Республикӑра
![]() Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Раҫҫей ӑслӑлӑх кунне халалланӑ пӗтӗмлетӳллӗ ӑслӑлӑх сессине йыхравланӑ. Вӑл пуш уйӑхӗн 1—2-мӗшӗнче иртӗ. Унта хутшӑнакансене Ученӑй канашӗн залне йыхравлаҫҫӗ. Мероприяти ыран, пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, 10 сехетре институтӑн директорӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Геннадий Николаев уҫӗ. Пӗрремӗш сессире чӑваш халӑхӗн этногенезӗпе кун-ҫулӗ ҫинчен калаҫӗҫ, иккӗмӗшӗнче Раҫҫей империйӗ пулса кайни тата чӑвашсем ҫинчен калаҫӗҫ. Кун йӗркинчи ытти ыйту та кӑсӑклӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() oleniy.ru сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрмар районӗнчи арҫынна хир качакине вӗлернӗшӗн явап тыттарӗҫ. Шалти ӗҫсен министерствин Вӑрмар районӗнчи пайне республикӑн Ҫутҫанталӑк тата экологи министерствин чӗрчунсене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен дирекцийӗ такам хир качакине персе вӗлерни ҫинчен пӗлтернӗ. Чӗрчунӑн тирне тата пуҫне Саруй ял ҫывӑхӗнче асӑрханӑ. Пакунлисем вырӑнти 36 ҫулти арҫын килӗнче хир качакин ашне тупнӑ. Ҫав ҫынна унччен хӗҫпӑшала саккуна пӑсса упранӑшӑн явап тыттарнӑ. Саккуна пӑсса сунара кайнӑшӑн халӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Шупашкарта каллех ҫемье газ сӗрӗмӗпе чутах наркӑмӑшланса вилмен. Нарӑс уйӑхӗнче кун пек тӗслӗх иккӗмӗш хут пулнӑ. Виҫӗ эрне каялла Патрис Лумумба урамӗнчи пилӗк хутлӑ ҫуртра ҫынсем газ сӗрӗмӗнчен шар курнӑччӗ. Хальхинче – Афанасьев урамӗнче. Нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче каҫхи 9 сехет хыҫҫӑн ҫак урамри 4-мӗш ҫуртра 1978 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм тата унӑн 13-ри, 4 ҫулти ачисем наркӑмӑшланнӑ. Газ колонкин сӗрӗме туртмалли хатӗрӗ ӗҫлемен. Хӗрарӑмпа ачасене пульницӑна илсе ҫитернӗ. Палӑртмалла: пилӗк хутлӑ ҫурт 1968 ҫулта хута янӑскер. Ӑна «Ниди» управляющи компанийӗ пӑхса тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Праивтельство ҫуртӗнче Ҫӑварнипе ҫыхӑннӑ мероприятисем пирки калаҫнӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри ертӳҫи Надежда Луговская республикӑра массӑллӑ мероприятисене ирттерме юраманни пирки тӳрех каланӑ. Ку кӑшӑлвирус сарӑлнипе ҫыхӑннӑ. ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов та ҫавӑн пекех шутлать. Вӑл та массӑллӑ мероприятисене ирттерме юраманнине асӑннӑ. Ҫавӑн пекех тепӗр сӑлтав ҫинче те чарӑнса тӑнӑ. Ку Донбасри лару-тӑрупа ҫыхӑннӑ. Ҫавна май Правительство ҫуртӗнче Ҫӑварнине ҫемьепе ирттерме сӗннӗ: пӗрле ларса икерчӗ ҫимелле, чей ӗҫмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Gettyimages.ru © Vincent Boisgard / EyeEm сӑнӳкерчӗкӗ Пирӗн ҫӗршыв урлӑ 36 ҫӗршыв самолёчӗсене вӗҫсе иртме чарнӑ. Ҫакӑ — Раҫҫейри авиакомпанисен самолёчӗсене хӑйсен территорийӗ урлӑ вӗҫтерме Европӑри тата тӗрлӗ вырӑнти хӑш-пӗр ҫӗршыв чарнӑран тунӑ йышӑну. Раҫҫей урлӑ вӗҫсе каҫма Австрири, Албанири, Ангильяри, Бельгири, Болгаринчи, Британири Виргинский утравӗсене, Великобританири, Венгрири, Германири, Гибралтарти, Грецири, Данири (ҫав шутра — Гренланди, Фарер утравӗсем, Территори тинӗсӗ), Джерсинчи, Ирландири, Исландири, Испанири, Италири, Канадӑри, Кипрти, Латвирии, Литвари, Люксембургри, Мальтӑри, Нидерландри, Норвегири, Польшӑри, Португалири, Румынири, Словакири, Словенири, Финляндири, Францири, Хорватири, Чехири, Швецири, Эстонири авиакомпанисене чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Чӑваш Енри 11 вӗренӳ учрежденири ачасене эвакуацилеме тивнӗ. Мина хуни ҫинче калакан хыпар Шупашкарти 91 вӗренӳ организацине ҫитнӗ. Шупашкар районӗнчи 20 шкулпа ача пахчине те ҫавӑн пек майпа хӑратнӑ. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, шкулсемпе ача пахчисен администрацийӗсем ятарлӑ службӑсене ҫийӗнчех пӗлтернӗ. Ачасемпе ӗҫченсене ҫывӑхри учрежденисене эвакуациленӗ. Шкулсемпе ача пахчисенче паян право хуралӗн ӗҫченӗсем ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Тӗнчере юлашки кунсенче пулса иртекен пулӑмсем пирӗн ҫӗршыв экономикине палӑрмаллах пырса ҫапассине тавҫӑрма йывӑр мар. Апла пулсан ҫӗнӗ тапхӑра кӗтсе илме пирӗн хатӗр пулмалла. Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хаксене тытса тӑрасси пирки каланӑ. Теприсем ҫак ансат мар саманапа усӑ курса хаксене хӑпартса ярас хӑрушлӑх пур. Элтепер апла тума юраманнине, лару-тӑрӑва сӑнаса тӑмаллине палӑртса хӑварнӑ. Иртнӗ эрнере пирӗн республикӑра штаб ӗҫне йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейре паян Тӗп банк тӗп ставкӑна (выр. «ключевая ставка») 20 процент таран ҫитерме йышӑннӑ. Ку таранччен вӑл 9,5 процентпа танлашнӑ. Паян тӑрук 10,5 процент хӑпарнӑ. Ҫакна Раҫҫей экономики валли условисем тӗпрен улшӑннипе ҫыхӑнтарнӑ. Тӗп банк ставка малашне те ӳсме пултарассине систерет. Ставкӑна ӳстерни пирки паян Тӗп банк председателӗ Эльвира Набиуллина 16 сехетре (Мускав вӑхӑчӗпе) официаллӑ майпа пӗлтерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Пулӑ тытма юратакансен "Пулӑҫ - пулӑҫа" спорт фестивалӗ кӑҫалхипе 18-мӗш хут иртмеллеччӗ. Анчах ҫанталӑка пула ӑна йӗркелемӗҫ. Кун пирки Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Пулатов Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Шупашкарти шыв управӗнче пӑр ирӗлме, тапранма тытӑннӑ. Ҫавна май хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ фестивале хутшӑнакансене хӑрушсӑрлӑхпа туллин тивӗҫтерейменнине палӑртнӑ. Фестивале ҫитес ҫула куҫарма йышӑннӑ. Палӑртмалла: ӑна Ҫӗнӗ Шупашкарта 2000 ҫулсен пуҫламӑшӗнче ирттерме тытӑннӑ. Пӗр хушӑ фестивале йӗркелеме пӑрахнӑ. Пӗлтӗр каллех ирттерме тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланса пыраҫҫӗ. Юлашки талӑкра 237 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 229 ҫын пулнӑ. 7 ҫын вара каварлӑ вируса парӑнтарайман. Ку таранччен 4409 ҫын кӑшӑлвируса пула леш тӗнчене ӑсаннӑ. Юлашки талӑкра 69 ҫын сывалнӑ. 45 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. Пандеми пуҫланнӑранпа 73143 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. 53175-шӗ сывалнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| РСФСРти Наркомнац ҫумӗнче чӑваш уйрӑмӗ йӗркеленнӗ. | ||
| Кубашина Лидия Михайловна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |