Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Республикӑн клиника пульницинче Уҫӑ алӑксен кунне ирттерӗҫ. Тухтӑрсем ҫынсене 8 сехетрен тытӑнса 13 сехетчен йышӑнӗҫ. Республика пульницин консультацин 1-мӗш уйрӑмӗнче (вӑл Шупашкарти Мускав проспектӗнче 11-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ, «Республика пульници» чарӑнура тухмалла) ҫак специалистсем йышӑнӗҫ: акушер-гинеколог, аллерголог-иммунолог, гастроэнтеролог, гематолог, невролог, нейрохирург, офтальмолог, пульмонолог, ревматолог, нефролог, уролог, хирург, травматолог, эндокринолог. Консультацин 2-мӗш уйрӑмӗнче (вӑл Шупашкарти Мускав проспектӗнче 19/4-мӗш ҫуртӗнче вырнаҫнӑ, «Афанасьев урамӗ» чарӑнура тухмалла) гастроэнтеролог, акушер-гинеколог, невролог-паркинсонолог, эпилептолог, офтальмолог, ревматолог, сурдолог-отоларинголог, терапевт, кардиолог, хирург-колопроктолог йышӑнӗҫ. Специалистсем патне лекес тесен Республика пульницин поликлиникин call-центрне 8 (8352) 45-95-58) номерпе шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫӳп-ҫап тиекен станцире ӗҫлекенсем ӑнсӑртран чӗрӗп тупнӑ. Телее, вӑл кӑшт ҫеҫ аманнӑ, унта вӑй хуракансем унӑн суранӗсене сипленӗ. Ҫӑва тухиччен чӗрӗпе станцире ӗҫлекен пӗр ҫын хӑйӗн патӗнче усрӗ. Ҫитес вӑхӑтра чӗрчуна ветеринар патне тӗрӗслеме илсе кайӗҫ. Хальлӗхе чӗрӗп хӗл ыйхинчен вӑранман-ха. Ӑшӑтсанах ӑна ялти пахчана кайса ярӗҫ. Сӑмах май, ҫак станцире пӗлтӗр кушак ҫури тупнӑ, ӑна ҫӑлнӑ. Телее, вӑл чӗрех юлнӑ. Унта ӗҫлекенсем ӑна Босс ят панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
Иртнӗ уйӑх пуҫламӑшӗнче «Чӑваш халӑх сайчӗн» малашлӑхӗ пирки ҫыру вырнаҫтарнӑччӗ. Унтанпа уйӑх иртрӗ, лару-тӑру хальхи вӑхӑтра епле пулни пирки пӗлтерсен пӑсмӗччӗ пуль тетӗп. Пӗрремӗшӗ. Чӑваш Турри пире пӑрахмастех тесе ахаль мар ӗненетӗп. Ку хутӗнче те хамӑр Туррах пире пулӑшрӗ тесе ӗненетӗп. Апла каланине пӗри «Чӑвашӑнах-ши вӑл?» тесе иккӗленсе те пӑхрӗ. Ман шутпа, ҫавах, Чӑвашӑнах. Пирӗн ӗҫ хамӑр халӑха кирлӗ мар пулсан ун чухлӗ укҫа-тенкӗ пухайман пулӑттӑмӑр. Тӗрӗссипе эп, пӗр-икӗ ҫын кӑшт та пулин куҫарса панипе те ҫырлахайнӑ пулӑттӑм. Тӗрӗслемелле кӑна вырнаҫтартӑм темелле… Ҫавах чылайӑн, 130 ҫын таран, пулӑшрӗҫ. Иккӗмӗшӗ. Мӗн чухлӗ пухӑнчӗ-ха вара? Шутласан пурӗ 42 700 тенкӗ пулать. Вӗсенчен 15 200 тенкине тӑкакларӑмӑр та ӗнтӗ. 10 200 тенкӗ Александр Гринӑн икӗ томне тӗрӗслеме кайрӗ, 5 000 — 1971 ҫулта тухнӑ вырӑсла-чӑвашла словаре электронлатма. Сӑмах май, эпир ӑна кӗртме те пуҫласа ӗнтӗ — «Электронлӑ сӑмахсар» сайтӗнче тупма пулать. А-Й саспаллисене кӗртнӗ, халь К-Н саспаллисемпе ӗҫлетпӗр. |
Хулара
![]() Паянтан, ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен, Шупашкарта "Пирӗн Тӑван ҫӗршыв пӗрре" проект старт илет. Вӑл шкул ачисен патриотлӑх туйӑмне аталантарассипе ҫыхӑннӑ. Проектпа килӗшӳллӗн, ачасем урокра Раҫҫей гимне юрлӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин пӗлтернӗ тӑрӑх, гимна ОБЖ тата истори урокӗсенче шӑрантарӗҫ. "Кашни шкул график тӑвӗ. Ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен "Россия - священная наша держава, Россия - великая наша страна" ачасен сассипе янӑрама пуҫлӗ", - ҫапла пӗлтернӗ сити-менеджер. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Елена Сахарова та ачасен ҫӗршыв гимнне пӗлмеллине, патриот пулмаллине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, 16 сехет те 47 минутра Йӗпреҫ поселокӗнче харпӑр ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Шел те, инкекре ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пушарта ҫурт тӑрри, хуралтӑ таврашӗ ҫунса кайнӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗн пурнӑҫӗ те "хӗрлӗ автана" пула татӑлнӑ. Халӗ пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Ҫав кунах Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра машина ҫунма пуҫланӑ. Хуҫи ҫулӑма пушарнӑйсем киличчен сӳнтернӗ. "Хӗрлӗ автан" кузова та сиенлетме ӗлкӗрнӗ. Ӗнер Чантӑрта та пушар пулнӑ. Унта мунча ҫуннӑ. Элӗк районӗнче веранда ҫунма пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() чувашинформ.рф сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре йӗркене пӑсса, тепӗр майлӑ каласан, ятарлӑ ирӗк илмесӗр ҫынсене турттаракан таксистсене ҫаплипех тупса палӑртаҫҫӗ. Чӑваш Енри ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем Канаш районӗнче рейд ирттернӗ. Ҫавӑн чухне пассажирсене турттаракан таксиста тытса чарнӑ. Арҫыннӑн ятарлӑ ирӗк пулман. Машинӑна ятарлӑ стоянкӑна ӑсатнӑ. Ҫакӑн пек рейдсем Чӑваш Енри ытти вырӑнта та иртеҫҫӗ. Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче ӗнентернӗ тӑрӑх, ун пек тӗрӗслевсене кашни кунах йӗркелеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() yandex.ru/maps сӑнӳкерчӗкӗ Муркаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан ҫын патӗнче палламан ҫын пропискӑра тӑни ҫиеле тухнӑ. Вӑл Молдавинчен иккен. Ҫав ҫын хӑйӗн патӗнче пропискӑра тӑнине кил хуҫи те, унӑн тӑванӗсем те пӗлмен иккен. Пӑтӑрмах пирки Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ. 2021 ҫул вӗҫӗнче пенсионеркӑн килне палламан ҫын ячӗпе ҫыру ҫитнӗ. Ҫакӑ ватта хытах тӗлӗнтернӗ. Тӗрӗслев палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм ҫуртӗнче Молдавинчи арҫын 10 ҫул ытла пропискӑра тӑни палӑрнӑ. Пенсионерка ӗнентернӗ тӑрӑх, ют ҫынна пропискӑна тӑратма вӑл никама та ирӗк паман. Ют ҫынна пропискӑна епле тӑне йӗрке хуралҫисем тӗпчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Комсомольски районӗнче, А-151 ҫул, 79 ҫулти ватӑ ҫын машинӑпа инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмах ӗнер, ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, 17 сехет те 20 минутра пулса иртнӗ. «АвтоВАЗ» заводра туса кӑларнӑ «тӑваттӑмӗш» рулӗ умне тытса пыракан водитель ҫул ҫине тухнӑ чухне унпа пыракан машинӑна ирттерсе яман иккен. Ҫавна май вӑл «Датсун» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ. Инкекре 4 ҫын шар курнӑ. Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑра ларса пынӑ 4 ҫулти хӗрача тата 50 ҫулти хӗрарӑм, «Жигулири» водительпе унӑн 14 ҫулхи пассажирӗ аманнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта 14-мӗш троллейбус маршрутне улӑштарасшӑн. Тӗрӗсрех каласан, ӑна тӑсасшӑн. Хальхи вӑхӑтра 14-мӗш троллейбус И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ патӗнчен "Солнечный" микрорайона ҫӳрет. Пӗлтӗр маршрут ҫине автономлӑ майпа ҫӳрекен транспортсем тухнӑ, ҫавӑнпа микрорайона ҫити кайма тытӑннӑ та троллейбуссем. Ҫитес вӑхӑтра маршрута "Университет" микрорайона ҫити тӑсасшӑн. Тӗрӗслев рейсӗ тунӑ, нимӗнле йывӑрлӑхсем те сиксе тухман. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, 14-мӗш троллейбус Миначев урамӗпе сехет йӗппи ҫаврӑннӑ май кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ака уйӑхӗнче те ҫил-тӑман вӗҫтерет. Паян шӑпах ҫакна курса ӗненме тиврӗ. «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект синоптикӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗ татах тӗлӗнтернӗ. Ҫитес вӑхатра юр хулӑнӑшӗ 6 см пысӑкланмалла. Ыран юр та, ҫумӑр та ҫумӗ, хӗвел пахӗ. Юнкунпа кӗҫнерникун вара каллех ҫанталӑк пӑсӑлӗ: ҫил вӑйланӗ, йӗпе юр е ҫумӑр ҫӑвӗ. Эрнекун 10 градус таран ӑшӑтӗ. Шӑматкун кӑшт ҫумӑр ҫӑвӗ. Вырсарникунпа тунтикун уяртӗ. Иккӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче 15-20 градус таран ӑшӑтӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, акан 12-мӗшӗнче ҫӗрле сивӗтӗ. Каярахпа тата сивӗтме, юр ҫума, шӑнтма та пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |