Чӑваш Енри пӗр депутата ӗҫрен кайтарнӑ. Ку – прокурор ыйтнипе. Кун пирки ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтерет.
58 ҫулти арҫын Пӑрачкав районӗн депутачӗ. Вӑлах – ял хуҫалӑх кооперативӗн председателӗ.
Унччен ку арҫынна судпа айӑпласа 2 ҫуллӑха условлӑ майпа айӑпланӑ. Тӗрӗслев срокӗ – 1 ҫул. Ҫак тапхӑрта унӑн хӑй тӳрленнине кӑтартмалла.
Саккунпа килӗшӳллӗн, депутатӑн постран суд хыҫҫӑнах каймалла пулнӑ. Анчах вӑл хӑй ирӗкӗпе кайман. Прокурор ыйтнипе ҫеҫ ӑна ӗҫрен хӑтарнӑ.
ЧР Правительствин председателӗ Иван Моторин ЧР транспорт министрӗн ҫумӗн должноҫне Олег Козлова лартасси пирки алӑ пуснӑ.
Уралти тӗнче тетелӗнчи хаҫат Znak.com пӗлтернӗ тӑрӑх, Козлов унччен Челепи администрацийӗнчи транспорт управленине ертсе пынӑ. Ҫурла уйӑхӗнче вӑл отставкӑна кайнӑ. Ку ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗпе ниепле те ҫыхӑнман.
Хаҫат ҫапларах ҫырать: «Олег Козловӑн Челепири ӗҫне хула депутачӗсем пӗрре мар критикленӗ. Пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче КПРФ партин депутачӗ Константин Нациевский Козлова отставкӑна кайма сӗннӗ. Хӑйӗн пуҫлӑхне Евгений Тефтелева тата халӑх тарҫисене ура хурасран-мӗн. Лешсем Козлов общество транспортӗнче хаксене ӳстерме сӗннине ырланӑ. Ара, хак ӳснӗ, анчах муниципалитет предприятийӗсенче лару-тӑру улшӑнман — ҫаплипех панкрута тухас хӑрушлӑх пур. Чиновник хирӗҫӳсенчен ывӑнни пирки те шухӑшлама пулать».
Олег Козлов Шупашкара ҫемйипе пӗрле килнӗ.
Шупашкар депутачӗсем хула пуҫлӑхне укҫа тӳлесшӗн мар. Ку шухӑша ӗнер иртнӗ Депутатсен пухӑвӗн черетсӗр 11-мӗш ларӑвӗнче палӑртнӑ.
Аса илтеретпӗр, унта пухӑннӑ «халӑх тарҫисем» хула пуҫлӑхӗ пулнӑ Леонид Черкесов ӗҫрен каяссишӗн, ҫав тивӗҫе Ирина Клементьевӑна шанассишӗн сасӑланӑ. Леонид Черкесов текех хула пуҫлӑхӗ мар, вӑл РФ Патшалӑх Думин депутатне суйланнӑ.
Шупашкрати Депутатсен пухӑвӗн ӗнерхи черетсӗр ларӑвӗнче Депутатсен пухӑвӗн председательне — хула пуҫлӑхне укҫа тӳлемесӗр тытса тӑрас ыйтӑва хускатнӑ. Анчах апла йышӑниччен Устава улшӑну кӗртмелле. Унччен ку сӗнӗве халӑхпа пухӑнса сӳтсе явасшӑн. Ку тӗллевпе кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пухӑнма йышӑннӑ.
Леонид Черкесов текех Шупакар хула пуҫлӑхӗ мар. Вӑл РФ Патшалӑх Думин депутатне суйланни пирки унччен пӗлтернӗччӗ.
Паян, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсен черетлӗ мар 11-мӗш ларӑвӗ иртнӗ. Унта Леонид Черкесов ӗҫрен вӑхӑтсӑр каясси пирки депутатсем пурте сасӑланӑ. Унӑн тивӗҫӗсене халь Ирина Клементьева пурнӑҫлать.
Аса илтерер: Леонид Черкесов Шупашкар хула пуҫлӑхӗнче 2010 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен ӗҫлет. Юлашкинчен ӑна ку должноҫе 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче суйланӑ.
Чӑваш Енре «Информаци технологийӗсен центрӗ» хысна учрежденийӗ йӗркелесси пирки утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче республикӑн информаци политикин министрӗ Александр Иванов пӗлтернӗччӗ.
Ҫӗнӗ тытӑм Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсенче паянхи кун тӗлне ӗҫлекен информаци тытӑмӗсене тата ҫӗнӗрен йӗркелекеннисене тытса тӑма, аталантарма тата пулӑшса пыма кирлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Информаци технологийӗсен центрне, кӗскетсе каласан, ИТЦна, ертсе пыма М.В. Анисимова ҫирӗплетнӗ. Кун пирки хушӑва ӗнер республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Ӗҫлӗ хутра Михаил Владимирович унччен ӑҫта тимленине каламан паллах. Анчах, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, вӑл малтан республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин Информаципе аналитика медицина центрне ертсе пынӑ.
Чӑваш Енӗн экс-сенаторне шырани пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Вӑл ют ҫӗршыва тухса кайнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Следовательсем экс-сенаторӑн темиҫе миллиард тенкӗлӗх пурлӑх пуррине тӗпчесе пӗлнӗ.
Аса илтерер: Леонид Лебедев тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл 220 миллион доллара хӑйӗн кӗсйине чикнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Паянхи кунта ӑна федераци шайӗнче шыраҫҫӗ.
Пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑран экс-сенатор килӗнче шырав ирттернӗ. Унӑн 5 миллиард тенкӗлӗх пурлӑх пур-мӗн. Ҫав шута Мускаври, ун ҫывӑхӗнчи 13 элитлӑ хваттер, 10 ҫӗр лаптӑкӗ кӗреҫҫӗ. Следовательсем шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑл ӑна афера укҫипе туяннӑ.
Тӗслӗхрен, унӑн Таса тӑкӑрлӑкра нумай сийлӗ, 15 пӳлӗмлӗ хваттер пур. Пӗтӗмпе — 760 тӑваткал метр. Унта вӑл пӗр подъезда туяннӑ та хваттерсене пӗрлештернӗ.
Лебедевӑн адвокачӗ шухӑшӗпе, шырава саккуна пӑсса ирттернӗ, вӑл нимӗнле документ те курман. Тата вӑл Лебедев ют ҫӗршыва тӗпчев пуҫланичченех кайнине ӗнентерет.
Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗн улттӑмӗш созыври депутатсен ларӑвӗ иртнӗ. Унта вӗсем РФ Федераци Канашӗн элчине те суйланӑ. Хальхинче те «Пӗрлхлӗ Раҫҫей» партинчен Вадим Николаев суйланнӑ.
Уншӑн 42 депутат сасӑланӑ. Вӑл унччен те сенатор пулнӑ. Ку тивӗҫе вӑл пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пурнӑҫланӑ.
Аса илтерер: депутатсен мандачӗ ытларах – «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейӗн». Вӗсем — 36-ӑн. КПРФ тата ЛДПР валли 3 вырӑн уйӑрнӑ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫейӗн» — иккӗ.
Ку пӑтӑрмах Чӑваш Енӗн улттӑмӗш созыври Патшалӑх Канашӗн пӗрремӗш сессийӗ вӑхӑтӗнче ӗнер пулса иртнӗ.
Сесси пынӑ вӑхӑтра, кун йӗркинчи тӗп ыйтусене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн депутатсене сӑмах парсан, трибуна умне «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Игорь Моляков тухнӑ. Вӑл калаҫнӑ вӑхӑтра муниципалитетсен пуҫлӑхӗсем харӑс тӑрса тухса утнӑ. Ҫак самантра ҫӗнӗ спикер Валерий Филимонов сӑмах та шарламан.
Оппозици шутланакан маларах асӑннӑ ҫав парти пайташӗ Сергей Семенов кӑна Игорь Моляков политика хӳтӗлесе сӑмах илнӗ. Вӑл ЧР Элтепер Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильевич ячӗпе чӗнсе каланӑ май ҫынсене партие кура уйӑрмалла маррине, пурте социаллӑ пурнӑҫпа экономика ыйтӑвӗсене татасшӑн ҫуннине палӑртса хӑварнӑ.
Чӑваш парламенчӗн спикерӗ пулма Патшалӑх Канашӗн сессийнче паян Валерий Филимонова суйланине эпир маларах пӗлтертӗмӗр-ха. «Фармация» предприяти пуҫлӑхӗнче нумай ҫул ӗҫленӗ ҫак ҫынпа калаҫма-хутшӑнма тивнисем ун пирки ыррине кӑна каланине палӑртмалла. Анчах хальхинче сӑмахӑмӑр ун пирки мар.
Патшалӑх Канашӗн пӗрремӗш сессине, спикера суйличчен, ҫулпа чи аслӑ депутата ертсе пыма шанаҫҫӗ. Ҫапла ку чыса 70 ҫулхи Елена Бадаева, вӑл Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савутне ертсе пырать, тивӗҫрӗ. Анчах парламент ертӳҫине палӑртмалли сасӑлав процедуринче вӑл кӑштах пӑтрашӑнса илнине пула сасӑлава икӗ хутчен ирттерчӗ.
Спикер пулма сӗннӗ пӗртен-пӗр кандидатшӑн, Валерий Филимоновшӑн, пӗрремӗш хутӗнче 37-ӗн сасӑларӗҫ, иккӗмӗшӗнче — хӗрӗхӗн.
Паян Чӑваш Енӗн юстици министрне Надежда Прокопьевана ӗҫрен хӑтарнӑ. Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗнчи ҫемҫе пукана йышӑннӑ ҫынна Чӑваш Республикин улттӑмӗш созыври Патшалӑх Канашӗн ларӑвӗнче парламентӑн Аппаратне ертсе пыма шаннӑ. Апла пулсан, эпир маларах пӗлтернӗ пекех пулса тухрӗ.
Надежда Прокопьева Мускаври Ломоносов ячӗллӗ аслӑ шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн ӗҫ биографине 1987 ҫулта ваккатран тытӑннӑ. Росреестр тытӑмӗнче, РФ Юстици министерствин республикӑри управленийӗнче те тӑрӑшнӑ.
Республикӑн Патшалӑх Канашӗнче Аппарат ертӳҫинче самай ӗҫленӗ 64 ҫулхи Анатолий Ухтияров пурне те тав туса сывпуллашнӑ май алӑ усса лармассине, урӑх ӗҫре тӑрӑшма кӑмӑл пуррине палӑртрӗ. Валерий Филимонов спикер ӑна парламентра яланах хапӑл пулассине ӗнентерчӗ.
Юстици министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлама министр ҫумне Ирина Семенована лартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.06.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чернышова Юлия Тимофеевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воронова Зинаида Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, паллӑ алӗҫ ӑсти ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |