николаев транспорта хӑш вӑхӑтра юсамаллине палӑртнипе палӑртманнипе кӑсӑкланнӑ. Ӑна вара маларах докладчик та асӑнса хӑварнӑ.
«Ларӑва хатӗрленнӗ чух саккуна вуламалла, Вадим Иванович», — тенӗ Валентина Матвиенко спикер.
Паян, пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкарта федерацин Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсенчи саккун кӑларакан органсен пайташӗсем канашланӑ. Йӑлана кӗнӗ пуху черетленсе тӗрлӗ регионта иртет. Хальхинче Шупашкара килнӗ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пуҫтарӑннӑ хӑнасене тӗрлӗ ҫӗре илсе кайса кӑтартнӑ. Паянхи ларӑвӑн кун йӗркине кӗртнӗ тепӗр пысӑк ыйту – йӑлари хытӑ каяшсене тирпейлесе ҫыхӑннӑ ыйту. Ҫавна май кӳршӗллӗ регионтан килнисене ҫав енӗпе ӗҫлекен е унпа ҫыхӑннӑ объектсене кайса кӑтартнӑ: Шупашкарти «Заовражная» шыв тасатакан станцие, Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫӳп-ҫап полигонне тата ҫӳп-ҫапа уйӑракан савута, Биологилле тасатмалли сооружение.
Ӗҫ кунне вӗҫленӗ май Правительство ҫуртӗнче анлӑ лару иртнӗ. Унта РФ Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи тулли праваллӑ пайташӗн ҫумӗ Игорь Паньшин хутшӑннӑ.
Иккӗмӗш ҫавра. Чӗре кӑварне таптакансем
«Эпир хамӑр ӑсласа илме хӑтланнин тӗллевӗ пирки ак мӗн калам: шухӑшлавра пирӗн ансат тата куҫа курӑнман утӑм тума май, вырӑн хатӗрлемелле. Пур-ӑ-нӑҫ (бытие) ҫынна — тӗшши-тупсӑмӗ тӗлӗшӗнчен — хӑйӗн ытамне йышӑнма пултартӑрччӗ. Хатӗрлекен шухӑшлавра кирек епле пӗр шухӑшлӑ шухӑшлав та вырӑнлӑ. Пӗлтерӗш тата усӑ пирки ӑшталанни ҫук кунта. Ку вӑл — ака вӑхӑчӗ. Акаканнисем, тен, ни калча шӑтнине, ни пучах тулнине кураймӗҫ. Вырма тухӑҫӗ пирки те пӗлеймӗҫ. Вӗсен ака ӗҫне хатӗрлемелле. Акана тухиччен суха тумалла. Унччен вара уйне тупмалла, ака-сухана юрӑхлӑ тумалла. Туйӑм-сисӗмре тупӑнӗ ҫак уй. Чи кирли — ҫак уя илсе каякан ҫулпа пырасси. Ҫав уя тухакан эпир пӗлмен ҫулсем тӗнчере пайтах. Анчах кашни шухӑшлакана пӗр ҫул кӑна панӑ. Ку вӑл — ун ҫулӗ. Каллӗ-маллӗ, каллӗ-маллӗ ҫӳремелле ҫав ҫула такӑрлатма. Ҫак ҫул ҫинче кӑна (урӑх ниҫта та мар) пӗлме май пуррине калама хӑнӑхиччен ку ҫул нихҫан та ун пулмӗ» (Хайдеггер Мартин. Слова Ницше «Бог мертв» // Вопросы философии.
Чӑваш Республикинчи ҫынсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Юрий Кручинин должноҫрен вӑхӑтсӑр каясси пирки заявлени ҫырнӑ.
Юрий Курчинин парламентарин общество институтӗнчен каяссине патшалӑх строительствин, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх управленийӗн, регламент тата депутат этикин комитечӗн ларӑвӗнче (вӑл пуш уйахӗн 22-мӗшӗнче иртнӗ) пӑхса тухнӑ. ЧР Патшалӑх Канашӗн ҫитес вӑхӑтра, ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, иртекен сессинче ӑна должноҫрен кӑларас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ.
Юрий Сергеевич Кручинин ку должноҫре 2012 ҫултанпа ӗҫлет. Унччен вӑл ЧР прокуратурин органӗсенче, адвокатра тӑрӑшнӑ. Хӑй вӑл Мари Республикинчи Чикмере 1958 ҫулта ҫуралнӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев харӑсах темиҫе хушӑва алӑ пуснӑ. Вӗсем те — тӳре-шаран ӗҫ вырӑнӗпе ҫыхӑннӑскерсем.
Чӑваш Енӗн Гостехнадзорне ертсе пыма Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗнче ӗҫленӗ Сергей Вязовские лартнӑ. Михаил Васильевич ку кандидатура пирки административлӑ ӗҫре опыт пур тесе палӑртнӑ.
Аса илтерер, Чӑваш Енӗн Гостехнадзорне ертсе пынӑ Владимир Димитриев кӑҫалхи ҫулла ӗҫрен кайнӑччӗ. Пултарайманран мар, урӑх ҫӗре куҫнӑран. Владимир Димитриев хальхи вӑхӑтра Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшать. Унччен ку должноҫре вӑл вӑхӑтлӑх шутланнӑ, нумаях пулмасть район администрацийӗн пуҫлӑхне Георгий Егорова суд йышӑнӑвӗпе ӗҫрен кӑларнӑ.
Паянтанпа Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав отрасльне Владимир Викторов стоматолог министр пулса ертсе пырӗ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ, паянах енсем Правительство ҫуртӗнче тӗл пулса калаҫнӑ.
Михаил Игнатьев Владимир Викторова Чӑваш Енри медицина общественноҫӗ сӗннине пӗлтернӗ. Шупашкарти стоматологи поликлиникине чылай ҫул ӑнӑҫлӑ ертсе пыракан специалист медицинӑра чӗрӗк ӗмӗр ытла ӗҫленине палӑртнӑ вӑл.
Владимир Викторов — чӑваш парламенчӗн депутачӗ. Унта суйланиччен вӑл хай пурӑнакан Шупашкар районӗнче депутата суйланнӑ. Республикӑн тӗп хулинче ӗҫлеме пуҫласан та унта та ӑна депутата суйланӑ. Обществӑлла ӗҫе те Владимир Викторов хастар хутшӑнать. Вӑл — Стоматологсен ассоциацийӗн, Ашшӗсен канашӗн ертӳҫи.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Харитонов Владимир Eгорович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |