Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» ҫӗнӗ ятсем ҫуратрӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 25.04.2010 14:11 | 2398 хут пӑхнӑ
Фестивальти самант
Фестивальти самант

Пушӑн 30-мӗшӗнче Красноармейски районӗн халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче композитор, юрӑ-сӑвӑ тата халӑх пултарулӑхӗн «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» ятлӑ ХII фестиваль иртрӗ. Ӑна ку хутӗнче Аслӑ Ҫӗнтерӳ ҫитнӗренпе — 65, района никӗсленӗренпе 75 ҫул ҫитнине тата Вӗрентекен ҫулталӑкне халалларӗҫ.

Фестивале район гимнӗпе уҫрӗҫ. Район пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен, пӗрремӗш ҫумӗ Н. Антонов Трак тӑрӑхӗнче сӑвӑҫсемпе композиторсен тата юрӑҫсен йышӗ ӳссе пынине, вӗсемпе тивӗҫлипех мӑнаҫланнине, хальхи фестиваль те ҫӗнӗ ятсем ҫуратнине палӑртрӗ, пултарулӑх ҫыннисене район администрацийӗ ячӗпе ӑшшӑн тав турӗ, ҫирӗп сывлӑхпа вӑй-хӑват сунчӗ. Фестиваль пӗлтерӗшне пысӑка хурса, ҫавӑн пекех район администрацийӗн культура, спорт тата ҫамрӑксемпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ А. Лебедев, районти музыка пӗрлӗхӗн ертӳҫи Н. Никоноров тата Н. Янкас ячӗллӗ литературӑпа искусство тата культура пӗрлӗхӗн ертӳҫин ҫумӗ Н. Ершов сӑмах каларӗҫ. Пирӗн паллӑ ентешӗн, Ҫӗньял Упи ялӗнче ҫуралнӑ истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗн тата ятлӑ-сумлӑ композиторӑн В. Романовӑн мӑшӑрӗ, ЧР культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Р. Романова красноармейскисене Вилорик Федоровичӑн юрри-кӗввине упранӑшӑн, ӑна манӑҫа кӑларманшӑн чун-чӗререн тав турӗ, В. Романовӑн кӗнекисене районти тӗп вулавӑша парнелерӗ. С. Аксар сӑввипе Вилорик Федорович кӗвӗленӗ «Юратнӑ сукмак» юрра фестивальте Л. Михайловапа Г. Яковлев шӑрантарчӗҫ, диплома тивӗҫрӗҫ.

Ятарлӑ жюри йышӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкасри культура ҫурчӗн директорӗ, ЧР культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Е. Егоров, унти халӑх хорӗн хормейстерӗ В. Парфенов, районти ачасен искусство шкулӗн преподавателӗ Е. Михеева тата паллӑ сӑвӑҫ, ЧР ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Л. Антонов пулчӗҫ. Вӗсем фестиваль концерчӗн программине кӗртнӗ юрӑсен кӗвви-ҫеммине, темине, содержанине, илемлӗхне, янравлӑхне тата пахалӑхне тӗплӗн тишкерсе хакларӗҫ. Куракансем ятлӑ-сумлӑ Н. Филимонов, В. Рудникова, Ю. Романов, М. Дмитриев, И. Степанов, И. Прокопьев, В. Романов, Ю. Шепилов, О. Димитриев, Г. Дубров композиторсеннипе пӗрлех юрӑсем кӗвӗлес пархатарлӑ ҫул ҫине тӑнӑ В. Никитин, В. Иванов, Владимирпа Валериан Троицкийсен, А. Васильев, В. Уганин, С. Семенов хайлавӗсене те хапӑлласа йышӑнчӗҫ. Вӗсене залра ларакансем патне халӑх пултарулӑхӗн районти ҫурчӗ ҫумӗнчи ветерансен хорӗ (ертӳҫи — ЧР культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ А. Алексеев), «Трак ен» халӑх фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи — Н. Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗ Н. Никоноров), «Заволжский» клуб ҫумӗнчи «Каприз», Чатукассинчи тата Упири кану центрӗсен пултарулӑх ушкӑнӗсем, Л. Егоровапа О. Димитриев, Л. Захарова, А. Козлова, Н. Петрова, С. Данилова, Р. Васильев, Е. Николаева тата ытти солистсем ҫитерчӗҫ.

Фестиваль хӑйӗн гимнӗпе — пирӗн ентешсем Верӑпа Гурий Алексеевсем ҫырса кӗвӗленӗ «Шетмӗпе Ҫавалӑн кӗввисем» юрра пурте пӗрле юрланипе вӗҫленчӗ.

Жюри членӗсем тӗрлӗ номинацисенче палӑрнӑ ветерансен хорне, Л. Михайловапа Г. Яковлева, Надежда Петровапа Анастасия Козлована, Владимирпа Валериан Троицкийсене, Е. Николаевана, С. Данилована, Л. Захарована, Г. Дуброва, Чатукассинчи кану центрӗн пултарулӑх, «Трак ен» халӑх фольклор тата «Заволжский» клуб ҫумӗнчи «Каприз» ушкӑнсене дипломсемпе чысларӗҫ.

Красноармейскисем ҫавӑн пекех хуткупӑсҫӑсен ансамблӗн (ертӳҫи — Н. Никоноров) тата Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкасри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Хӗлхем» ушкӑн пултарулӑхне те пысӑк хак пачӗҫ.

#Ҫӗньял Упи, #Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем, #Красноармейски районӗ, #фестивальсем, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Вӑрманкас, #Чатукасси

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем