Тен пурнӑҫ тискерленсе пыннипе ҫамрӑк ӑру хӑйне хаяр тыткалама тытӑнчӗ. Вӗрентсе каланине юратмаҫҫӗ, ӳпкеленишӗн патак ҫитерессипе хӑратаҫҫӗ, ашшӗ-амӑшӗсене хирӗҫ калаҫаҫҫӗ е тата тискерлӗрех ӗҫсем тӑваҫҫӗ. Ку сӑмахсен чӑнлӑхне Вӑрнар районӗнче пулса иртекен ӗҫ-пуҫ тепӗр хут ҫирӗплетрӗ.
Ҫак кунсенче йӗрлев органӗ асӑннӑ районти Вӑрманкас ялӗнче пурӑнакан 18 ҫулхи яша хирӗҫ пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫӗн тӗпчевне вӗҫленнӗ. Каччӑна вара «вӗлерни» статьяпа айӑпланӑ пулнӑ.
Следстви тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, 2012 ҫулхи юпан 15-мӗшӗнче каҫ-кӳлӗмре хайхи ҫамрӑк хӑйӗн 42 ҫулхи ашшӗпе вӑрҫса кайнӑ. Ывӑлӗ вара ҫак кунчен маларах ҫул инкекне лекнӗ. Шырлӑхсене татса парас тесе яш анкартинче ларакан кивӗ бензовоза водителе парса янӑ. Ҫак пулӑм ӗнтӗ ятлаҫмали сӑлтавӗ пулнӑ та.
Тен шуйттан хӗтертсе тӑннипе, тен ашшӗн сивӗ сӑмахӗсем чуна пырса тивнипе 18 ҫулхи каччӑ электричествӑ пралукне алла ҫавӑрса тытнӑ та мунча пӑлтӑрӗнче выртакан ашшӗне пӑвса вӗлернӗ.