Тен пурнӑҫ тискерленсе пыннипе ҫамрӑк ӑру хӑйне хаяр тыткалама тытӑнчӗ. Вӗрентсе каланине юратмаҫҫӗ, ӳпкеленишӗн патак ҫитерессипе хӑратаҫҫӗ, ашшӗ-амӑшӗсене хирӗҫ калаҫаҫҫӗ е тата тискерлӗрех ӗҫсем тӑваҫҫӗ. Ку сӑмахсен чӑнлӑхне Вӑрнар районӗнче пулса иртекен ӗҫ-пуҫ тепӗр хут ҫирӗплетрӗ.
Ҫак кунсенче йӗрлев органӗ асӑннӑ районти Вӑрманкас ялӗнче пурӑнакан 18 ҫулхи яша хирӗҫ пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫӗн тӗпчевне вӗҫленнӗ. Каччӑна вара «вӗлерни» статьяпа айӑпланӑ пулнӑ.
Следстви тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, 2012 ҫулхи юпан 15-мӗшӗнче каҫ-кӳлӗмре хайхи ҫамрӑк хӑйӗн 42 ҫулхи ашшӗпе вӑрҫса кайнӑ. Ывӑлӗ вара ҫак кунчен маларах ҫул инкекне лекнӗ. Шырлӑхсене татса парас тесе яш анкартинче ларакан кивӗ бензовоза водителе парса янӑ. Ҫак пулӑм ӗнтӗ ятлаҫмали сӑлтавӗ пулнӑ та.
Тен шуйттан хӗтертсе тӑннипе, тен ашшӗн сивӗ сӑмахӗсем чуна пырса тивнипе 18 ҫулхи каччӑ электричествӑ пралукне алла ҫавӑрса тытнӑ та мунча пӑлтӑрӗнче выртакан ашшӗне пӑвса вӗлернӗ.
Бильярд вӑййи — шахмӑт пекех авалхи вӑйӑ. Вӑл Ӗнчӗ (Инди) е Китай ҫӗрӗнчен тухнӑ тесе шутлаҫҫӗ. XV-XVI ӗмӗрсенче вара вӑл Европӑна ҫитнӗ.
Апла пулин те ку вӑйӑ хальхи вӑхӑтра пӗтӗм тӗнчипе сарӑлнӑ. Ҫав шутра республикӑри ялсенче те. Ак нумай пулмасть Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Вӑрманкас культура ҫуртӗнче ӑмӑрту та ирттерчӗҫ — ӑна О.П. Кузнецова йӗркелерӗ.
Ҫамрӑксем вӑййа хаваслансах хутшӑнчӗҫ — пурӗ 10 ҫын. Ӑмӑртӑва курма пынисем те вӑйӑҫсене хавхалантарса тӑчӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене О.П. Кузнецова пӗчӗк парнесемпе чысларӗ, ӑмартӑва хутшӑннӑшӑн тав сӑмахӗ каларӗ.
Ӗнер Ҫатра-Лапсар шкулӗ 100 ҫул тултарнине хаваслӑн уявларӗҫ. Тӑван шкула ҫак ҫурхи кун вӗренсе тухнисем, вӗсене пӗлӳ панӑ учительсем тата ытти хӑнасем пухӑнчӗҫ. Ҫатра-Лапсар шкулӗнче пӗлӳ пухса чапа тухнисем те сахал мар пулчӗҫ: Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Фёдорова Любовь Владимировна, темиҫе кӗнеке авторӗ, ӳнер музейӗнче вӑй хуракан Иванов-Орков Геннадий Николаевич, режиссёр, чӑвашсен пӗрремӗш нумай ярӑмлӑ «Кӗпер» фильмне лартакан Трифонов Леонид Павлович, тӗнче шайӗнчи спорт мастерӗ Иванова Марина Владимировна тата ыттисем. Чыслав пайне ирттернӗ спорт пӳлӗмӗ, пӗчӗкех мар пулин те, пурне те вырнаҫтараймарӗ те — ларма-тӑма вырӑн ҫукччӗ.
Уяв чаплӑ иртрӗ — шкул ачисем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ, ятарласа килнӗ ушкӑнсем юрри-ташшисемпе савӑнтарчӗҫ. Нумай-нумай ҫынна хисеп хучӗпе, тав хучӗпе чысларӗҫ. Паллах, шкул кун-ҫулӗ ҫинчен каласа пама та манмарӗҫ — ӗлӗкхи пирки те, паянхи пирки те.
Уява килнисем час саланмарӗҫ — концертпа чыслав пайӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн пӗрле вӗреннисем пӗр-пӗринпе пуҫтарӑннишӗн савӑнчӗҫ, хӑйсем пирки каласа пачӗҫ.
Нина Петровна Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Тӑванкас ял пуҫлӑхӗн амӑшӗ, нумай пулмасть 80 урлӑ каҫрӗ. Вӑрманкасра ҫитӗнсе, ҫакӑнтах качча тухса ӗмӗрне ирттернӗ Владимир Ильич Васильевӑн амӑшӗ. Упӑшкипе, Илляпа, ултӑ ача ҫуратса тӑваттӑшне ҫирӗп ура ҫине тӑратнӑ. Ялти пурнӑҫ мӗнле пулнине кунта ҫуралса ҫитӗннӗ ҫын ҫеҫ пӗлет ӗнтӗ. Тӑватӑ пӗчӗк ачана мӑшӑрсӑр (Илля 40 ҫул каялла ҫӗре кӗнӗ) ҫитӗнтерсе ҫын тума чӑваш хӗрарӑмӗ ҫеҫ пултарать пулӗ.
Вӑтӑр ҫула яхӑн Нина Петровнӑн пурнӑҫӗ вӑрманпа ҫыхӑннӑ. Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнчи вӑрман хуҫалӑхӗ вӑл вӑхӑтра республикӑра малти ретсенче пулнӑ, юман, хурӑн тата ҫӑка касса тирпейленӗ, вӑрлӑх акса ҫӗнӗ йывӑҫ лартнӑ. Ӗҫ укҫи 34 тенкӗ кӑна пулнӑ (колхозра вӑл вӑхӑтра пӗр пус та тӳлемен). Вӑрман ӗҫченӗсене тӳлевсӗр вутӑ пани те, ӗне валли утӑ ҫулма вырӑн уйӑрни те самай пулӑшу кӳнӗ вӑл вӑхӑтра. Пӗр хӗрӗпе виҫӗ ывӑлӗ — Аля, Юрӑ, Коля тата Володя — хӗлӗн-ҫӑвӗн амӑшӗпе пӗрле вӑрманта: йывӑҫ касма та вӗреннӗ, утӑ ҫулма та пултарнӑ. Хӑш чух вӑрмантах ҫӗр каҫнӑ: яла утма вӑй та юлман. Тепӗр тесен, ыран ҫавах кунта килмелле-ҫке.
Пушӑн 30-мӗшӗнче Красноармейски районӗн халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче композитор, юрӑ-сӑвӑ тата халӑх пултарулӑхӗн «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» ятлӑ ХII фестиваль иртрӗ. Ӑна ку хутӗнче Аслӑ Ҫӗнтерӳ ҫитнӗренпе — 65, района никӗсленӗренпе 75 ҫул ҫитнине тата Вӗрентекен ҫулталӑкне халалларӗҫ.
Фестивале район гимнӗпе уҫрӗҫ. Район пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен, пӗрремӗш ҫумӗ Н. Антонов Трак тӑрӑхӗнче сӑвӑҫсемпе композиторсен тата юрӑҫсен йышӗ ӳссе пынине, вӗсемпе тивӗҫлипех мӑнаҫланнине, хальхи фестиваль те ҫӗнӗ ятсем ҫуратнине палӑртрӗ, пултарулӑх ҫыннисене район администрацийӗ ячӗпе ӑшшӑн тав турӗ, ҫирӗп сывлӑхпа вӑй-хӑват сунчӗ. Фестиваль пӗлтерӗшне пысӑка хурса, ҫавӑн пекех район администрацийӗн культура, спорт тата ҫамрӑксемпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ А. Лебедев, районти музыка пӗрлӗхӗн ертӳҫи Н. Никоноров тата Н. Янкас ячӗллӗ литературӑпа искусство тата культура пӗрлӗхӗн ертӳҫин ҫумӗ Н. Ершов сӑмах каларӗҫ. Пирӗн паллӑ ентешӗн, Ҫӗньял Упи ялӗнче ҫуралнӑ истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗн тата ятлӑ-сумлӑ композиторӑн В.
Ҫӗртмен 20-мӗшӗнче Лапсар ял тӑрӑхӗнче «Акатуй» иртрӗ. Ку тӑрӑха тӑхӑр ял кӗрет — Лапсар, Асакасси, Вӑрманкас, Карачура, Ойкасси, Ҫатракасси, Ҫӗньял, Хӗрлӗ Ҫыр, Чӑркаш. Ҫанталӑкӗ уҫӑрах тӑчӗ пулин те Ҫатракасси ялӗн ҫӳмӗнче вырнаҫ шкул стадионне халӑх самаях пухӑнчӗ. Тен ытларах та пухӑнӗччӗ пулӗ те — хӑш-пӗр ҫынсене ял ӗҫӗ уява ямарӗ пулас: уттине те типӗтмелле, ҫӗрулмине те купаламалла, канмалли кунра ҫурт-йӗре юсас ӗҫсене те туса пымалла.
Уява халӑх пултарулӑх ушкӑнӗсем уҫрӗҫ — Вӑрманкас клубӗнчи «Парне», тата кӑнтӑр поҫёлокӗнчи «Шевле» ушкӑнсем. «Акатуя» ертсе пыраканӗ Варманкасри фольклор ҫурчӗн ертӳҫи Маргарита Анатольевна Владимирова пулчӗ.
Уйкассинчи Ильина Нина Ефремовнӑпа Сайкова Лариса, Ҫатра-Лапсар шкулӗнче вӗренекен хӗр пӗрчисем, Ҫеньялти Фёдорова Ксения Анатольевна та хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫӗпритун Шӑпчӑк, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Каховский Василий Филиппович, паллӑ археолог ҫуралнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Фирс Григорьевич, паллӑ тухтӑр ҫуралнӑ. | ||
| Борис Борлен, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |