Чӑваш Енри чи паллӑ та сумлӑ юристсенчен пӗри, Юрий Кручинин, иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче ҫӗршыври партисенчен пӗрин пайташӗ пулса тӑнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн канашӗн бюровӗ черетлӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Ларӑва РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Олег Николаев тата ыттисем хутшӑннӑ.
Паллӑ юрист хӑйсен йышне кӗнине каярах Олег Николаев Фейсбукра пӗлтернӗ. «Пытармастӑп. Юрий Сергеевич пирӗн йыша кӗме кӑмӑл тунинчен тӗлӗнтӗм. Кун пек пулӑмсем хаваслантараҫҫӗ паллах, малалла ӗҫлеме кӑмӑл хушаҫҫӗ», — тесе ҫырнӑ Олег Николаев.
Аса илтерер, Чӑваш Республикинчи ҫынсен прависене хӳтӗленӗ уполномоченнӑй Юрий Кручинин должноҫрен вӑхӑтсӑр кайнӑччӗ, каярах вӑл «Правозащитный бастион» (чӑв. Правӑна хӳтӗлекен бастион) ятлӑ коммерцилле мар организаци туса хунӑччӗ.