Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Мӑн асаттесен паттӑрлӑхне асӑнчӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 10.08.2014 21:30 | 2070 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх Ваттисене асӑнни / Н. Плотников тунӑ сӑн
Ваттисене асӑнни / Н. Плотников тунӑ сӑн

Шӑп ҫак вӑхӑтра 1223 ҫулта Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ тӗнчери хӑруш вӑйпа тытӑҫса илнӗ — пирӗн авалхи ҫӗршыв ҫине тутар-монголсем пӗрремӗш хут тапӑнса кӗнӗ. Супетей ертсе пыракан ҫар маларах ытти ҫӗршывсен ҫарӗсене аркатнӑ хыҫҫӑн ҫурҫӗрелле — Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхнелле — ҫул тытнӑ. Пирӗн мӑн асаттесем вара тутар-монголсене пӗрремӗш хут аркатса тӑкнӑ. Историре «Така ҫапӑҫӑвӗ» ят илнинчен хӑшӗ-пӗри кӑна тарма пултарнӑ, никам та ҫӗнеймен тутар-монголсем пӗрремӗш хут ҫӑпӑҫӑва выляса янӑ.

Ҫак пулӑма асра тытса Шупашкар районӗнчи Вӑрманкас ялӗпе Шупашкар чиккинчи вырӑна чӑваш йӑли-йӗркипе пурӑнакансем ваттисене асӑнма пухӑнчӗҫ. Вӗсен шутӗнче паллӑ ӳнерҫӗсем, историксем, пултарулӑх ҫыннисем пулчӗҫ. Ҫавӑн пекех кӳршӗлле ирҫе халӑхӗ те хӑнана килчӗ — ваттисене асӑннӑ чӳке пысӑк делегаци хутшӑнчӗ.

Асӑну йӑли-йӗркине тунӑ хыҫҫӑн хӑшӗ-пӗри чӑвашла ят йышӑнчӗ. Вӗсен йышӗнче пӗчӗкки те асли те пулчӗ. Ҫак ҫул ҫине ачасем те тӑни пурин кӑмӑлне те кайрӗ.

Фёдор Мадуровпа Праски Витти ӳнерҫӗсем паянхи кун мӗншӗн пухӑнни пирки каласа пачӗҫ. Шупашкар районӗнчи Вӑрманкас культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Парне» фольклор ушкӑнӗ вара уява юрӑ-кӗвӗпе илемлетрӗ, халӑха савӑнтарчӗ.

Ваттисене асӑннӑ хыҫҫӑн пурте пӗр йыш пулса пӗр хуранран шӳрпе ҫирӗҫ.

Сӑнсем (118)

#Вӑрманкас, #Шупашкар районӗ, #Шупашкар, #Атӑлҫи Пӑлхар, #тӗн, #чӳклени, #йӑла-йӗрке

 

Комментари:

Migulaj // 1902.46.6840
2014.08.10 23:34
"тутар-монголсем" вырăнне монголсем тесе çырмалла, мĕншĕн тесен "тутар-монгол" сăмаха 19-мĕш ĕмĕрте çеç шухăшласа кăларна.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем