Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне ҫулсерен яракан Ҫырӑва хальхинче парламент сессийӗнче мар, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура вуланӑ. Сессийӗ пуласса пулнӑ-ха, анчах регламента улшӑну кӗртнӗ хыҫҫӑн ӑна кӑшт урӑхларах йӗркеленӗ.
ЧР Патшалӑх Канашне яракан Ҫырӑва итлеме ытти ҫулти пекех депутатсем, тӗрлӗ пуҫлӑх, МИХсенче тӑрӑшакансем, яка та капӑр тумланнӑ ытти ҫын йышлӑ пуҫтарӑннӑ. Михаил Игнатьева итлеме кайнӑ Александр Белов журналист сӑнанӑ тӑрӑх, ҫавсем фото- тата видекамерӑсем умӗнче тӗрлӗ поза йышӑннӑ, хӑйсене хӑйсем фото ӳкерӗнсе сӑнӳкерчӗксене халӑх тетелӗсенчи страницӑсене вырнаҫтарнӑ.
Сессие савӑнӑҫлӑ пухӑва ҫавӑрнине Сергей Семенов депутат (вӑл — «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ) Элтепере залрисем вырӑнсӑр ыйту парасран асӑрханнипе ҫыхӑннӑ имӗш.
Кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарта «Уҫӑ Раҫҫей» юхӑмӑн регионти уйрӑмӗн учредитель пухӑвӗ иртет. Ӑна пирӗн республикӑра Дмитрий Семенов ертсе пырать.
Пухура пурне те кӗтеҫҫӗ. Кама тӗрӗс суйлав йӗркелесси, ҫын прависене тивӗҫлипе пурнӑҫласси кӑсӑклантарать — сире кӗтеҫҫӗ. Ӑна Шупашкарти «Чӑваш Ен» хӑна ҫуртӗнчи конференц-залра ирттерӗҫ. Мероприяти 13 сехетре пуҫланать.
16 сехетре унтах «Немцов» документлӑ фильм кӑтартӗҫ. Вӑл — Борис Немцов пирки. Ӑна ҫынсем аса илеҫҫӗ. Вӑл политикӑра пӗрремӗш утӑмсем туни, Ельцин преемникӗ пулни, Раҫҫейри оппозици лидерӗсенчен пӗри пулни пирки кӑтартӗҫ.
Фильмра ҫемье архивӗнчи хроника та пур. Фильмра вилӗм ҫук, хальхи Раҫҫейри политиксен чи ҫутӑ ҫыннин пурнӑҫӗ пирки ҫеҫ.
Улатӑр район администрацине ертсе пынӑ Николай Романов виҫӗмкун ӗҫрен кайнӑ. Район администрацийӗн сайтӗнче ҫырнӑ хыпарта отставкӑна кайма ыйтса пуҫлӑх хӑй кӑмӑлӗпе ҫырнине ӗнентернӗ.
Николай Романов ыйтӑвне пӑхса тухма районти Депутатсен пухӑвӗ кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче черетсӗр ларӑва пуҫтарӑннӑ. Пуху иртессине тӑватӑ кун маларах сайтра хыпарланӑччӗ.
Пухӑва Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн Шалти политика управленийӗнчен вырӑнти хӑй тытӑмлӑх енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗпе Игорь Николаевпа ҫав пайри Анатолий Алексеев консультант та хутшӑннӑ.
Улатӑр район администрацине вӑхӑтлӑха ертсе пыма муниципалитетӑн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумне — йӗркелӳ пайӗн пуҫлӑхне Нина Шпилеваяна шаннӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра конкурс ирттерсе район администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртӗҫ.
Чӑваш Енре ача-пӑча хӳтӗлевҫи пулатех. Кун пирки республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫӗршыври шӑпӑрлансен омбудсменне Анна Кузнецована шантарса каланӑ. Унпа Михаил Васильевич ӗнер Мускавра тӗл пулнӑ.
Республика ертӳҫи Анна Кузнецована хыпарланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре ку енӗпе мӗнпур нормативлӑ актсене йышӑннӑ. Ачасен РФ Президенчӗ ҫумӗнчи уполномоченнӑйӗпе пӗрле пулса пирӗн тӑрӑхри ҫак кандидата ҫирӗплетӗҫ.
Чӑваш Енри пӗчӗккисен омбудсменӗ Вячеслав Рафинов республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутатне суйланнӑ хыҫҫӑн пирӗн тӑрӑхра ку должноҫе пӗтересси пирки ЧР Патшалӑх Канашӗн сайтӗнче юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ. Анчах кун пек йышӑну обществӑра та калаҫу самай ҫуратрӗ, РФ Федераци Канашӗн спикерӗ Валентина Матвиенко та ку должноҫе сыхласа хӑварма ыйтнӑччӗ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствинче 15 ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн тивӗҫлӗ Светлана Петрована, юлашки вӑхӑтра вӑл министрӑн пӗрремӗш ҫумӗн пуканне йышӑнатчӗ, канӑва ӑсатнине эпир пӗлтернӗччӗ. Светлана Петрова тӗлӗшпе хушӑва республика Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче кӑларнӑччӗ.
Пуҫлӑх тилхепине чипер тытса ларнӑ ҫӗртенех тивӗҫлӗ канӑва кайнине тӗрлӗрен йышӑнакансем пулчӗҫ. Хӑшӗсен шучӗпе, Светлана Петрова ӗҫрен пӑрахнӑ хыҫҫӑн тӑван республикӑмӑрӑн вӗренӳ отраслӗ калама ҫук пысӑк ҫухату тӳснӗ. Апла пулин те сӑнавҫӑсене хӑш-пӗр самант тӗлӗнтернӗ. Александр Белов журналист, сӑмахран, «уйрӑм пенсионерсене» тивӗҫекен «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль Светлана Владимировнӑна тивӗҫменнине асӑрханӑ.
Асӑннӑ статьяра Светлана Петрова пенсие кайма шут тытни ППЭ валли оборудовани туянмалли тендерта саккуна пӑснипе, ҫавӑншӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнипе ҫыхӑнма пултарнине палӑртнӑ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухма хатӗрленет. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче Ҫырӑва хӑш кун вулассине те пӗлтернӗ.
Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Ҫырупа тухӗ. Ку 12 сехетре Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пулӗ.
Ҫырӑва хатӗрленӗ чухне ҫынсен сӗнӗвӗсене шута илнӗ. Унта малашнехи плансене те палӑртнӑ.
Ҫырӑва вуланине Наци телекуравӗ тӳрӗ эфирта кӑтартӗ. Чӑваш наци радиовӗпе те итлеме май пулӗ.
Муркаш районӗнчи Кашмаш тата Хуракасси ялӗнче пурӑнакансем вӑл тӑрӑхра шкул тутарассишӗн ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин патне ҫыру янӑ. Раҫҫей ертӳҫи патне шӑрҫаланипех Муркаш район администрацине ӑсатнӑ.
Унтисем вӗренӳ учрежденийӗ тума ыйтса резолюци хатӗрленӗ. Ял пухӑвне пуҫтарӑннисем 300 ытла ҫын хута алӑ пусма килӗшнӗ. Хастарсем Кашмашри шкула кӑҫалах хӑпартма пуҫлаттарасшӑн.
Вӗренӳ учрежденине тума федераци хыснинчен укҫа уйӑрасса шанса ҫырнӑ ҫырура РФ Президенчӗн Резерв фондӗнче «кӗмӗл» тупасса шаннине палӑртнӑ.
Кашмашра тума палӑртнӑ шкул укҫине Шупашкар районӗнчи Янӑшри шкул валли яма йышӑннине илтнӗ хыҫҫӑн тарӑхнӑ Муркаш районӗнчи Кашмаш тӑрӑхӗнчи хастарсем алла калем тытнӑ пулать.
57 ҫулти Светлана Петровӑна Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министрӗн ҫумӗнчен хӑтарнӑ. Министр ҫумӗнче 15 ҫула яхӑн ӗҫленӗскер 2012 ҫулта пӗрремӗш ҫум пуканне йышӑннӑ. Ӑна пӗлекенсенчен хӑшӗсем: «Шывра та путмасть, вутра та ҫунмасть», — теме юрататчӗҫ. Ҫак сӑмаха вӗсем Светлана Владимировна тӗрлӗ министрпа ӗҫлеме пултарнӑран каланӑ-тӑр.
Ӗҫ биографине Светлана Петрова Шупашкар районӗнчи Ишлейри шкулта пуҫламӑш классене вӗрентнинчен пуҫланӑ. Унта вӑл 1978–1985 ҫулсенче тимленӗ. Унтан КПСС Шупашкар райкомне куҫнӑ, райӗҫтӑвкомра тӑрӑшнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче темиҫе уйӑх ӗҫленӗ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн Социаллӑ политика министерствинче ертсе пыракан специалистра вӑй хума тытӑннӑ. Патшалӑхӑн ытти службинче те тӑрӑшнӑ.
Светлана Петрова тӗлӗшпе хушӑва республика Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин ӗнер, кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче, кӑларнӑ. Хутра Светлана Владимировнӑна тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ пирки хӑтарнине палӑртнӑ.
Паян, кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрне Сергей Артамонова республика Правительствин пуҫлӑхӗн ҫумне лартнӑ. Ҫӗнӗ тилхепене шаннӑ Сергей Геннадьевичпа Михаил Игнатьев Элтепер тӗлпулнӑ, агропромышленность комплексӗн ӗҫ-хӗлне, отраслӗн малашлӑх планӗсене сӳтсе явнипе пӗрлех вице-премьера ҫӗнӗ тивӗҫе ӑнӑҫлӑн пурнӑҫлама суннӑ. «Сирӗн тӗллев — республика Правительствин йышӗнче 10 ҫултан кая мар ӗҫлесси», — тенӗ Элтепер ҫамрӑк та пултаруллӑ ертӳҫӗне.
Аса илтеретпӗр, Сергей Артамонов Ҫӗрпӳ район администрацине ертсе пынӑччӗ. Кайран ӑна Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацине куҫарнӑччӗ. Унта вӑл Администраци ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗнче — шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑччӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗ правительство йӗркеленӗ май Сергей Артамонова ял хуҫалӑх министрӗ пулма шаннӑччӗ.
«Моя империя» журнал редакторӗ Сергей Суслин Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева республика Правительствин ӗҫ-хӗлӗ пирки активлӑ ҫырни каласа кӑтартнӑ. Хаҫатҫӑ регион ертӳҫине журналта ура ҫинче ҫирӗп тӑракан предприяти-организаци ӗҫне, пултаруллӑ ҫынсемпе «республика паттӑрӗсене» хастар ҫутатнине пӗлтернӗ.
Михаил Игнатьев Элтепере Сергей Суслин 55 ҫулхи юбилейпе те саламланӑ, «республика ӑнӑҫлӑхӗшӗн» тухӑҫлӑ ӗҫлеме ырӑ суннӑ.
Республика ертӳҫи хаҫатҫӑна спорт темине, ҫав шутра хоккей пирки сӑмах пынӑ, анлӑлатма сӗннӗ. Элтепер шучӗпе, хоккей пӗрлӗхлӗ пулма хӑнӑхтарать, ҫӗнтерӳ патне туртӑнтарать, патриотизм туйӑмне ҫуратать. Сӑмах май, Сергей Суслин Чӑваш Енре шайбӑпа хоккей выляма пуҫлани килес ҫул 60 ҫул ҫитнине пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.