Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗ Шупашкарти ГЭС дирекцийӗ умӗнчи лапамра митинг ирттернӗ. Партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн сайтӗнче ҫырнине ӗненсен митинга 300-е яхӑн ҫын тухнӑ.
Пуҫтарӑннисем умӗнче Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Олег Николаев, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Игорь Моляковпа Сергей Семенов, «Ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен пӗрлешӗвӗ» общество организацийӗн республикӑри ертӳҫи Тамара Манаева, Григорий Михайлов хастар, 10-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 32-мӗш ҫуртра пурӑнакансен канашӗн ертӳҫи Элеонора Щетинина тата Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Борис Талатин тухса калаҫнӑ.
Митинга пухӑннисем ҫӗршыв ертӳҫи ячӗпе резолюци хатӗрленӗ. Унӑн пункчӗсенчен пӗри — Чӑваш Енӗн Элтеперне Михаил Игнатьева вӑхӑт ҫитичченех отставкӑна яма ыйтни.
Патшалӑх закупкисен сайтӗнче ЧР Элтеперӗн администрацийӗ ҫӗнӗ машинӑсем илмешкӗн аукцион ирттернине пӗлтернӗ. Парк валли икӗ автомашина туянасшӑн.
Пӗр машинӑн хакӗ – 1 миллион тенкӗ те 390 пин те 143 тенкӗ. Ку укҫа республика хыснинчен килӗ. Пӗтӗмпе автобазӑна ҫӗнетме 2,7 миллион тенкӗ кайӗ.
Машинӑн мӗнле пулмаллине палӑртнӑ. Ӑна пӑхас тӑк вӗсене «Тайота Камри» тивӗҫтерӗ. Ку машинӑна чиновниксем уйрӑмах юратаҫҫӗ пулмалла.
Аукционра кам ҫӗнтерни ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче палла пулӗ. Сӑмах май, Михаил Игнатьевӑн автобази Ҫӗнӗ ҫул умӗн виҫӗ иномаркӑпа пуянланнӑ.
Мускавра паян Чӑваш Енӗн экономика потенциалӗн хӑтлавӗ иртнӗ. Мероприятие РФ Ют ҫӗршыв министерствинче йӗркеленӗ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та унта хутшӑннӑ.
Ҫавӑн пекех хӑтлава РФ ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ Сергей Лавров, Федераци Канашӗн, Патшалӑх Думин, федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен элчисем хутшӑннӑ. Унта ют ҫӗршыв дипломат ведомствин 96 элчи килме килӗшнӗ.
Ют ҫӗршыв дипломачӗсене Чӑваш Республикипе паллаштарнӑ, экономика потенциалӗ, проектсем пирки каласа кӑтартнӑ. Мероприятин тӗп тӗллевӗ – ют ҫӗршыв инвесторӗсене илӗртесси.
Хӑнасем чӑвашсен апат-ҫимӗҫне, наци костюмӗсемпе йӑли-йӗркипе курма пултарнӑ. Сӑмах май, кунашкал хӑтлав Владимир, Чӗлепи, Омск, Тӗмен облаҫӗсен, Кӑнтӑр Уралӑн пулнӑ.
Пӗр-пӗринпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене туса пырассипе полномочисене тӗрӗс уйӑрасси пирки (выр. Договор о разграничении предметов ведения и полномочий между Российской Федерацией и Татарстаном) Раҫҫей Федерацийӗпе пӗртен-пӗр субъект килӗшӳ тунӑ — ку вӑл пирӗн кӳршӗллӗ Тутарстан. Ҫак килӗшӳн вӑхӑчӗ кӑҫалхи ҫулталӑкӑн варринче тухмалла. Ҫавах та Минтимер Шаймиев шухӑшӗпе ӑна нимӗнле улшӑнусемсӗр малалла та тӑсма пултарӗҫ.
Ку пирки вӑл Хусанта иртнӗ Тутарстан халӑхӗсен III пухӑвӗнче тухса каланӑ.
«Уйрӑмах палӑртас килет, унта Тутарстан валли налук, укҫа-тенкӗ е экономика енчен нимӗнле ҫӑмӑллӑхсем те ҫук. Паян, ҫак килӗшӳ аталану вӑйне панине шута илсе, вӑл пурри республикӑна ӑнӑҫлӑ ӳсӗмсем тума пулӑшнине шута илсе, унӑн малалла та ӗҫлемеллех. Килӗшӗвӗн содержанине нимӗнле улшӑнусем кӗртмесӗр ӑна малалла тӑсма пулать. Ку конституцине ҫирӗплетекен, пирӗн патшалӑхӑн федераллӑ никӗсне хӑватлантаракан норма пулӗ», — тенӗ Шаймиев.
Палӑртмалла, сӑмах пыракан килӗшӗве 2007 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Унӑн вӑйӗ вунӑ ҫула тӑсӑлмалла. Килӗшӳ тӑрӑх ӑна тӑсассин е пӑрахӑҫлассин йӗрки федераллӑ саккунпа килӗшӳллӗн пулмалла.
Чӑваш Енри депутатсем пӗлтӗр мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнине кӑтартнӑ. Хӑш депутат чи нумай укҫа ӗҫлесе илнӗ?
Декларацисене тишкерсен пӗрремӗш йӗркене «Букет Чувашии» компанин ертӳҫи Олег Мешков йышӑннӑ. Вӑл иртнӗ ҫул 21 миллион тенке яхӑн ӗҫлесе илнӗ. Унӑн тӑватӑ ҫӗр лаптӑкӗ. Мӑшӑрӗн ҫӗр лаптӑкӗ пур. Депутатӑн ҫавӑн пекех йывӑр тиевлӗ 9 машина, автобус пур. Арӑмӗн 9 фургон, тӑватӑ ҫурмаприцеп, икӗ автопогрузчик пур.
Иккӗмӗш вырӑнта — «Акконд» директорӗ. Вӑл 16 миллион тенкӗ ытла ӗҫлесе илнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта — Николай Угаслов. Унӑн тупӑшӗ — 14 миллион тенкӗ ытла. Арӑмӗ вара 135 пин тенкӗ ытла ӗҫлесе илнӗ.
Елена Бадаева пӗлтӗр 14 пин тенкӗ ытла илнӗ. Андрей Углов депутат, «Элара» савутӑн генеральнӑй директорӗ, 14 пин тенке яхӑн ӗҫлесе илнӗ.
Палӑртмалла: хӑш-пӗр депутатӑн катер, ҫӑлав плочӗсем, тракторсем, грузовиксем пур.
2016 ҫул вӗҫӗнче иртнӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче депутатсем парламентри укҫа илсе тӑракан должноҫсене пайларӗҫ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташне Сергей Семенова хӑй хирӗҫ пулнине, хӑй вырӑнне пӗр партире тӑракан Игорь Молякова суйлама ыйтнине тата сессине пыманнине пӑхмасӑрах экономика енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫин ҫумне суйларӗҫ. Ҫак утӑма Игорь Моляков патшалӑх политики енӗпе ӗҫлекен комитет пайташӗ пулнипе, экономика политикин комитетӗнче тӑманнипе ҫыхӑнтарчӗҫ.
Капла йышӑнупа килӗшмесӗр «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗсем прокуратурӑна евитленӗ. Унтисем депутата ирӗксӗр ӗҫлеттернипе килӗшменнине палӑртса чӑваш парламенчӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ те ҫырнӑччӗ.
Урӑхла йышӑну туманнине кура кӑмӑлсӑр депутат Шупашкар хулин Ленин район судне тавӑҫпа ҫитнӗ. Унта ӗнер йышӑну кӑларнӑ. Ирӗксӗр ӗҫлеттерме йышӑннипе суд та килӗшмен.
РФ Федераци Канашӗн пӗрремӗш вице-спикерӗ, Чӑваш Енӗн влаҫӗн ӗҫ тӑвакан органӗн пайташӗ, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ Мускавра Чӑваш Енри муниципалитетсен хӑш-пӗр пуҫлӑхӗпе тӗл пулнӑ. Курнӑҫа Вадим Николаев сенатор та хутшӑннӑ.
Курнӑҫура патшалӑхӑн регионти политики пирки калаҫнӑ имӗш. Николай Федоров федерацин субъекчӗсем вырӑнсене хӑйсене мӗнле туйнине Федераци Канашӗн пӗлмеллине палӑртнӑ.
Николай Федоровӑн сайтӗнчи сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, тӗлпулӑва Чӑваш Енри Муниципалитет йӗркеленӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Станислав Николаев, хӑш-пӗр районпа район администрацийӗн пуҫлӑхӗ хутшӑнни паллӑ.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ чӑваш сенаторӗсем пӗлтӗр РФ Президентӗнчен Владимир Путинран ытларах ӗҫлесе илнине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Николай Федоров 9 миллион тенкӗ ытла тупӑш тунӑ. Вадим Николаев — 11 миллион ытла тенкӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне ӗҫрен кӑларнӑ-и? Ҫак ыйту ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталне тишкерсен ҫуралать. Хулан официаллӑ сайтӗнчен ертӳҫӗ пирки информаци ҫухалнӑ.
Халӗ унта хула администрацийӗн тивӗҫӗсене Ольга Чепрасова вӑхӑтлӑх пурнӑҫлать тесе ҫырнӑ. Вӑл унччен хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ.
Гугл кэшне пӑхас-тӑк, Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче улшӑнусем паян пулнӑ. Пуҫлӑха, Игорь Калиниченкӑна, ӗҫрен кӑларни пирки хальлӗхе официаллӑ хыпар ҫук-ха. Игорь Борисович ку должноҫра нумай вӑхӑт ларман.
Президент администрацийӗ, Федераци Канашӗн министрӗсем 2016 ҫулта мӗн чухлӗ ӗҫлесе илни пирки деклараци тӑратнӑ. Вӗсен йышӗнче Николай Федоров тата Вадим Николаев пур.
Чӑваш сенаторӗсем пӗлтӗр мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнӗ-ха? Николай Федоров 9 миллион тенкӗ ытла тупӑш тунӑ. Вадим Николаев вара — 11 миллион ытла тенкӗ. Чӑваш сенаторӗсем иккӗшӗ те РФ Президентӗнчен Владимир Путинран ытларах ӗҫлесе илнӗ.
Владимир Путин пӗлтӗр 8 858 432 тенкӗ тупӑш тунӑ. 2015 ҫулхипе танлаштарсан, ку 33 пин тенкӗ сахалрах. Путинӑн харпӑрлӑхӗнче икӗ хваттер, 15 сотка ҫӗр, гараж, гараж тумалли ҫӗр лаптӑкӗ пур. Декларацие ӗненес тӗк, унӑн Раҫҫейре туса кӑларнӑ виҫӗ машина пур.
РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев пӗлтӗр 8,58 миллион тенке яхӑн ӗҫлесе илнӗ. Унӑн тупӑшӗ 300 пин тенкӗ чакнӑ. Медведевӑн харпӑрлӑхӗнче 367,8 тӑваткал метрлӑ хваттер, Раҫҫейре туса кӑларнӑ икӗ машина пур.
«Ӗнер кӑмӑлтан тӗлӗнтӗм! Николай Васильевич Федоров (Федераци Канашӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ) тата Юхма Михаил Николаевич (Чӑваш халӑх ҫыравҫи, академик) мана чӑваш халӑхӗн историйӗ ҫинчен кӗнеке парнелерӗҫ. Тавтапуҫ», — тесе ҫырнӑ нумаях пулмасть Фейсбукри хӑйӗн страницинче чӑваш парламенчӗн депутачӗ Сергей Семенов.
Чӑваш халӑх сайчӗ кӑҫалхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче Николай Федоров (1994 ҫулта шӑпах ҫав кун вӑл президент должноҫне йышӑннӑ) Наци музейӗнче Юхма Миишипе тӗл пулнине пӗлтернӗччӗ. Унта Юхман «Авалхи пӑлхар-чӑвашсем» ятлӑ кӗнекине хӑтланӑччӗ. Ӑна Николай Федоров пулӑшнипе кӑларнӑ. Ҫыравҫӑ Николай Васильевича «чӑваш культурине аталантарас ӗҫре тимлӗ пулнӑшӑн» тав тунӑччӗ, Иван Яковлевӑн наци премине панӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Харитонов Владимир Eгорович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |