Бильярд вӑййи — шахмӑт пекех авалхи вӑйӑ. Вӑл Ӗнчӗ (Инди) е Китай ҫӗрӗнчен тухнӑ тесе шутлаҫҫӗ. XV-XVI ӗмӗрсенче вара вӑл Европӑна ҫитнӗ.
Апла пулин те ку вӑйӑ хальхи вӑхӑтра пӗтӗм тӗнчипе сарӑлнӑ. Ҫав шутра республикӑри ялсенче те. Ак нумай пулмасть Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Вӑрманкас культура ҫуртӗнче ӑмӑрту та ирттерчӗҫ — ӑна О.П. Кузнецова йӗркелерӗ.
Ҫамрӑксем вӑййа хаваслансах хутшӑнчӗҫ — пурӗ 10 ҫын. Ӑмӑртӑва курма пынисем те вӑйӑҫсене хавхалантарса тӑчӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене О.П. Кузнецова пӗчӗк парнесемпе чысларӗ, ӑмартӑва хутшӑннӑшӑн тав сӑмахӗ каларӗ.