Федераци хыснинчен укҫа илес тесен регионсен ертӳҫисен хӑш-пӗр йывӑрлӑха шухӑшласа кӑларма тивет. Rambler News Service пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев пӗлтернӗ.
«Эпир пӗрремӗш ҫул мар ӗнтӗ ӗҫлетпӗр. Эпӗ Антон Германовича (сӑмахӗ РФ финанс министрӗ Силуанов пирки пырать) калатӑп: тӗрӗссӗн ӗҫлеме пайталлӑ мар тетӗп, финанс министрӗ илттӗр, укҫа уйӑртӑр тесен йывӑрлӑха шухӑшласа кӑлармалла. Йӑлтах лӑпкӑ, тӑнӑҫлӑ пулсан укҫа памасан та пултараҫҫӗ. Калаҫҫӗ: эсир ахаль те лайӑх пурӑнатӑр, хӑвӑрах пурӑнӑр», — ҫапла цитатӑланӑ RNS Михаил Васильевич сӑмахне.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, маларах пирӗн республикӑн финанс министрӗ Светлана Енилина Чӑваш Ен Михаил Игнатьев Элтеперпе РФ финанс министрӗ Антон Силуанов хушшинчи туслӑ хутшӑнупа мӑнаҫланма пултарнине палӑртса хӑварнӑ.
Етӗрне районӗн хаҫачӗ «Ӗҫ ялавӗ» пӗлтернӗ тӑрӑх, район пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин должноҫран кайнӑ. Хӑй ӗҫ вырӑнне хӑварасси пирки вӑл депутатсен пухӑвӗнче каланӑ.
Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче депутатсем планра палӑртман пуху ирттернӗ. Сӑлтавӗ те пулнӑ: влаҫ улшӑнать. Район пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Владимир Кузьмин ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе каяссине пӗлтернӗ. Должноҫран кӑларма ыйтса вӑл заявлени ҫырнӑ. Пур депутат та унӑн йышӑнӑвӗпе килӗшнӗ.
Халӗ Етӗрне район пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пӗрремӗш ҫум Владимир Семенов вӑхӑтлӑх пурнӑҫлать.
Раҫҫейӗн Патшалӑх Думине депутата суйланма кандидат евӗр регистрациленнӗ Александр Капитонов суйлавра Канашри пӗр мандатлӑ округпа тӗлӗнмелле лайӑх кӑтартупа палӑрнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. «Партия Роста» (чӑв. Ӳсӗм партийӗ) текен партин республикӑри уйрӑмне ертсе пыраканскере Раҫҫейӗн бизнес хӳтӗлевҫи Борис Титов хавхалантарса пычӗ, мӗншӗн тесен шӑпах вӑл асӑннӑ парти ертӳҫи шутланать. «Партия роста» РФ Патшалӑх Думинче 7-10 процент таран пухас ӗмӗтлине Борис Титов Шупашкара килсен пытарманччӗ.
Ҫак кунсенче Александр Капитонов пульницӑна лекнине пӗлтӗмӗр. Кун пирки Александр Белов журналист хыпарлать. Сиплев ҫуртне вӑл Мускава парти ыйтӑвӗсемпе кайса килнӗ хыҫҫӑн лекнӗ пулать.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн ҫӗнӗ консультаци канашне кӗнӗ. Вӑл орган ҫӗршыв ертӳҫине социаллӑ-экономика аталанӑвӗнчи ҫивӗч ыйтусене палӑртма пулӑшмалла.
Канаша РФ Президенчӗ Владимир Путин хӑйӗн хушӑвӗпе палӑртать. Ҫӗнӗ йыша хальхинче унчченхилле ҫирӗм регион ертӳҫинчен мар, вун саккӑртан йӗркеленӗ. Йышра малтан пулнӑ регион ертӳҫисенчен пайташлӑха Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Мускав мэрӗ Сергей Собянин, Калуга облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Анатолий Артамонов, Ростов облаҫӗн Пуҫлӑхӗ Василий Голубев, Краснодар крайӗ кӗпӗрнаттӑрӗ Вениамин Кондратьев тата Карачай-Черкесск Республикин Пуҫлӑхӗ Рашид Темрезов сыхласа хӑварнӑ. Ыттисене ҫӗршыв ертӳҫи ҫӗнӗ ҫынсене кӗртнӗ.
РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Енӗн экс-полпречӗ Леонид Волков Владимир Путинран пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл унран хӳтлӗх ыйтать.
Леонид Волков Владимир Путин патне ҫыру ҫырни пирки Регнум портал пӗлтерет. Унӑн хальлӗхе килтен ирӗк ыйтмасӑр тухма юрамасть. Шӑпах ҫавӑнта вӑл хӑйӗн адвокачӗ урлӑ Президент патне ҫыру ҫырнӑ.
Леонид Волков ҫырура вӑл айӑплӑ маррине, преми парас схемӑна вӑл ку должноҫе ларичченех кӗртнине палӑртнӑ. Унӑн шухӑшӗпе, такамсем унпа усӑ курса коррупципе кӗрешмелли плана тултарасшӑн.
Аса илтерер: Леонид Волкова 2 миллион тенкӗ кӗсйине чикнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫемьере ача ҫурлани – пысӑк телей. Ашшӗпе амӑшӗ, тӑванӗсем ун валли хитре ят шыраҫҫӗ. Ара, хӑшӗ-пӗри ятран ҫыннӑн пурнӑҫӗ мӗнле пулассине ӗнентерет вӗт. Паллах, Настя, Маша, Даша, Саша, Дима, Андрей, Алексей, Николай, Евгений, Марина йышши ятсем халӗ анлӑ сарӑлнӑ. Анчах хӑшӗ-пӗри хӑйӗн ачине тӗлӗнмелле ят хурать. Чӑнах та тӗплӗн шухӑшласах тӑваҫҫӗ-ши ҫак утӑма? Хӑшӗ-пӗришӗн хӑйне евер ят кулӑшла пек туйӑнать…
Тӗслӗхрен, Мускав ҫывӑхӗнчи Королев хулинче ашшӗпе амӑшӗ хӗрне Виагра тесе чӗнеҫҫӗ. Телейлӗскерсем ҫак ята мӗншӗн суйланине те ӑнлантарнӑ: пӗрремӗшӗнчен, ят илемлӗ, иккӗмӗшӗнчен, ача шӑпах ҫак препарата пула ҫут тӗнчене килме пултарнӑ, виҫҫӗмӗшӗнчен, вӗсем «ВИА Гра» ушкӑна питӗ кӑмӑллаҫҫӗ.
Анат Тагилта вара Раҫҫейри никама пӑхӑнманлӑх кунӗнче пӗр ҫемьере хӗр ҫут тӗнчене килнӗ. Ашшӗпе амӑшӗ савӑннипе пӗчӗкскере Россия ят хунӑ. Кӗскен тата йӑлтах ӑнланмалла.
Мускавра 1998 ҫултанпа хунӑ хӑйне евӗр ятсене тишкерсен ҫакӑ паллӑ: арҫын ачасене Дмитрий-Аметист, Матвей-Радуга, Николай-Никита-Нил, Граф, Дар, Иван-Коловрат, Меркурий, Кантогор-Егор, Март, Христамрирадос, Князь, Принц, Космос, Ангел, Ветер, Воля, Дельфин, Ярослав-Лютобор, Илья Богодар, Каспер Ненаглядный, Архип-Урал, Еремей Покровитель, Кит, Лука-Счастье, Саммерсет Оушен, Мононо Никита, Огнеслав, Будда-Александр, Господин, Мир ят хунӑ.
ЧР ШӖМ министрӗ Сергей Неяскин Шупашкарти ҪҪХПИ уйрӑмӗн пуҫлӑхне Эдуард Шемякова должноҫран кӑларнӑ. Темпе айӑпа кӗмен вӑл. Шемяков шалти ӗҫсен органӗсенче урӑх ӗҫе куҫать.
Министр ку хушӑва паян алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ҫӗнӗ ӗҫри должноҫе вӑл ҫитес вӑхӑтра йышӑнӗ. Ун вырӑнне кам пуласси хальлӗхе паллӑ мар.
Сӑмах май, Эдуард Шемяков Шупашкарти ҪҪХПИ уйрӑмӗн пуҫлӑхӗнче 2015 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен ӗҫленӗ.
Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ Константин Никитина паян ӗҫрен хӑтарнӑ. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хушӑва ЧР Правительствин пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Светлана Енилина алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Константин Никитина 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ял хуҫалӑх министрӗн ҫумне лартнӑччӗ. Ун чухне министрта Сергей Павлов тӑрӑшатчӗ. Маларах Константин Никитин Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑччӗ. Патшалӑх службинче ӗҫличчен вӑл слесарьте, савутри цех наладчикӗнче, тӗп бухгалтерта, финанс уйрӑмӗн заведующийӗнче ӗҫленӗ. 1989-2010 ҫулсенче Константин Никитин Вӑрмарти РАЙПО председателӗнче вӑй хунӑ. Унӑн экономист тата юрист дипломӗсем пур.
Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн пайташӗсене суйлама кандидатурӑсем йышӑнаҫҫӗ. Кун пек йышӑнӑва республикӑн Элтеперӗ ячӗпе ярса памалла. Унта кандидатӑн ятне-шывне, хӑҫан ҫуралнине, ӑҫта пурӑннине, ӑҫта кам пулса ӗҫленине тата ыттине кӑтартмалла. Суйлав комиссийӗн пайташӗ пулас шухӑшлӑ ҫыннӑн хӑй аллипе ыйтса ҫырни те кирлӗ.
Кандидатсене общество пӗрлешӗвӗсем, политика партийӗсем тӑратнӑ чух вӗсен хӑйсене регистрациленине ӗнентерекен свидетельство тата устав копийӗ кирлӗ.
Документсене юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен тытӑнса чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗ таран йышӑнаҫҫӗ. Хутсене Шупашкарти Президент бульварӗнчи 10-мӗш ҫуртри 11.01 пӳлӗме ҫитермелле. Ӗҫ вӑхӑчӗ — ирхи сакӑр сехетрен пуҫласа 17 сехетчен. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ +7 (8352) 39-35-69.
Чӑваш Енри пӗр депутата ӗҫрен кайтарнӑ. Ку – прокурор ыйтнипе. Кун пирки ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтерет.
58 ҫулти арҫын Пӑрачкав районӗн депутачӗ. Вӑлах – ял хуҫалӑх кооперативӗн председателӗ.
Унччен ку арҫынна судпа айӑпласа 2 ҫуллӑха условлӑ майпа айӑпланӑ. Тӗрӗслев срокӗ – 1 ҫул. Ҫак тапхӑрта унӑн хӑй тӳрленнине кӑтартмалла.
Саккунпа килӗшӳллӗн, депутатӑн постран суд хыҫҫӑнах каймалла пулнӑ. Анчах вӑл хӑй ирӗкӗпе кайман. Прокурор ыйтнипе ҫеҫ ӑна ӗҫрен хӑтарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |