Культура
![]() Евгений Краснов. culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗн, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗн, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн симфони оркестрӗн концертмейстерӗн Евгений Красновӑн сумлӑ юбилейӗ. Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, сцена ӑсти спектакльсемпе концерт программисене ҫур ӗмӗре яхӑн илем кӳрет, музыка илемӗпе куракансен чунӗсене тыткӑнлать. Евгений Краснов Хусанти Н.Г. Жиганов ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнче вӗреннӗ. Студент чухне Тутарстанри Муса Джалиль ячӗллӗ патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Консерваторирен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ӑна Шупашкарти Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнчи симфони оркестрне пӗрремӗш скрипкӑсен ушкӑнне ӗҫе илнӗ. Евгений Краснов кирек мӗнле музыка жанрне те (опера-м вӑл е балет-и, оперетта-и) пӗр пек илем кӳме ӑста. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cheb.ru сайтри сӑн Санкцисене пула Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти Макдональдссем хупӑнаҫҫӗ. Хӑҫанне палӑртман. Вӗсем паянтанах ӗҫлеме пӑрахма пултараҫҫӗ. Тӗп директорӗ Крис Кемпчински пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейри пӗтӗм Макдональдс вӑхӑтлӑха хупӑнӗ. Вӗсем пӗтӗмпе - 850. Унта ӗҫлекен 62 пин ҫынна вара ӗҫ укҫине тӳлесех тӑрӗҫ. Сӑмах май, пӗлтӗр Раҫҫейри тата Украинӑри Макдональдссем ҫулталӑкри тупӑшӗн 9 процентне ӗҫлесе илнӗ. Пӗтӗмпе — 2 миллиард тенкӗ. Халӗ Украинӑри Макдональдссем те хупӑ. Палӑртмалла: Шупашкарта ҫакнашкал пӗрремӗш кафе 2001 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Пӗлтӗр Красноармейски тата Ҫӗмӗрле районӗсем муниципалитет округӗсем пулса тӑнӑ. Вӗсем хыҫҫӑн ытти 19 район та ҫулталӑк вӗҫлениччен ҫак статуса илме хатӗррине пӗлтернӗ. Ҫакна влаҫ органӗсене централизацилес тӗллевпе тӑваҫҫӗ. Ҫак статуса илсен ял тӑрӑхӗсен депутачӗсем пулмӗҫ, муниципалитет шайӗнчисем ҫеҫ юлӗҫ. Тӳре-шара ӗнентернӗ тӑрӑх, халӑхӑн пурнӑҫ шайӗ ӳсӗ. Управлени ӗҫӗсем хӑвӑртланӗҫ, яваплӑх тата финанс ресурсӗсем пӗр алӑра пулӗҫ. Аса илтерер: республикӑри районсен пуҫлӑхӗсене халӑха суйлаттармалла тӑвасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакан 30 ҫулти арҫынна тусне пулӑшнӑшӑн явап тыттарнӑ. Тӗрӗссипе, ырӑ туман-ха вӑл ӑна. Преступление пытарма пулӑшнӑ. 2020 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче посёлокри общежитисенчен пӗринче хайхи этем хӑйӗн пӗлӗшӗ ҫынна йывӑр сиен кӳнине курнӑ. Ҫавна пула лешӗ вилсе кайнӑ. Темиҫе кунтан пӗлӗшӗпе вӑл инкек вырӑнне таврӑннӑ. Лешӗ пӑтӑрмаха пытарас тесе ҫынна вакласа миххе чикнине пӑхса, ӑна ҫывӑхри ҫырмана кайса пенине пӗлсе тӑнӑ. Преступлени тунине пытарнӑшӑн 30 ҫулти арҫынна пуҫиле майпа айӑпласа 15 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян, пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, 13 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарти Винокуров урамӗнчи 18-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ лавкка алӑкне ҫӗмӗрнӗ. Ҫак сӗмсӗр ӗҫе тӑваканӗ - ӳсӗр арҫын. Хайхискер алӑка ҫӗмӗрсе шала кӗнӗ. Унтан темиҫе тавар илнӗ те ҫӗмрӗк алӑкранах каялла тухма тӑнӑ. Анчах ӑна лавкка ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Вӗсем ҫийӗнчех полицие шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ ЧР Ҫутҫанталӑк министерствинче тата ӑна пӑхӑнса тӑракан ведомствӑсенче ӗҫлекенсем укҫа пухса Луганск тата Донецк облаҫӗсенчен тарса килнӗ ҫынсем валли йӑлара усӑ курмалли техника туяннӑ. Ведомство сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пухнӑ укҫапа вӗсем холодильник, кӗпе-йӗм ҫумалли машина, микрохумлӑ кӑмака, икӗ утюг тата япала якатмалли сӗтел туяннӑ. "Ҫынсен хуйхӑ, пирӗн айккинче юлма юрамасть. Пулӑшасси - кашнин тивӗҫӗ. Эпир пурте йывӑрлӑхра палӑшма хатӗр", - тенӗ ҫутҫанталӑк министрӗ Эмир Бедертдинов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ «Голос поэта – летопись жизни» театрланӑ концерт хатӗрленӗ. Ӑна чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалланӑ. Куракансене поэтӑн биографийӗнчи паллӑ саманчӗсемпе паллаштарӗҫ. Унта поэтӑн литература хайлавӗсенчи пурнӑҫпа, шӑпапа, юратупа ҫыхӑннӑ саманчӗсем янӑрӗҫ. Мероприятие Петӗр Хусанкайӑн ывӑлӗ Атнер Петрович хутшӑнӗ. Концерта чӑваш халӑх артистки Августа Уляндина тата ача-пӑчан «Суварята» ансамблӗ илем кӳрӗҫ. Концерт пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче институтӑн концерт залӗнче 14 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() tass.ru сӑнӳкерчӗкӗ Раҫҫейре хӗрарӑмсем ӗҫлеме пултарайман должноҫсен переченьне ҫӗнетнӗ. Саккун кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. Малашне хӗрарӑмсем авиаци механикӗ, самолётсемпе вертолётсене техника енчен тытса тӑракан инженерсем пулса ӗҫлейӗҫ. Техника тата нефть промыслин оборудованине тытса тӑрас тата юсас енӗпе те хӗрарӑмсене тар тӑкма текех чармаҫҫӗ. Этемлӗхӗн черчен ҫуррийӗ арҫын ҫеҫ тума пултаракан тесе тахӑҫан шухӑшланӑ чылай йывӑр ӗҫе алла илнӗ. Хӗрарӑмсем сварщикра та тӑрӑшаҫҫӗ, пысӑк тиевлӗ машина рульне ҫирӗппӗн тытса пыраҫҫӗ. Вертолётпа ҫӳрекенсем те пу. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарта пурӑнакан 21 ҫулти хӗр ача-пӑча кӳми сутма тӑрсан укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Ӑна Дон ҫинчи Ростов хулинчи арҫын улталанӑ. Ҫав арҫынна тупса тытса чарнӑ. Вӑл 31 ҫулта. Хӗр 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, тӳлевсӗр пӗлтерӳсен сайтӗнче ача-пӑча кӳми сутма хатӗрленнӗ. Кӗҫех тавара туянакан тупӑннӑ. Хайхискер укҫа тӳлеме тесе банк карттин реквизичӗсене ыйтнӑ. Хӗр пӗлтернӗ, кун хыҫҫӑнах счечӗ ҫинчи 5 пин тенки ҫухалнӑ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Тӑкака та саплаштарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Пӗлтӗр раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче юсанмалли 6-мӗш колонири айӑпланнӑ арҫын каҫхине апатланнӑ вӑхӑтра вӗри апат турилккине колони ӗҫченӗ ҫине пенӗ. Лешӗн кӑкӑрӗ тӗлӗнчи, пичӗ, мӑйӗ пиҫсе кайнӑ. Ҫакна сывлӑха ҫӑмӑл сиен кӳнипе танлаштарнӑ. Айӑпланнӑ ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна колонири йӗркене пӑснӑшӑн айӑпланӑ. Суд пулнӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, ӑна 5 ҫуллӑха айӑпланӑ. Унчченхи айӑплав пӗтменнине кура ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 5,5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Суд приговорӗ саккунлӑ вӑя кӗмен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |