Чӑваш чӗлхи
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пӗлтӗр Чӑваш Ен Правительстви республикӑри вулавӑшсене чӑвашла кӗнекесемпе пуянлатма 3,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Кӗнекесене, пурӗ 15865 экземпляр, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ туяннӑ. Вӗсене Чӑваш кӗнеке издательстви сутнӑ. Туяннӑ кӗнекесен авторӗсем – Геннадий Айхи, Георгий Краснов, Денис Гордеев, Николай Сидоров, Улькка Эльмен, Анатолий Емельянов, Станислав Сатур тата ыттисем. Ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫыракан авторсен алҫырӑвӗсен конкурсӗсенче ҫӗнтернӗ ӗҫсене те туяннӑ. Кунта Юрий Сементерӗн «Параппанлӑ Митраппан», Владислав Николаевӑн «Кӑшӑлвирус», АраМишшин «Тӑвалла ҫул» кӗнекисене асӑнса хӑвармалла. Кашни вулавӑша наци кӗнеки 33-шер экземпляр лекнӗ, ҫавсенчен ҫуррине яхӑнӗ – ача-пӑча литератури. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Енре «Россия 1» телеканалпа кӑтартакан «Вести недели» кӑларӑмӑн ӳкерӳ ушкӑнӗ ӗҫлет. Пирӗн пата килсе ҫитнӗ йышра – Сергей Зенин корреспондент, Станислав Пономаренко оператор, Дмитрий Толстухов сасӑ операторӗ. Йыш Канаш районӗнчи Мӑкӑр кӗперне ӳкерсе илнӗ. Вӗсене районти тӳре-шара кӗтсе илнӗ. Чӑваш Енри архитектурӑпа инженери тӗлӗнтермӗшӗ ҫинчен телеӗҫченсене вырӑнти краевед, Мӑкӑр ялӗнче пурӑнакан Леонид Михайлов тата ял старости Герман Родионов каласа кӑтартнӑ. Кӗпере 1914 ҫулта тума тытӑннӑ, тепӗр 4 ҫултан ӗҫе вӗҫленӗ. Строительствӑна нимӗҫ инженерӗ-проектировщикӗ Гехард Шумахер йӗркелесе тата тӗрӗслесе тӑнӑ. Кӗпер тунӑ ҫӗрте тӗрлӗ наци ҫыннисем, ҫав шутра вырӑссемпе тутарсем ытларах пулнӑ, ӗҫленӗ. Виадук ҫӳллӗшӗ – 34 метр, тӑршшӗ – 360 метр. Вӑл 16 бетон юпа ҫинче тытӑнса тӑрать. 1935 ҫулта кӗпере салтаксем хуралласа тӑма тытӑннӑ. Вӗсем валли унта казарма тата мунча туса лартнӑ. Каҫпа кӗпер айӗпе ҫынсене каҫса ҫӳреме чарнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче кӗпере нимӗҫсем шыранӑ. 1986 ҫулта кӗпере хупнӑ. Халӗ ӑна ҫӗршыв шайӗнчи культура эткерлӗхне кӗртесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ 2022 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекенсем проездной билетпа ҫӳреме пултарӗҫ. Ҫӗнӗлӗх муниципалитетсем хушшинчи 7 маршрута пырса тивӗ: 101, 101С, 220, 234, 262, 270, 331. Проездной туяннисен асӑннӑ маршрутсемпе татти-сыпписӗр ярӑнаймӗҫ. Абонементра 45 кунта ҫулта пӗр майлӑ 60 хутчен (унталла та кунталла 120 хутчен) тухма пӑхса хӑварӗҫ. Абонементпа билет хакӗ 32 тенкӗ кайса ларӗ. Ахальлӗн ҫул укҫи 34 тенкӗ пулӗ – ку вӑл банк карттипе тӳлесен. Аллӑн укҫа тыттарсан 36 тенкӗ кӑларса хума тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти "Ҫӗнӗ хула" микрорайонта каток тума палӑртнӑ. Вӑл уҫӑ тӳпе айӗнче мар, зданире пулӗ. Катока хута яракан организацие аукцион ирттерсе палӑртӗҫ. Малтанхи хак - 304 миллилн та 152,7 пин тенкӗ. Каток зданийӗ 250 ҫын вырнаҫмалӑх пулӗ. Ӑна асӑннӑ микрорайонта Ҫӗнӗ хула урамӗнчи 24-мӗш тата 28-мӗш ҫуртсен хушшинче тӑвӗҫ. Парковкӑра 38 машина валли вырӑн пулӗ. Пиллӗкӗшӗ - автобуссем валли, виҫҫӗшӗ - сусӑрсем валли. Аукцион пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртӗ. Унта ҫӗнтернӗ подрядчикӑн ака уйӑхӗнче строительство ӗҫӗсене пуҫӑнса 2023 ҫулхи юпа уйӑхӗнче вӗҫлемелле. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, каток кашни кун ирхи 8 сехетрен пуҫласа каҫхи 8-чен ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() chnmuseum.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Асран кайми Ялкир» курав уҫӑлнӑ. Ӑна поэт, драматург, тӑлмачӑ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Куравра Петӗр Ялкирӑн не паллаштаракан кӗнекесем, сӑнӳкерчӗксем тата ытти вырӑн тупнӑ. Курава уҫнӑ ҫӗре поэтӑн тӑванӗсем, ҫыравҫӑсем, артистсем, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУ студенчӗсем пырса ҫитнӗ. Петӗр Ялкирӑн ентешӗсем – Хӗрлӗ Чутай ентешлӗхӗн хастарӗсем (ертӳҫи Владимир Савинкин) – те пулнӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературин учителӗсем Ираида Филимонова тата Венера Иванова та хутшӑннӑ. Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗн ҫумӗ Лидия Филиппова тата Раиса Воробьева ҫыравҫӑ тухса калаҫнӑ. Петӗр Ялкирӑн мӑнукӗ Дмитрий Тихонов ҫывӑх ҫыннине асра тытнишӗн тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Юрий ятлӑ пӗчӗк арҫын ача 4 уйӑх каялла, амӑшӗн варӗнче 22 эрне аталансан, ҫут тӗнчене килнӗ. Ун чухне вӑл 490 грамм тайнӑ. Вӑхӑтран чылай маларах ҫуралнӑ ачан органӗсем хӑй тӗллӗн ӗҫлеме хатӗр пулман. Ӑна Хулари 1-мӗш клиника пульницин тухтӑрсем вӑй иличчен, аталаниччен пӑхнӑ. Пӗчӗкскер майӗпен ӳснӗ, хӑй тӗллӗн сывлама, ҫиме хӑнӑхнӑ. Унччен ӑна вена урлӑ ҫитернӗ. Тухтӑрсем Юрие 4 уйӑх та 3 кун пӑхса ӳстернӗ. Нумаях пулмасть ачана тата амӑшне киле янӑ. Арҫын ача 2 килограмм та 467 грама ҫитнӗ. Сӑмах май, Хулари 1-мӗш клиника пульницинче пӗлтӗр питӗ пӗчӗк виҫеллӗ 37 ача ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Упӑшкипе арӑмӗ тӗнче тетелӗнче тавар туянакансене улталанӑ. Ҫак йышӑ Чӑваш Енре пурӑнакансем те лекнӗ. Вӗсем йӗркене пӑснӑ 58 тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. Пӗтӗмпе ҫынсене 200 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Упӑшкипе арӑмӗ 2 ҫул тӗнче тетелӗнче сайтсем йӗркеленӗ, унта пушмак, тум, парфюмери сутни пирки пӗлтерӳсем вырнаҫтарнӑ. Таварӗсем хаклӑ мар пулнӑ. Анчах вӗсем клиентсенчен укҫа илсен сайтри тавара мар, йӳнӗреххине ярса панӑ. Тӗслӗхрен, брендлӑ кроссовка вырӑнне йӳнӗ угги пулнӑ. Ултавҫӑсене пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗнче тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cheb.ru сайтри сӑн Вырӑнти влаҫсем Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шӗнерпуҫ ялӗнчи кивӗ шкултан туристсем валли хӑна ҫурчӗ тума сӗннӗ. Шкул 2015 ҫултанпа ӗҫлемест. ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Владимир Лидерман пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлӳ ҫуртне хӑй вӑхӑтӗнче тӗпрен юсанӑ. Ҫичӗ ҫул ӗнтӗ вӑл ахалех ларать. Халӗ вара унпа урӑх тӗллевпе усӑ курасшӑн, «Руна ҫулӗ» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн пирӗн республикӑна килекен туристсем валли хӑна ҫурчӗ тӑвасшӑн. Хальлӗхе ку шухӑш кӑна-ха. Малтан ҫурта тӗрӗслемелле, экспертиза ирттермелле: реконструкци тума юрӑхлӑ-и? Ун витӗр тухсан ҫитес ҫул унта ӗҫсене пуҫӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() exp.idk.ru сайтри сӑн Ял хуҫалӑх министерстви кӑҫал мӗнле ҫимӗҫсем хакланма пултарассине пӗлтернӗ. Ҫак йыша пилӗк продукци кӗнӗ. Мӗнлисем? Сӗт, сӗт юр-варӗ, ҫӑкӑр, пахча ҫимӗҫ тата сахӑр. Ведомство хаксене шайлаштармашкӑн тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнасшӑн. Тӗслӗхрен, ҫӑкӑр пӗҫерекенсене пӗр килограмм пуҫне 2 тенкӗ мар, 2,5 тенкӗ субсиди парасшӑн. Пахча ҫимӗҫе мӗнле йӳнетмелле? Харпӑр хуҫалӑхсенче шанчӑк пур. Ҫавӑн пекех тӳре-шара пахча ҫимӗҫ, ҫӗр улми туса илессине аталантармашкӑн федераци проекчӗ пуҫарасшӑн. Ҫавна май 2023 ҫулта ку тӗллевпе хушма укҫа уйӑрасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавшӗнче филологи наукисен докторне, профессора Георгий Фёдорова асра тытса пуҫтарӑнӗҫ. Мероприяти 14 сехетре пуҫланӗ, вӑл 137-мӗш пӳлӗмре иртӗ. Георгий Иосифович – Чӑваш Республикин наукӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Писательсен союзӗн членӗ. Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вӑл ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ. Ыран, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Наци вулавшӗнче «Тупасчӗ сӑмахӑн пӗртен пӗр таса вӑрттӑнне…» ятпа литература каҫӗ иртӗ. Унта Георгий Фёдоровпа пӗрле ӗҫленисем, тусӗ пулнисем, ентешӗсем, ун пултарулӑхне хаклакансем пуҫтарӑнӗҫ. Ӑсчахӑн мӑшӑрӗ Галина Фёдорова Георгий Иосифовичӑн «Суйласа илнисем. Поэмӑсем, сӑвӑсем» тата «Ай, мӑнтарӑн хир мулкачи» илемлӗ хайлавӗсен пуххисемпе паллаштарӗ. Георгий Фёдорова литература тӗнчинче поэт, прозаик, литературовед тата критик евӗр те пӗлеҫҫӗ-ҫке. Унӑн ӑслӑлӑх ӗҫӗсен шучӗ вара 250-ран иртнӗ, 4 монографи, вӑл тӗрлӗ учебникпа вӗренӳ пособийӗн авторӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.04.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| РСФСРти Наркомнац ҫумӗнче чӑваш уйрӑмӗ йӗркеленнӗ. | ||
| Кубашина Лидия Михайловна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |