Чӑваш Енӗн влаҫ тытӑмӗнче улшӑну пулса иртнӗ. Хушӑва Михаил Игнатьев Элтепер ӗнер алӑ пуснӑ.
Администраци тытӑмӗ ҫапларах должноҫсенчен тӑрӗ:
Администраци ертӳҫи;
Администраци Ертӳҫин ҫумӗ – Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-секретарӗ;
Чӑваш Ен Элтеперӗн пулӑшуҫисем;
Шалти политика управленийӗ (ӑна Администраци Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ – Управлени пуҫлӑхӗ ертсе пырӗ);
Администраци Ертӳҫин ҫумӗ (социаллӑ ятарлӑ документаци тата информацие хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен, терроризма хирӗҫ ӗҫлекен, мобилизаци енӗпе ӗҫлекен пайсене, режимпа вӑрттӑн ӗҫ секторне йӗркелесе пырӗ);
ЧР Элтеперӗн патшалӑхпа право управленийӗ (ӑна Администраци Ертӳҫин ҫумӗ – ЧР Элтеперӗн Управленийӗн пуҫлӑхӗ ертсе пырӗ);
Ӗҫсен управленийӗ (Управлени пуҫлӑхӗ ертсе пырӗ);
Тӗрӗслев тата общество хӑрушсӑрлӑхӗн управленийӗ (Управлени пуҫлӑхӗ ертсе пырӗ);
Патшалӑхӑн граждан службин, кадр политикин тата патшалӑх наградисен управленийӗ (Управлени пуҫлӑхӗ ертсе пырӗ);
Информаципе аналитика управленийӗ (Управлени пуҫлӑхӗ ертсе пырӗ);
ЧР Министрсен Кабинечӗн Секретариачӗ;
Терроризма хирӗҫ ӗҫлекен комисси ӗҫне йӗркелекен пай;
Мобилизаци ӗҫӗн пайӗ;
Бухгалтер учечӗн тата финанс пайӗ;
Пӗтӗмӗшле пай;
Социаллӑ документаци ҫыхӑнӑвӗн тата информацие хӳтӗлекен пай;
Режимпа вӑрттӑн ӗҫ секторӗ.
Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи экс-полпречӗ Леонид Волков Владимир Путинран черетлӗ хутчен пулӑшу ыйтнӑ. Маларах вӑл Президент патне юпа уйӑхӗнче ҫырнӑччӗ.
Аса илтеретпӗр, тӗпчевҫӗсем Леонид Волкова преми сӗмӗпе 2 миллион тенкӗ кӗсьене чикнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӗрремӗш ҫырура экс-полпред хӑй айӑплӑ маррине, преми парас схемӑна вӑл ку должноҫе ларичченех йышӑннине, коррупципе кӗрешмелли плана такамсем унпа усӑ курса тултарасшӑн тесе шухӑшланине палӑртнӑ.
Владимир Путин патне черетлӗ хутчен ҫырнинче Леонид Волков унччен ҫав должноҫе йышӑннӑ ҫын та ҫавӑн пек схемӑпа шалу тата преми илнине асӑнса хӑварнӑ.
Ҫырура Леонид Волков преми парас тытӑмра пӗр пеклӗх ҫуккине хурланӑ.
Паян Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн хушӑвӗпе ҫутҫанталӑк министрне ҫирӗплетнӗ: пуҫлӑх портфельне Александр Коршунова тыттарнӑ. Унччен Александр Петровича ҫак тивӗҫе пурнӑҫлама шаннӑччӗ.
Аса илтеретпӗр, А. Коршунова министр тилхепине унччен ҫав пукана йышӑннӑ Сергей Павлов Вӑрнар тӑрӑхӗнчен республикӑн Патшалӑх Канашне суйланнӑ хыҫҫӑн вӑхӑтлӑха шаннӑччӗ. Александр Коршунова министр тивӗҫне пурнӑҫлаттарассине Михаил Игнатьев Элтепер авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ.
Александр Коршунов маларах агрохими службин «Чувашский» патшалӑхӑн центрне ертсе пынӑччӗ. Федерацин патшалӑх хысна учрежденийӗ шутланакан ҫав центр пуҫлӑхне лариччен вӑл республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче ӗҫленӗччӗ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсене сесси вӑхӑтӗнчи тавлашуллӑ самантсенче калаҫнине итлеме питех те кӑмӑллӑ. Ӗнерхи сессире те вӗсем пӗри тепринчен ытларах тӗлӗнтернӗ. REGNUM информаци агентствин корреспонденчӗ вӗсен сӑмахне илсе кӑтартнипе паллашар-ха.
Килес ҫулхи хыснана сӳтсе явнӑ чух «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ Олег Таланов регионти пӗтӗмӗшле продукт 4 процент ӳсмелли ҫинче чарӑнса тӑнӑ май «Тӗрӗссипе, эпир ӗҫлетпӗр. Ӗҫ укҫи илекенсем укҫа ӗҫлесе илекенсене ӑнланмаҫҫӗ пулӗ. Кунта ларакан депутатсенчен самайӑшӗ паян эпир калаҫакан тупӑш пайне ӳстерессине хутшӑнаҫҫӗ», — тесе касса татнӑ.
Шупашкарти 5-мӗш гимнази (вӑл элитӑллӑ шкул шутланать) директорӗ Инна Исаева шухӑшлавӗ те хӑйне евӗр. «Хамӑн ӗҫ вырӑнне часрах таврӑнса промышленниксемпе бизнесӑн тупӑш пайне тӳрре кӑларас тесе хыснана эпӗ ырлатӑп паллах», — тенӗ ачасене пӗлӳ паракан ҫак ҫын.
Паян Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ виҫҫӗмӗш сессийӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ ӗҫленӗ. Унта республика прокурорӗн ҫумӗ Александр Григорьев чӑваш парламентӗнчи укҫа тӳлекен должноҫсене камсене валеҫнине тишкернине пӗлтернӗ. Ӑна надзор органӗ «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырнӑ хыҫҫӑн хакланӑ-мӗн.
ЧР Патшалӑх Канашӗнче укҫа илсе тӑракан должноҫсене оппозици партийӗсем шутланакансен пайташӗсем лекмен иккен. Профессилле майпа ӗҫлекенсен пуканӗ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсене кӑна лекни, сӑмахран, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партире тӑракан Игорь Молякова малтанах, хысна проектне сӳтсе явнӑ чухнех, тӗлӗнтернӗ.
Чӑн та, парламентӑн спикерне, унӑн ҫумӗсене, комитетсен ертӳҫисене ЧР Патшлаӑх Канашӗнчи «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» фракци пайташӗсене кӑна суйланӑ. Ҫав вӑхӑтрах федераци тата регионти саккунсем вӑл вырӑнсенчен виҫҫӗшӗнчен кая парламентри ытти парти пайташӗсем йышӑнмаллине каланӑ. «Урӑхла туни хальхи вӑхӑтри саккуна пӑсни пулать», — ӑнлантарнӑ депутатсене республика прокурорӗн ҫумӗ. Унсӑр пуҫне ку вӑл парламента суйланнӑ ытти парти депутачӗсен правине хӗсни пӗлтерет, уҫӑмлатнӑ пакунлӑ ҫын.
Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр министрӗ пулнӑ Владимир Доброхотова республикӑн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулма шаннӑ. Хушӑва ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ.
«Дорэкс» акционерсен уҫӑ обществин пуҫлӑхӗ пулнӑ Владимир Доброхотова транспорт ведомствине ертсе пыма иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗнче шаннӑччӗ. Министр пуканне тивӗҫнӗ ҫав ҫын «Дорэкса» ертсе пыма тытӑниччен тӳре-шарара ӗҫлесе пӑхнӑ. Вӑл Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе ҫумӗнче тимленӗ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче ку должноҫе Михаил Резникова лартрӗҫ.
Ӗнертенпе Владимир Анатольевич республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче тӑрӑшма тытӑннӑ. Унта вӑл Сергей Артамонов министра ҫум должноҫӗнче пулӑшӗ.
Хула пуҫлӑхӗн ӗҫ укҫине пӗтермелле-и е ҫук-и? Шупашкарти депутатсем ҫак ыйтӑва сӳтсе явнӑ, сасӑлав ирттернӗ. Кун пирки тин кӑна пӗлтернӗччӗ.
Ку ыйтӑва унччен халӑх итлевӗнче сӳтсе явнӑ ӗнтӗ. Хӑш-пӗр депутат интереслӗ сӗнӳсем панӑ. Вӗсенчен пӗри чӑннипех те хӑйне евӗрлӗ. Ӑна ыттисем шӳт вырӑнне йышӑннӑ-и е ҫук-и — калама хӗн. Нихӑш партие те кӗмен депутат Александр Андреев хула пуҫлӑхне кушак аҫине суйлама сӗннӗ.
Кунашкал практика АПШра пур ӗнтӗ. «Хула пуҫлӑхӗпе» паллашма нумай турист килет-мӗн. Тен, пирӗн те ҫапла тумалла? Ҫакнашкал ыйту панӑ Александр Андреев. «Акӑ манӑн ӗҫре Васька аҫа пур. Унпа пурте селфи ӳкерӗнеҫҫӗ. Ун чухне, иккӗленместӗп, эпир инвестици илӗртес енӗпе Раҫҫейре пӗрремӗш пулӑпӑр», — тенӗ вӑл.
Кулӑшла пулӗ те, анчах депутатсем хальлӗхе ку шухӑша пурнӑҫа кӗртме тӑхтанӑ. Вӗсем хула пуҫлӑхӗ тӳлевсӗр ӗҫлесси пирки йышӑну тунине пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ.
Шупашкар хула пуҫлӑхне тӳлевсӗр ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Ку ыйтӑва республикӑн тӗп хулинчи депутатсем ӗнер иртнӗ ларура татса панӑ. Тӳлевсӗр ӗҫлеттерме хирӗҫ пулнисем иккӗн кӑна тупӑннӑ: Анатолий Игумнов экс-мэр тата Константин Степанов либерал-демократ.
Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн Председателӗ — хула пуҫлӑхӗ пулнӑ Леонид Черкесов РФ Патшалӑх Думине депутата суйланнӑ хыҫҫӑн хула пуҫлӑхне тӳлевсӗр ӗҫлеттермелли пирки сӑмах тухнӑччӗ. Чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче шупашкарсем хула пуҫлӑхне укҫалла е укҫасӑр тар тӑктарассине халӑхпа сӳтсе явма пухӑннӑччӗ. Унта тӗрлӗ шухӑш сисӗннӗччӗ. Либерал-демократсен партийӗн пайташӗ Константин Степанов, сӑмахран, ӗҫлекен ҫынна тӳлемеллине палӑртнӑччӗ. Пухӑва ертсе пыракан Николай Владимиров депутат хӑйӗнпе килӗшменнине кура либерал-демократ тарӑхса тухса кайнӑччӗ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗ Владимир Кузин малтан тӳлес шухӑшлӑ пулнине пӑхмасӑрах урӑхларах калаҫнӑ май, «ӗҫтешсемпе сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн» урӑхларах пӗтӗмлетӳ тунине пӗлтернӗччӗ.
Хула пуҫлӑхӗн тивӗҫне халӗ Ирина Клементьева депутат пурнӑҫлать.
Чӑваш Енри тухтӑр Мускав облаҫӗнче пысӑк пукана йышӑннӑ. Дмитрий Марков халӗ Мускав облаҫӗнчи сывлӑх сыхлавӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлать.
Унччен ку пукана Нина Суслонова йышӑннӑ. Вӑл унччен ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ пулнӑ. Халӗ вӑл Мускав облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн канашҫи пулӗ.
Дмитрий Марков вара унччен Нина Суслоновӑн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Мускав облаҫне кайиччен вӑл Шупашкарти сывлӑх сыхлавӗн управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Дмитрий Марков — ЧР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ.
ЧР юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн тивӗҫне малашне Наталья Тимофеева пурнӑҫлӗ. Вӑл ку таранччен ведомствӑна вӑхӑтлӑх ертсе пынӑ.
Хушӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Аса илтерер: юпа уйӑхӗн пуҫламашӗнче Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен патшалӑх комитетне ЧР Юстици министерствине панӑ. Ҫапла майпа ЧР Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви пулса тӑнӑ.
Наталья Юрьевна ЧР Пурлӑх министерствинче (пӗлтӗр ӑна пурлӑх хутшӑнӑвӗсен патшалӑх комитечӗ туса хунӑ) виҫӗ ҫул ытла ӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.06.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чернышова Юлия Тимофеевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воронова Зинаида Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, паллӑ алӗҫ ӑсти ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |